Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Вилĕм патне хыпăнать-ши водитель?

Таисия Ташней11.07.2015 09:533269 хут пӑхнӑ

Васкакан вакка сикнĕ тенĕ ваттисем. Васкакан водительсем пĕрне-пĕри ирттерме пĕр минут тăхтас килменнипе çуршар сехет вăхăт ирттернине Шупашкарти Пичет çурчĕнчен кунсерен тенĕ пек асăрхатăп. Пÿлĕм чÿречи Иван Яковлев проспекчĕ еннелле тухать те, шăрăха пула яри уçса хунă май урамри шăв-шав шалтинчен вăйлă илтĕнет.

Машинăна хăвăрт чарма хăтланса тормоза хăвăрт пуснă май урапа асфальт тăрăх хăйĕн инерцийĕпе шуса кайнă сасă яланах хăлхана кĕрет. Ĕнер вара кантăк ваннă сасăпа пуçа урам еннелле пăртăм. Инкекĕ яланхиллех ункăра, Иван Яковлев проспекчĕпе Мир проспекчĕ пĕрлешнĕ ункăра пулса иртет. Çав ункăна кĕрен-тухан водительсем пĕрер минут пек тăхтас килменнине пула тепĕр чух çуршар сехет те çухатаççĕ. Çапăннă хыççăн. Ара, урапана страхланă компани элчине кĕтеççĕ-çке. Çул-йĕр инспекторĕсем те пырса ларнине асăрхатăп вара. Ку вăл васканипе çухатнă вăхăт. Тÿррĕн каякан тем ырă мар япала хыпнă тени ĕнтĕ. Унсăр пуçне кайран урапана юсаттарма хăтланса çÿремелле-çке.

Çак кунсенче тата «На-связи» форумра йĕркене вĕçĕм пăсакан водитель пирки сÿтсе яваççĕ. Çынсем хăйсен видеорегистраторĕ çинчен çырса илнĕ видеона та лартнă. Çул-йĕр правилине сĕмсĕррĕн пăсакан çын республикăри предприятисенчен ертÿçи, унăн тăванĕ правăна сыхлакан органсенчен пĕринче ĕçлет тесе ĕнентереççĕ унтисем.

Чăн та, ăçта васкать-ши этем тени? Вилĕм патне хыпăннăнах туйăнать хăш-пĕр водитель руле епле тытса пынине сăнанă май.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем