Манăн тиркеме ирĕкĕм çук та… Çапах калас килет. Концертсене, театра çÿреме юрататăп. Акă паян та концертра пултăм. Пĕтĕмĕшле илсен, йăлтах килĕшрĕ темелле. Çынсем культура çуртне канма пыраççĕ, юрă-ташăпа киленеççĕ. Анчах буфетра кукăль таврашĕсĕр пуçне хĕрлĕ эрех те сутни, чăннине калатăп, питех тĕлĕнтерчĕ. Кĕленчесене пурте курмалла именмесĕр кăларса лартнă. Кун пек çĕрте эрех-сăра сутма юрать-и вара?
Чăннипе, çынсем культура çуртне мĕнлерех канма килнине хамăн куçпа пĕрре мар курма тиврĕ. Хăшĕ-пĕри концерта, мĕн каласси – театра та, сумкине эрех чиксе пырать те антракт вăхăтĕнче кăна мар, концерт-спектакль пынă чухне те черкке хыççăн черкке вăрттăн ÿпĕнтерет. Пĕлĕшĕм пĕррехинче аван мар лару-тăрăва çакланнă. Антракт çитсен хайхискер коридора тухма тăнă, анчах юнашар ларакан икĕ хĕрарăм ăна тăрса ирттерсе яман. Унăн лешсем эрех ĕçсе ярасса кĕтсе лармалла-мĕн. Юлташăм çамрăк та – сăмах чĕнмесĕр, анчах кăмăлсăрланса та тĕлĕнсе кĕтнĕ çавсем эрехе тĕппипе пушатнине. Кун хыççăн та çав хăрарăмсем сăмах чĕнмесĕр ирттерсе яман. «Эсĕ хăвна эрех ĕçтерессе кĕтсе лартăн пулĕ-ха», - çапла лаплаттарнă çав сĕмсĕрсем.
Театрта, концертра çынсем хăйсене тытма пĕлменни вĕчĕрхентерет. Чăваш патшалăх драма театрне çÿреме кăмăллатăп, çавăнпа сăмах ун пирки пулĕ. Сахал мар спектакль курнă эпĕ унта. Аристсем, чăнах та, ăста выляççĕ. Анчах вĕсене сăнара «путма», ахăртнех, залра телефон хыççăн телефон шăнкăртатни чăрмантарать. Спектакль пуçламăшĕнче телефонсене сÿнтермеллине ахальтен асăрхаттараççĕ-ши? Нумайăшĕн хăлхине кĕмест вăл. Пĕррехинче юлташпа шăнкăравсен хисепне ятарласа шутларăмăр. Антрактчен 13 шăнкăрав зала янраттарччĕ. Юлашкинчен шутлама чăтăмлăх çитмерĕ. Пĕрин телефонĕ шăнкăртатнине кура хăйсенне те сÿнтерме мĕншĕн шухăшламаççĕ-ши?
Концерт патнех таврăнам-ха. Унта, паллах, шавлă та телефон янăрани илтĕнмест. Анчах çынсем юрăçсем сцена çинче юрланă вăхăтрах унталла-кунталла уткалани никама та тарăхтармасть тесе шутлаççĕ-ши? Паян концерт тăршшĕпех çынсем ман куç умĕнчен мĕлтлетсе çÿрерĕç… Ку, паллах, килĕшÿсĕр.
Культура çуртне е театра кайсан чунпа канас килет. Анчах темшĕн çынсем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ, хăйсем пирки çеç шутлаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеменни мар-ши çакă?
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.