Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Культура керменĕнче эрех сутни, спектакль вăхăтĕнче телефон янăрани килĕшÿллĕ-и?

Софья Савнеш09.07.2015 23:0415137 хут пӑхнӑ

Манăн тиркеме ирĕкĕм çук та… Çапах калас килет. Концертсене, театра çÿреме юрататăп. Акă паян та концертра пултăм. Пĕтĕмĕшле илсен, йăлтах килĕшрĕ темелле. Çынсем культура çуртне канма пыраççĕ, юрă-ташăпа киленеççĕ. Анчах буфетра кукăль таврашĕсĕр пуçне хĕрлĕ эрех те сутни, чăннине калатăп, питех тĕлĕнтерчĕ. Кĕленчесене пурте курмалла именмесĕр кăларса лартнă. Кун пек çĕрте эрех-сăра сутма юрать-и вара?

Чăннипе, çынсем культура çуртне мĕнлерех канма килнине хамăн куçпа пĕрре мар курма тиврĕ. Хăшĕ-пĕри концерта, мĕн каласси – театра та, сумкине эрех чиксе пырать те антракт вăхăтĕнче кăна мар, концерт-спектакль пынă чухне те черкке хыççăн черкке вăрттăн ÿпĕнтерет. Пĕлĕшĕм пĕррехинче аван мар лару-тăрăва çакланнă. Антракт çитсен хайхискер коридора тухма тăнă, анчах юнашар ларакан икĕ хĕрарăм ăна тăрса ирттерсе яман. Унăн лешсем эрех ĕçсе ярасса кĕтсе лармалла-мĕн. Юлташăм çамрăк та – сăмах чĕнмесĕр, анчах кăмăлсăрланса та тĕлĕнсе кĕтнĕ çавсем эрехе тĕппипе пушатнине. Кун хыççăн та çав хăрарăмсем сăмах чĕнмесĕр ирттерсе яман. «Эсĕ хăвна эрех ĕçтерессе кĕтсе лартăн пулĕ-ха», - çапла лаплаттарнă çав сĕмсĕрсем.

Театрта, концертра çынсем хăйсене тытма пĕлменни вĕчĕрхентерет. Чăваш патшалăх драма театрне çÿреме кăмăллатăп, çавăнпа сăмах ун пирки пулĕ. Сахал мар спектакль курнă эпĕ унта. Аристсем, чăнах та, ăста выляççĕ. Анчах вĕсене сăнара «путма», ахăртнех, залра телефон хыççăн телефон шăнкăртатни чăрмантарать. Спектакль пуçламăшĕнче телефонсене сÿнтермеллине ахальтен асăрхаттараççĕ-ши? Нумайăшĕн хăлхине кĕмест вăл. Пĕррехинче юлташпа шăнкăравсен хисепне ятарласа шутларăмăр. Антрактчен 13 шăнкăрав зала янраттарччĕ. Юлашкинчен шутлама чăтăмлăх çитмерĕ. Пĕрин телефонĕ шăнкăртатнине кура хăйсенне те сÿнтерме мĕншĕн шухăшламаççĕ-ши?

Концерт патнех таврăнам-ха. Унта, паллах, шавлă та телефон янăрани илтĕнмест. Анчах çынсем юрăçсем сцена çинче юрланă вăхăтрах унталла-кунталла уткалани никама та тарăхтармасть тесе шутлаççĕ-ши? Паян концерт тăршшĕпех çынсем ман куç умĕнчен мĕлтлетсе çÿрерĕç… Ку, паллах, килĕшÿсĕр.

Культура çуртне е театра кайсан чунпа канас килет. Анчах темшĕн çынсем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ, хăйсем пирки çеç шутлаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеменни мар-ши çакă?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.15 17:41
Сĕмухмахпа килӗшме те юрат пӗр енчен. Сӳтсе явни ҫук, Agabazar текенни хӑйӗн идеологине тӗртме хӑтланни пур.
Agabazar // 4235.50.2696
2015.07.15 20:34
Agabazar
акапасар иккен-ха ку, шутсăр хăватлă идеолог пекки...

Мĕнле сăмах ку: килĕшсен юрать, килĕшмесен те юрать...

Камшăн кăсăклă-ши сирĕн килĕшнипе килĕшменни?
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.15 21:16
Культура керменӗнче эрех сутни-сутманни мар,ҫыннисем ҫав нарӑмӑша илсе ҫавӑнтах ӗҫни хӑрушӑ пулӑм.Хусанта кун пеккки хӑруш тӗлӗкре те пулас ҫук.Ма тутар ӗҫмест,а чӑваш арҫынни кӑна мар храрӑмӗ ярнтарать?.Акапасар паллах влаҫе айӑпланҫи тӑвать яланхилле.Кам айӑплӑ?.
Agabazar // 4235.50.2696
2015.07.15 21:26
Agabazar
Ну, Тимер сăмахĕ хыççăн çапла каласси çеç юлать: Тутар — лайăх, Чăваш — начар...

Паллă ĕнтĕ, начар пирки тĕсĕ кирлĕ! теесси çеç юлать...

Вăт пурăнатпăр çавăн пек шарлатттарса...

Расизм теççĕ кунашкал шухăшларăша.

Чăннипе вара пур йăхсем те тĕнчере пĕр тан. Начаррисемпе лайăххисем çук.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.16 08:17
Agabazar текенни пӑтӑ пӗҫерет, пӗтӗмпех пӗр хурана чикет. Мӗн калама шухӑшланине хӑй те манса пырат пулмалла. Пӗр сӑмахпа каласан, юптаруҫӑ-халапҫӑ.
Agabazar // 2716.54.8473
2015.07.16 10:16
Agabazar
Чăннипе вара тутар лешне "ярăнтарас" енĕпе чăвашран та, вырăсран та юлмасть. Шел пулин те.
Айван // 2528.00.4208
2015.07.16 12:51
"тутар лешне "ярăнтарас" енĕпе ..."-ку калама ҫук намӑссӑр "поклеп". Леш Ник.Ваҫҫильччӑ Ҫулленхи посланире "Эпир ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе Тутарстанран малта" тенипе пӗрех. Сӑмаха шахӑшласа персе ямалла мар и, Agabazar тӑванӑм?
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.16 17:51

Agabazar текен йӗкӗт, ара леш финсем "ярӑнтарас " енӗпе пит ӑста Питӗр хулине килсен . Вара вӗсем алконафтсем мар вӗт. Эсӗ фактсене пустуях унталла-кунталла турткалатӑн.







Атила // 3913.58.4645
2015.07.16 18:53
Ку Акапасар чвашсам часрах эреке ӗҫсе пӗтчӗр тет полмалла.Мӗнле хӳтӗлет вӑл вӑсане.
Agabazar // 2484.78.1713
2015.07.16 20:11
Agabazar
"тутар лешне "ярăнтарас" енĕпе ..."-ку калама ҫук намӑссӑр "поклеп".

Аха, кунта тутарсене "хÿтĕлекен" тупăнчĕ имĕш... Чăвашсем ярăнтарни пирки, Финсем ярăнтарни пирки калани "поклёп" мар имĕш.


Страницӑсем: [1], 2, 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем