Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Наци лицейĕ тек пулмĕ-ши?

Софья Савнеш27.06.2015 15:193508 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕ патĕнчен иртме тÿр килчĕ. Ача-пăча сассипе янăраман пушă çурта курсан чун питĕ хурланчĕ. Пушах тесен тĕрĕсех мар-ха. Унта халĕ Петров урамĕнчи авариллĕ 9-мĕш çуртри çынсем общежитире пурăнаççĕ. Тĕлĕнмелле те, лицее 2012 çулта çурт йăтăнса анать тесе хупса хучĕç. Халĕ ав нимĕн те йăтăнса анмасть – çынсем чиперех пурăнаççĕ.

Тĕрĕссипе, эпĕ унта вĕреннĕренпе (2001-2005 çулсем), ман шутпа, нимех те улшăнман. Эпир вĕреннĕ чухне те столовăйĕнчи кирпĕчсем кăшт йăтăннăччĕ. Душевойĕнче те питех чаплă марччĕ. Уйăхĕ-уйăхĕпе çурт йĕркеллех ларнă çĕрте пĕр кунта йăтăнма тытăннă имĕш.

Лицее хупсанах тĕрлĕ сас-хура çÿрерĕ. Пĕрисем ăна çĕнетсе уçасса ĕненчĕç. Теприсем ун вырăнĕнче мĕн те пулин урăххи, анчах наци шкулĕ мар, пуласси пирки калаçрĕç. Нумаях пулмасть унта вĕрентнĕ пĕр учителе тĕл пултăм. Вăл лицее хупсан питех те пăшăрханнăччĕ, çапах вăл çĕнĕрен уçасса шаннăччĕ. Вăхăт иртрĕ, анчах лицей çуртне юсама тытăнмарĕç-ха. Çав вĕрентекен те тÿре-шара чупкаларĕ, лицее уçассишĕн çунчĕ. Хальхинче ăна тĕл пулнă чухне чунне ыраттарса çапла каларĕ: «Пулмастех пулĕ. Лицей тек уçăлмасть», - терĕ. Шел. Мĕн тери лайăх лицейччĕ. Унти вĕрентекенсем те питĕ çирĕп ыйтатчĕç. Вĕсем тăрăшнине пула лицейрен вĕренсе тухакансем аслă шкулсене тÿлевсĕрех вĕренме кĕретчĕç.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра та чăваш филологийĕпе культура факультетне ав пĕрлештерчĕç. Тĕрлĕ мероприятисенче чăвашăха, чăваш чĕлхине упрасси пирки калаçнине усси пур-ши вара? Акатуйсем чăвашлăха сыхласа хăварма, аталантарма пулăшни пирки яланах çыраççĕ. Ачасене шкул саккинченех чăвашла вĕрентмесен, чăваш культурипе паллаштармасан кун пирки мĕн калаçни ĕнтĕ. Лицейре чăваш филогийĕнчен вĕренсе тухакансем хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçма тăрăшатчĕç. Пирĕн класра халĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕнче ĕçлекенсем пур.

Халĕ пĕркласрисемпе пĕрле пухăнса ырă çав вăхăтсене аса илетпĕр. Лицей пире пурнăçри çула тупма, хамăр тĕллĕн пурăнма вĕрентрĕ. Анчах, шел те, халĕ вăл пушă, аякаранах кичеммĕн курăнса ларать. Тепĕртакран ун вырăнĕнче пĕр-пĕр суту-илÿ центрĕ е канмаллли центр ÿссе ларсан тĕлĕнмĕп те ĕнтĕ…

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.30 18:05
Чӑваш элити пур пулсан Чӑваш элтеперӗ патне пуҫтарӑнса кӗрсе ҫак Наци лицей проблемине нивушлӗ татса пама ҫук? Апла пулсан проблеми ҫук пулӗ? Е татса парас текенсем ҫук?
Софья Савнеш // 2457.48.9263
2015.06.30 21:33
Софья Савнеш
Ун пирки вĕрентекенсем пайтах тÿре-шара патне чупнă пулас. усси...
2015.07.01 01:48
Аксар Чунтупай
Мускава выçă тытма кайсан, тен, асăрхĕç... Унран пит хăраççĕ влаçрисем... Анчах кам кайĕ-ши? Пур-и ун пек интеллигент? Çук çав.
2015.07.01 01:49
Аксар Чунтупай
Туркайсем влаç илчĕç те выçă тытма пăрахрĕç, чăваш чĕлхишĕн те кĕрешме пăрахрĕç...
Agabazar // 3425.09.7193
2015.07.01 16:35
Agabazar
Халь тата мĕн тутарасшăн эсĕр Туркая?
Мĕн тумалла ун чăваш чĕлхишĕн кĕрешсе?
Ыттисен мĕн тумалла?
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.01 23:05
Тинех килсе ҫитрӗ Аксар Чунтупай юлташ,салам . Чӑнах та ыйту лартакансем ҫукрах, Туркай та тип тытма килӗшмест пулмалла. Agabazar тата мӗн хӳтӗленӗ пек тӑват? Туркайӑн мӗн тумалла тетни? Конструктивлӑ,ӗҫлӗ критикӑ тумалла. Шанхай, Гремячӗвӑ,Пятино, Мадагаскар хыҫӗнче пурнакан халӑха мыскара кӑтартма памалла мар. Вӗсенчен 100% процента танах чӑвашсем вӗт.
2015.07.02 14:16
Аçтахар Плотников
«Халь тата мĕн тутарасшăн эсĕр Туркая?»
Ара, Хыпар унра мар-и? Шӑв-шав ҫӗклес кӑмӑл пур пулсан ма ак ҫак наци лицейӗ пирки халӑха сӳтса явма сӗнес мар? Хаҫат урлӑ. Тен, вирьялпа анат чӑвашсен чӗлхи пирки калаҫтарас вырӑнне чӑн проблема тавра калаҫу хускатмалла? Чӑашӑн малашлӑхӗ пирки... Чӑваш кафедрисем те, наци лицейӗ те — ку пӗтӗмпех пирӗн халӑхӑн малашлӑхне ҫул хывакан япаласемччӗ...
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.02 17:18
Вӑт-вӑт тӗрӗс, Админ шӑллӑм. Тахҫанах кун пек ҫырасса кӗтнӗччӗ. Акасапар ятарласа сӑмаха диалектсем,суффикссем,аффикссем ҫине куҫарса ярать. Малтан пулас ертӳҫӗсене ӳстересси ҫинчен ҫапӑҫас пулать, вӗсене ҫитӗнтерес вырӑн пулсан вара малашлӑх пулатех.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем