Agabazar // 3907.84.6261
2015.06.01 12:28 | |
Victor // 1530.08.1610
2015.06.01 13:00 | |
Мĕн тума?
Иккĕшĕн те виççĕмĕш вырăнта пĕр фонемă мар, пĕр фон: [т]. вырăсла: 1 фон - 2 фонема Пĕри Т фонемă Тепри [т] реализациллĕ Д фонемă. чăвашла: 1 фон - 1 фонема Иккĕшĕ те Т фонемă. Cot. Cod. акăлчанла: 2 фон - 2 фонема Пĕри <t> фонема Тепри <d> фонема | |
Agabazar // 4245.76.7272
2015.06.01 13:18 | |
<<ту - тăвĕ - туйирап - тăваятăп
туйирап - тăваятăп - (и / ай) Анчах ку ытла та тĕпчемен пулăм. Унсăр пуçне - "чăваш чĕлхинче дифтонг çук" текен йышăну пур>> Çук-тăк, çук! Анчах ку йывăрлăхсем кăларса тăратмасть. Ту. Тăвĕ. <У> фонема. -ăв- аллофон. Анчах та ку аллофон икĕ сасăран тăрать тейĕпĕр. Апла калама мĕн чарать? Нимĕн те! | |
Victor // 1530.08.1610
2015.06.01 16:54 | |
Чармасть. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.01 17:13 | |
Ку орфографи пирки иксӗрӗн тӗл пулса чӗлхе ҫӳхеличчен калаҫма май ҫук-им? Ку тема пит те ансӑр темӑ. Малтан ачусене ҫуратса тултарӑр-ха, малтан ачусене атте-анне теме вӗтентӗр-ха,тӑвансем! | |
Михаил Волков // 1432.37.7330
2015.06.01 23:30 | |
Карт (сыпăк) çырăвĕнчен сасă çырăвне куçнă чух грексен те, латинсен те, готсен те фонема теорийĕ пулман. Паллах, Кирилпа Мефодий те ку теорине илтмен те, курман та. Теорине, тĕпрен илсен, 19-20мĕш ĕмĕрсенче тунă. Вырăссем халĕ те ку термина ике тĕрлĕ ăнланаççĕ, фонемăсене шутне тĕрлĕрен калаççĕ. Теори вăл гипотеза. Ăслăх ыйтăвĕсене татса памалли никĕс пулаймасть. | |
Михаил Волков // 1432.37.7330
2015.06.01 23:55 | |
Виталий Котлеев,фонетистсен Ленинград шкулĕпе çыхăннăскер, пĕлтерĕшсене палăртасси фонемăпа çеç мар, сыпăкпа та çыхăннă тенине те астăватăп. Паллах, тĕнчипе сарăлнă карт çырăвĕн чăлхи пулнă май, вăл СИЛЛАБАРИЙ (испан, латин терминĕ) - сыпăк çырăвĕ пулнă. Икĕ орфографипе çырни ырра мар, вырăссем хыççăн мар, тĕнче хыççăн каймалла. Мелĕсене шырамалла çакна тума. | |
Victor // 3420.00.2527
2015.06.02 06:42 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: Vyrănsăr | |
Agabazar // 5066.6.2013
2015.06.02 07:40 | |
"Agabazar
<br>Морфологипе фонологине уйăрма тавçăрайсан хăвăр ăçта йăнăшнине ăнланатăр." Морфологи морфемăсем çинчен вĕрентет. Фонологи фонемăсам çинчен вĕрентет. Морфемăсем фонемăсенчен тăраççĕ. Фонемăсенче мĕскер пур, çавă морфемăсенче те пур. Фонемăсем аллофонсемпе реализациленеççĕ пурнăçра. Морфемăсем алломорфсемпе реализациленеççĕ пурнăçра. Тата мĕскер кирлĕ? Тата мĕн çитмест? Е мĕскер ытлашши? | |
Victor // 1530.08.1610
2015.06.02 12:43 | |
Уйрăммăн пăхни кирлĕ. Чикки пур.
Пур морфемă та фонемăран тăмасть - тĕслĕхрен "ноль морфемă" (zero morpheme). Е морфемăсен реализацийĕсем (алломорфсем) - апофони, альтернаци майĕпе пулаççĕ - sing sang sung. Анчах i - a - u'на пĕр фонемă теейместĕр, мĕншĕн тесен минималлă мăшăрта сасă ылмашăвĕ сăмах пĕлтерĕшне улăштарни шăпах фонемă палли. sing - sung (1 морфемă, 2 тĕрлĕ фонемă). |
Иккĕшенче те виççĕмĕш вырăнта пĕр фонема <т>
Анчах та вĕсен реализациленесси тĕрлĕрен. Аллофонĕсен ушкăнĕ пĕр мар тейĕпĕр.