Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5145133 хут пӑхнӑ

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Михаил Волков // 1241.67.2234
2015.05.28 22:44
"Чăвашла", "вырăсла" орфографи тенисем питĕ те йăшăк ăнлавсем. Тĕрлĕрен чĕлхеăслăх терминĕсемпе витĕнсен те хамăр орфографин никĕсĕ калаçу пуплевĕн хальхи шайне тивĕçтерейменнине пытарма май килмĕ. Фонологи теорине "фонемаçырăвĕн" (фонематическое письмо) логиккине ăнланас=ăнлантарас тĕллевпе тунă. Анчах ку çыру, тĕплĕнрех пăхсан, фонема çырăвĕ маррине асăрхатпăр.
Михаил Волков // 1241.67.2234
2015.05.28 23:04
Чĕлхене пĕлекенсемшĕн сăмахсене Картпа евĕр çырни те (кăткă - КТК, кĕрешнĕ - КРШН) ытла йывăрах пулмĕ. Анчах тин вĕрекенсемшĕн шăл витми йывăрлăх. Карт çырăвĕнче тĕрĕксен ÇЕМÇЕ - ХЫТĂ сассен оппозицийĕ пулнă. Белилинпа Яковлев çавна кура ЛЬ, НЬ, ТЬ сассем валли ятарлă "хÿреллĕ" Л.Н.Т саспаллисем туса пăхнă.
Михаил Волков // 1241.67.2234
2015.05.28 23:31
Ытти чĕлхесенче СИНГАРОНИЗМ арканнине асăрхаса пулĕ, ку оппозицие шута илме пăрахнă. Чăнах та, пĕр испан чĕлхинче çеç-ши ЛЬ сасса ЛЛ çырса палăртаççĕ:cartilla Букварь, Азбука.ЯНРАВЛĂХ - ЯНРАВСĂРЛĂХ оппозици авалхи ФУТАРКСЕНЧЕ германсен пулман. Нимĕçсенчен СОБОР, ЗАПОР, ЗАБОР сăмахсене калаттарса 19 ĕмĕрте те вырăссем кулнă теççĕ. Уйрăмах пирĕнпе çывăхрах тăван БАВАР=АВАР=ОБР йăхĕн тăхăмĕсем янравлă сасăсене тĕрĕс калайман.
Agabazar // 1903.30.4764
2015.05.29 00:21
Agabazar
Šyravşă // 2586.24.3431 2015-05-28 21:37: <<Хура сăмахри - Паха сăмахрипе пĕр тан.>>

Вара Пăта тата Тупа сăмахсенчи П тата Т паллăсемпе палăртакан сасăсем пĕрне-пĕри тÿр килеççĕ-и?

Малалла
Хор тата пахать ( выр.)
Хор тата паха (чăв.)
Паха (чăв.) тата пахать (выр.)
Хор тата Хура
Тăватташĕнче те Х паллăпа палартнă сасăсене танлаштарса пăхмалла.
Хурах. Кунта каллех икĕ Х. Асăннă ыйтусенче фонема е сасă тесе палартни питех кирлĕ мар, вăл саманта асра тытатпăр пулин те.
Agabazar // 4280.70.0120
2015.05.29 01:55
Agabazar
Михаил Волков: <<Фонологи теорине "фонемаçырăвĕн" (фонематическое письмо) логиккине ăнланас=ăнлантарас тĕллевпе тунă.>>
:-)

Апла мар пуль.

Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 11:28
Victor
Михаил Волков, каçарăр та - икăнорлатăп сире.

Agabazar, Пăта тата Тупа - паллах, тăватă хупă сасă (p, t, b, d), анчах икĕ фонемă - p/b, t/d.

Фонемă - сасă мар, концепт.
Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 15:35
Victor
Agabazar
Хор тата пахать ( выр.)
Хор тата паха (чăв.)
Паха (чăв.) тата пахать (выр.)
Хор тата Хура

Отвечĕ сирĕн çырнинчех - "(выр.)". Вырăс фонетикипе танлаштаратăр. Вырăс чĕлхинче фонемăсем те, сасăсем те урăхла:
пĕр тăлăх х фонемă пур. г фонемăн тăванĕ - ɣ фонемă - пур.

Чăваш чĕлхинче x/ɣ - пĕр фонемă. Паха (ɣ), Пăхать (ɣ), Пăхрĕ (х). Пă(ɣ)рĕ тесен те сире ăнланма пулать.
Вырăсла пахать сăмаха чăваш акценчĕпе каласан:
е - паххать (x:)
е - пахать (ɣ).
Çак сасă пĕлĕвĕн вăрттăнлăхне чухласан кăна Яккăвлĕф ĕмĕр тăршшĕ усă куракан чăвашсем тинех çăмăллăн ăнланса вулама пултаракан орфокăраффи никĕсне хывать. Фонемă феноменне чĕлхе пĕлĕвĕнче 1875–1895 çулсенче кăна чухласа илеççĕ. Яккăвлĕфăн фонемăлла алффавичĕ 3 маларах тухать. Фонемă пĕлĕвĕ лингвистикăра чăн-чăн прорыв, ăна нумайăшĕ ăнланмасть. Уйрăмах чăваш википединчи статьяна пăхсан - пăтă.
Agabazar // 4238.08.3495
2015.05.29 18:02
Agabazar
"Чăваш чĕлхинче x/ɣ - пĕр фонемă."

Вăт вара эпĕ çакнашкал пуплерĕшсене, хăвăр калашле, пăтă тетĕп.

Ун пек çавăрттарса каланине кам шутласа тупнă-ши?

Паhа. Кунта <h> фонема. Вăл ку сăмахра нимĕнле лару-тăрура та улшăнмасть. Яланах ɣ. Аллофонсем çук.

Хура. Ку сăмахра <х> фонема. Анчах та та вăл пуплевре, сăмахсен хушăкĕнче янраса илтĕнме пултарать. h. Вăл — аллофон.

Сăмах. Каллех <х> фонема. Сăмахĕ [сăмаhĕ]. h аллофон.

Эппин чăннипе <х> тата <h> фонемăсем çинчен калаçмалла.

Пахха. Кунта <х> фонема. Хальхинче унăн аллофонĕсем çук. Мĕншĕн тесен çав тĕлте мĕнпур ситуацире те çаплах илтĕнет-каланать.
Agabazar // 4238.08.3495
2015.05.29 18:53
Agabazar
Šyravşă // 2586.24.3431 2015-05-29 11:28: <<Agabazar, Пăта тата Тупа - паллах, тăватă хупă сасă (p, t, b, d), анчах икĕ фонемă - p/b, t/d.>>

"Пăта" сăмахра <д> фонема. Вăл кунта нимĕнле лару-тăрура та урăхла илтĕнмест. Аллофонсем çук.
<
"Тупа" сăмахра <б> фонема. Вăл кунта нимĕнле лару-тăрура та урăхла илтĕнмест. Аллофонсем çук.

"Пăтă" сăмахра <д> фонема. Анчах та вăл хăш чух [т] пек илтĕнме пултарать: пăтта, пăтти, пăтту,.... Кунта аллофон пур!

"Тупă" сăмахра <б> фонема. Аллофонĕ каллех пур! Туппу, Туппи,....
Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 19:00
Victor
Agabazar, паха сăмахра x/ɣ фонемă.
Фонемăна оппозици мелĕпе тĕрĕслеме пулать.
Паха тĕслĕхĕпе тĕрĕслер - пур-и Х-пала оппозици?
Паха - пата - паса - пахха - пара - пала - папа - палла... кусемпе оппозици пур.
<Х>-па оппозици мăшăрĕ çук, эппин аллофон.
Икĕ уçă сас палли хушшине лекнĕ те янравлăх фонацци витĕмĕпе улшăннă (вырăсла ун пекех пулăм çук - акăлчан чĕлхин америкă вариантĕнче пĕр пек пулăм пур: hate [t] - hater [ɾ], е water [ɾ], bottle [ɾ]. Куратăр, фонеттйккă проццесĕсене морффолокипе ан пăтраштарăр. Нумай чĕлхере леницци пур - икĕ уçă е ялан янравлă сасă хушшине лексессĕн янравсăр хупă сасăсен пахалăхĕ чакать.).

Вырăсла:
паха - пала - паба - пада - папа - пажа... - оппозицийĕсем.

Страницӑсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем