Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Валери Туркай патне Уççыру

Agabazar18.03.2015 20:0325407 хут пӑхнӑ

Ырă Çыннăмăр Валери Владимирович Туркай,

Эпир "Хыпар" хаçат "çĕршыв", "тунтикун" йышши сăмахсене пĕрле çырма тытăннине хавасланса кĕтсе илтĕмĕр.

Хăшпĕрисем вара çапла калама васкарĕç: Туркай кивĕ орфографи патне таврăнчĕ. Унашкал çавăрттарса хуни, ман шутпа, элекпе тан. Мĕншĕн тесен халь вăйра тăракан орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть.

Ку тĕлĕшпе эп хам та çак сайтри кунсемлĕхре самаях тĕплĕн çырса кăтартрăм.

1)Парламента шан, анчах паянхи кунпа пурăн.

2)Майĕпен, пĕрчĕн-пĕрчĕн.

"Хыпар" хаçат та асăннă ыйтусемпе çыхăннă инсинуацисене тăрă шыв çине кăларасса шанас килет.

Салампа Акапасар.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Пĕр хĕрарăм // 1519.88.0209
2015.03.23 10:39
начар куçарнă
Agabazar // 4026.00.3509
2015.03.23 15:37
Agabazar
Ку Уççырăва малтанах чăвашла çырса хатăрленĕ. Унăн вырăсла версийĕ çук. Эппин мĕнле куçару пирки сăмах пыма пултарать?
Agabazar // 1658.63.8737
2015.03.26 07:14
Agabazar
Тĕнчере Никита Ларионов пеккисем пур чухне аптрамастпăр.....
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.26 09:10
Ҫил арманне ан ҫавӑрттарӑр-ха,пур ҫӗрте те нанотехнологи. Хӑвӑрӑн хисеплӗ Чупайсупа ытларах пуплӗр.Вӑл лайӑх суйма вӗрентет.
Agabazar // 1150.46.7604
2015.03.26 22:10
Agabazar
Чубайс сăмаха пĕрле çырмалла. Нанотехнологи — ку каллех пĕрле. Çилармань — апла та, капла та юрать теме пулать. Мĕнле çырасси унта çыннăн мăнтăр кăмăлĕнчен килет тейĕпĕр. Пысăк проблема курмастăп эп унта. "Шывармань" опера. Каллех çук çĕртенех проблема туса хуни. Опера ячĕ пирки сăмахланă чух пĕрле çырни вырăнларах. Тепĕр тесен, ытти чухне те. Кунашкал япаласене ахаль шкул ачи те аванах чухлать. Балбессене шута илмĕпер.
Agabazar // 7308.8.9813
2015.03.31 15:47
Agabazar
Хама хам цитатăласа илес-ха.

<<Килĕшетĕп: И.Андреев, Ю.Виноградов юлташсем хальхи йĕркевсене уйрăм çырассине мала хурас тĕллевпе ăсталанă. Анчах хăйсем сисмесĕрех вĕсен ĕçĕ пачах урăхла пулса тухнă!>>

Мар // 4117.51.7078
2015.04.03 09:22
Хальхи орфографие ятарлă КОМИССИ çĕр хут сÿтсе явса парламента тăратнă, ПАРЛАМЕНТ ПОСТАНОВЛЕНИ кăларнă.
Акапасар // 3503.65.0328
2015.04.06 01:14
Тĕрĕс. Паламент постановленийĕ ТАХÇАНАХ пур.

Халь вара пĕр пĕчĕк япала çеç юлать: çав постановление пурнăçа кĕртесси.

Акапасар кунта çĕнĕ постановлени халех кирлĕ тесе çухăрашмасть вĕт! Çĕнĕ постановлени вăл çĕнĕ йĕркевсемпе пĕрле пулма пултарать. Ун пирки кунта сăмах çук.

Таса пулăр!
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.06 08:58
Тӗрӗссипе каласан никам та вирьялсене хӑйсем пек попляма чарман.Холая ,москвая,хоная каяпр.Молчара вара тӳрт ҫуса яма полтарапр.Ати-апи чӗлхине опранинче мӗн япӑххи пор.
Акапасар // 1384.6.2416
2015.04.06 17:02
Вара Вирьял чĕлхевĕ пирки калани асăннă Уççырăва хăш енчен пырса тивет?

Кунта Атнер Вирьял чĕлхевĕн тĕслĕхне илсе кăтартма хăтланнă. Тĕрĕссипе вара çавăнти мĕнпур тăрăхра çапала калаçаççĕ теме çук.

Сăмахран, Трак тăрахĕнчех апла мар!!!! Ишекре те апла мар!


Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем