Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Валери Туркай патне Уççыру

Agabazar18.03.2015 20:0325406 хут пӑхнӑ

Ырă Çыннăмăр Валери Владимирович Туркай,

Эпир "Хыпар" хаçат "çĕршыв", "тунтикун" йышши сăмахсене пĕрле çырма тытăннине хавасланса кĕтсе илтĕмĕр.

Хăшпĕрисем вара çапла калама васкарĕç: Туркай кивĕ орфографи патне таврăнчĕ. Унашкал çавăрттарса хуни, ман шутпа, элекпе тан. Мĕншĕн тесен халь вăйра тăракан орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть.

Ку тĕлĕшпе эп хам та çак сайтри кунсемлĕхре самаях тĕплĕн çырса кăтартрăм.

1)Парламента шан, анчах паянхи кунпа пурăн.

2)Майĕпен, пĕрчĕн-пĕрчĕн.

"Хыпар" хаçат та асăннă ыйтусемпе çыхăннă инсинуацисене тăрă шыв çине кăларасса шанас килет.

Салампа Акапасар.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3902.42.0012
2015.03.20 00:26
Agabazar
Ну тавай, ăнлантарса парăр пире, мĕншĕн "хальлĕн" иккенне....:-) :-) :-)

Халлĕхе вара эп ăнлантарнине тăнлăр
"Халĕ" сăмах пур-и? Пур. -ллĕ аффикс пур-и? Пур. Халĕ çумне \-ллĕ\ хушсан мĕн пулать? Халĕллĕ пулать. (-ĕн аффикс хушăнсан халĕллĕн). Ĕ сасă тухса ÿкме пултарать-и? Пултарать. Мĕн тăрса юлчĕ? Э? Тăрса юлчĕ хаЛЛЛĕн! Анчах пĕр хупă саспаллие виççĕн тан çырма йăла çук. Çавăнпа та халлĕн пулать.

А упало, Б пропало, что осталось на трубе?

Мĕне шанса чĕрре кĕретĕр-ши?
Agabazar // 3902.42.0012
2015.03.20 01:16
Agabazar
Халĕ > Халĕллĕ > Халĕллĕн > Халллĕн > Халлĕн

Мĕнпурĕ тăватă утăм.

Agabazar // 3006.60.8047
2015.03.20 14:14
Agabazar
Аксар юлташа кĕтсе илеймерĕмĕр.
Çавăнпа та хальлĕн пирки те хамăнах ăнлантарса пама тивет.
Кунта тĕпре "халĕ" мар "халь" тăрать.
Халь > Хальлĕ > Хальлĕн

Халлĕн тата Хальлĕн иккĕш те тĕрĕс теме пулать. Анчах та эп пĕрремĕш варианта суйласа илме сĕнетеп. Ара, хайхи "çемçетÿ паллине" лартмасăр хăварма май пур пулсан, мĕншĕн унпа чакаланмалла?

Элĕкре пуранакан гени мĕн каланине астăватăр-и ку япала пирки?

Agabazar // 1220.86.4331
2015.03.21 22:00
Agabazar
Мĕн нушине пула унта "çемçелĕх палли" лартса аппаланмалла, енчен те унсăранах тивĕçлĕ сасăсем çемçе пулни паллă пулсан!

Çемçелĕх паллипе усă курас тĕлĕшпе темиçе параграф пур Йĕркевсенче. 29, 30, 31. Шухăша апла-капла вылятма хистекен самантсем вĕсенче те пайтах.
2015.03.22 12:03
Аçтахар Плотников
Акапасарпа никам та калаҫасшӑн пулманнипе хӑйпе хӑй калаҫать иккен :)
Agabazar // 2129.00.9831
2015.03.22 12:49
Agabazar
Мĕншĕн?
Аксар хăйĕн шухăшне каласа хăварчĕ вĕт!
Манăн вара çав шухăша вăраммăн ăнлантарма тиврĕ. Пулатчĕ кĕскен çеç ăнлантарма. Анчах хайхи-майхи инсинуацисем çураласса пĕлсе тăрса чăмласах памалла пулса тухрĕ.
Эпĕ // 4117.51.7078
2015.03.22 14:38
Акапасар Туркай к.... çуланине сăнама шутсăр кăмăллă.
Agabazar // 2865.14.4353
2015.03.22 15:51
Agabazar
Ăхă çав! :-) Хама та шутсăр кăмăллă! :-)

Ну, тата кама питĕ кăмăллă кунта? :-)

Апла-капла "сÿпĕлтетиччен" пĕлтерĕр-ха пире леш эп асаннă Элĕкри генийĕн ятне-шывне!
МИкуль // 4292.84.0894
2015.03.22 19:50
Акапасар мӗнле "генилӗх" тупнӑ Никита Ларионов ҫумӗнче ниепле те ӑнланимастӑп.
Agabazar // 2132.30.1351
2015.03.22 20:41
Agabazar
Никита Ларионов кирлĕ мар çĕрте, мелсĕр вырăнта ларакан Ь паллăна чĕрне хушшине тăрăннă шăрпăкпа танлаштарнă.

Шăрпăк!


Страницӑсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем