Çавăн чухне хĕрĕн ашшĕ урăх шухăшне пĕлтернĕ. Вăл тĕпренчĕкне 18 çул тултариччен килте хăварма шутланă-мĕн. «Хĕрсене ирех качча пани тĕрĕс маррине тинех ăнлантăм. Манăн хĕрĕн ачалăхĕ пултăр», - тенĕ вăл.
Вырăнти тÿре-шара çемье тавлашăвне хутшăннă. «Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене мĕнле пĕрлештерме шухăшланине тĕпĕ-йĕрĕпе уçăмлатмалла. Хĕрĕн ашшĕ ăна мĕншĕн 4-ра качча панине хуравлатăр. Арçын ачан ашшĕ çак çемьене çавăрма мĕншĕн килĕшнине калатăр», - тенĕ экспертсем.
Сăмах май, ЮНИСЕФ пĕлтерĕ тĕрăх, Индири хĕрачасен 32,9 проценчĕ 18 çул тултаричченех качча тухать.