Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Нумай çул пурăнас килсен

Софья Савнеш28.01.2015 17:134038 хут пӑхнӑ

100 çула çитнĕ çынсене, паллах, çак ыйтăва памасăр чăтаймастăн: «Епле майпа çак çула çитрĕр? Вăрттăнлăхĕ мĕнре?» Тĕнчери тĕрлĕ ăсчахсем тунă тĕпчевсемпе, сĕнÿсемпе паллашăр.

1. Виçине пĕлсе çимелле. Кунсерен 2500 килокалорирен ытлашши пулмалла маррине пĕлтереççĕ. Анчах ăна 1500 таран чакарма тăрăшăр. Организм клеткисем калорисене пĕтерсе хăшкăлмĕç, пачах тепĕр май – хастарланĕç. Анчах килокалори виçине ытлашши чакарни те усăллă мар.

2. Рациона ÿсĕмпе килĕшÿллĕн апат-çимĕç кĕртмелле. 30-тан иртнĕ хĕрарăмсем мăйăр çисен час ватăлмаççĕ. Бетакаротинпа пуян апат та пулмалла. 50 çултан иртсен магнипе, калипе пуян апат-çимĕçпе сăйланмалла. Çавăн пекех юн тымарĕсене тинĕс çимĕçĕсем çирĕплетĕç. 40-рен иртнĕ арçынсен сĕтелĕ çинче сыр пултăр.

3. Хăвăра килĕшекен ĕçре çеç тăрмашăр. Пачах ĕçлеменни пурнăçа тăснине ан ĕненĕр. Ĕçе тулли кăмăлпа утатăр пулсан – сире ăннă. Çавăн пекех социологсене, ÿнерçĕсене, дирижерсене, ритмологсене, философсене ăннă темелле.

4. Çемьеленмелле. Арлă-арăмлă хутшăнусем çынна 14 çул çамрăклатаççĕ. Юрату, пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлни те пурнăçа тăсаççĕ.

5. Тĕллев пулмалла, ун патне талпăнмалла. Сÿрĕк çынсем сахалрах пурăнаççĕ.

6. Сÿрĕк ан пулăр, яланах хускалмалла! Спринтер е чемпион пулни пĕлтерĕшлĕ мар. Кунсерен 8 минут хускану тума кашниех пултарать. Спортăн кирек мĕнле тĕсĕпе кăсăкланакансем нумайрах пурăнаççĕ.

7. Пăчă пÿлĕмре çывăрмалла мар. Чи лайăх температура – 17-18 градус ăшă. Шăпах çавăн чухне ыйхă питĕ лайăх. Чÿречене уçса пÿлĕме уçăлтарма та манмалла мар.

8. Мĕн тăвас килнине пурнăçлама тăрăшмалла. Торт çиес килет-и? Тархасшăн. Хаклă сумка туянас килет-и? Ан хытăр. Паллах, чун ыйтнине йăлтах пурнăçлани те вырăнсăр. Анчах укçа енчен питĕ хытă çынсем пулаççĕ вĕт. Ку сĕнÿ шăпах вĕсене валли.

9. Япăх туйăмсене тухма ирĕк парăр. Ăна чунра тытмалла мар. Паллах, çакна йăлтах çывăх çынсем çине кăлармалла мар. Япони çыннисем, тĕслĕхрен, хăйсен пуçлăхĕ евĕр пукане тăваççĕ те ăна чун каниччен хĕнеççĕ. Çак çĕршывра нумай пурăнакан çынсем сахал мар.

10. Пуçа ĕçлеттермелле. Кроссвордсем, сканвордсем туянмалла, ют чĕлхе вĕренмелле. Шахматла ытларах вылямалла. Кун пек пуç мими кăна мар, ытти органсем те ĕçлеме тытăнаççĕ. Çапла çамрăклăх та тăсăлать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2015.02.09 12:34
Эрех ӗҫмелле мар, арҫынсем 60 ҫула та ҫитейми пулчӗҫ, хӗрарӑмсем те ухмаха ере пуҫларӗҫ.Йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхӑр-ха, мӗн чухлӗ тӑлӑх арӑм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем