Agabazar // 1383.77.1841
2015.01.26 01:02 | |
Agabazar // 2313.90.2175
2015.01.26 08:55 | |
Васса // 2044.74.7703 2015-01-25 21:28:<<Ача,эс хăрамасăрах çырнинчен тĕлĕнетĕп-ха,асăрхан кăштах,темрен тем пулĕ.>>
"Ытлашши" нимех те каламан тесе шутлатăп. Ним те шарлама юрамасть пулсан епле пуранмалла тит вара? Тĕнче тĕппипех арканать вĕт ун пек? | |
Алексей, Шупашкар // 4186.57.1361
2015.01.26 15:05 | |
Каллех тытăннă кăшлама. Кама? Туркая. Ах, тур-тур, ун пек маттурри кам пур. | |
Васса // 1143.6.5867
2015.01.26 15:52 | |
Мана министăра лармашкăн,
Тархасшăн ,тек ан сĕнĕр,ыр çынсем, Эп малашне те сăвăçах пуласшăн. Е кирлĕ мар-и халĕ савăçсем?(Туркай,2012ç) Эп Туркай çинчен начаррине каламастăп, сăввисем мана килĕшетчĕç-ха халиччен. | |
Agabazar // 2163.0.6131
2015.01.26 21:06 | |
Туркая министăра ларма сĕнекен "ыр çынсем" камсем пулнă-ши?
Е ку лирикăлла геройăн халлапĕ çеç-ши? | |
Каска // 3080.61.7550
2015.01.26 22:38 | |
Туркай иртнӗ суйлавра Унӑн (ВВП) шанни ҫынни пулса вӑйлӑ ӗҫлерӗ, ҫавӑншӑн Валерике культмин ертӳҫин пуканне шантарчӗҫ. Анчах шанна кайӑк йӑвара пулмарӗ ҫав. Улталарӗҫ , памарӗҫ министр портфельне. | |
Мачча // 4117.51.7078
2015.01.27 09:28 | |
Эпӗ пӗртте хирӗҫ мар Туркай редакторта ӗҫленӗшӗн. Курӑпӑр та хаклӑпӑр каярахпа. Ара, малтанхи редакторне тиркесе вунӑ ҫул та калаҫрӗ пулас. Ӗмӗчӗ тулчӗ тинех. Анчах йӑнӑшсем тӑвать. Никольскипе ҫапӑҫни култарнинчен ытларах тӗлӗнтерет. Ҫа-а-амрӑк, мӗн тӑвӑн... | |
Agabazar // 1289.62.7259
2015.01.27 14:45 | |
Валерик мар, ВАЛЕРИ́ теес пулать. Валери́ Турка́й | |
Мачча // 4117.51.7078
2015.01.30 09:37 | |
Лӑскаҫ кӑна ачана,
Хӑть кутӑн лар маччана. Кӗтӗр кӑштах - суйлавччен, Маччи ишӗлсе аниччен. Хыпарне, паллах, пит шел, Ирӗлет-ҫке ун мехел, Никольские ҫухатрӗ, Пӗтӗм халӑх ахлатрӗ. | |
Agabazar // 4133.36.3106
2015.01.30 12:52 | |
Мĕн чухлĕ ытларах "лăскаççĕ", Туркай кĕлетки çавăн чухлĕ ытларах... бронзăланать.Çав "Никольский" сăмаха ытти формăсенче çырнă чухне йĕркевсем й саспаллие кăларса сирпĕтме ыйтаççĕ. Çавă мана килĕшмест, анчах мĕнех тăвăн? |
Калăр-ха, тархасшăн, епле калатчĕç çав хирти грушăна, культурăланманнине?