Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир: Ҫӗн Ҫулпа пире, сурӑхсене.

Владимир03.01.2015 12:549840 хут пӑхнӑ

Паян эпир «Сурӑхсем Европӑпа пӗрле» партин хастарӗсемпе калаҫса пӑхасшӑн:

- Ыр кун пултӑр, эсир пит паха ҫӳҫ кастарнӑ вара!

- тавта пуҫ, сире те ҫавнах сӗнетӗп!

- Юнашар ҫӗнӗ ашкакай савӑтне уҫнӑ пирки эсир мӗн шутлатӑр?

- Тахҫанах кӗтне япала! Халӗ эпир те Европа шайӗпе пурӑнма тытӑнатпӑр.

- Унта така ашӗ кӑларма пуҫламаллине эсир илтнӗ-и?

- Ан ухмахланар-ха!

- Мӗншӗн?

- Пулма пултарайман япала пирки калаҫатӑр.

- ашкакакай кӑлармалла теҫҫӗ вӗт.

- чӑх ашӗ кӑларатпӑр тенеччӗ.

- Мӗншӗн ха вара чӑх-чӗп фабрики темен?

- Мӗн ӑнланми пур кунта? Аш вӑл яланах аш!

- эсир ашкакай фабрикин эмблемине курнӑ та ӗнтӗ?

- Аха ҫав, пит куҫа илӗртмелле тунӑ.

- Пит хитре така ӳкернӗ теҫҫӗ.

- ҫаплах, ҫаплах, пит паха ӳкернӗ.

- така аш теҫҫӗ те.

- Ан ухмахланӑр ха, ҫӑнне кӗске каснӑ ҫеҫ.

- Хула тӑрӑх юнпа вараланса пӗтнӗ урапа ҫӳренине эсир асӑрханӑ-и тата?

- Рекламине унта-кунта куркаланӑ енте.

- Кун пирки мӗн шутлатӑр?

- Томат сокӗ е урай сӑрри тӑкӑннӑ пуле.

- Юн теслӗ теҫҫӗ вӗт?

- Ҫук-Ҫук, ытла та хура тӗксӗм, юн хитререх те ҫутӑрах.

- Экспериза ку юнах терӗ пулсассӑн?

- Такам асӑрханайман пулӗ ӗнтӗ вара.

- Хула администрации умӗнче такасене персе пӑрахни пирки мӗн шутлатӑр тата?

- Ку халӑх хӑваласа янӑ нерсӗр сыснасен ӗҫӗ!

- сыснасен вара такасемпе мӗн ӗҫӗ пур?

- Мӗншӗн тесен сысна вӑл яланах сысна.

- Ашкакай фабрикинче халӗ кащкӑрсем хуҫаланнине пӗлетӗр-и?

- Тӗрӗс! Пит тӗрӗс япала- тахҫанах пур ҫӗрте те тирпей кӗртмелле.

- хӑрушӑ мар-и?

- Ҫук, мӗнрен хӑрамалли унта! Кашкӑрӗсем иккӗн-виҫҫӗн ҫеҫ вӗт. Кирлӗ пулсан сыснасене хӑваласа янӑ пекех хӑвалатпӑр.

- Кашкӑр сыснаран пахарах-им?

- Паллах. Сысна тирпейсӗр, кашкӑр тирпейлӗ.

- Фабрикӑна тата пилӗк кашкӑр килмеллине илтнӗ-и эсир?

- Илтнӗ, пӗлетпӗр, кӗтетпӗр. Ку паха япала пире европӑна хӑвӑртрах ҫитме пулӑшӗ.

- Сирӗн шухӑшпа хале пире мӗн чи кирли?

- Хӑрушсӑрлӑх. Вӑрманти упасенчен сыхланасси.

- Упасенчен хӑрамалла ши пирӗн?

- Паллах, вӗсенчен сыхланалла та ӗнтӗ пирӗн.

- Упа пулӑпа ҫирла кӑна ҫиет вӗт.

- Ҫамрӑк такасене те кӑмӑллаҫҫӗ тет.

- Мӗншӗн ҫапла шутлатӑр?

- Туртса ҫурнӑ такасен укерчӗкӗсене сахал мар кӑтартаҫҫӗ вӗт.

- Мӗншӗн вара кӑна упасем тунӑ тесе шутлатӑр тата?

- Тата кам урӑх?

- Кашкӑрсем мар-и?

- Кашкӑрсем тирпейлӗх куреҫҫӗ кӑна. Карта леш енчи вилесем - качакасем.

- Така евӗрлехҫке вӗсем.

- Ҫук, кусем упасемпе туслашма хӑйна качакасем.

- Сирӗн юратнӑ тус-така пур-и?

- Паллах, пур. Эпир пит туслӑ пурӑнатпӑр!

- Качакасене пулӑшма шутламаҫҫӗ-ши вӑл?

- Ҫук, вӑл ашкакай фермине ӗҫе вырнаҫнӑ.

- Ҫиру ҫирать-и?

- Ҫук-ха.

- Тахҫанах-и вӑл унта?

- Ик уйӑх кӑна-ха.

- Пурин те ҫӑн кастармалла тенине илтнӗ-и?

- Пит терӗс шухӑш. Тирпейленме вӑхаӑ. Европа кӗтсе ывӑнчӗ!

- Ҫӑнне фабрикӑра касас тенине мӗнле йшӑнтӑр?

- Тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Унта мӗнпур хатӗрӗ пур. Веҫех ҫӗнӗ, европари евӗрлех.

- Эсир каятӑр-и?

- Паллах! Рекамӑри пекех тутаратӑп.

- Тавтапуҫ! Ырӑ ҫул пултӑр апла!

- Сывӑ пултӑр пирӗн фабрикӑ!

- Сывӑ пулччӗр сурӑхсемпе такасем!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3018.13.4420
2015.01.07 12:11
Agabazar
Экзаменсем партарас пек тукалани коррупцие аталанма пулашни çеç.
Экзамен пама 3000 тенкĕ. "Провал" хыççăн татах çавăн чухлĕ хăйпăтса илме май пур. Унтан татах, татах,....

Сертификатăн срокĕ те пур тата. Экзамена панă пулсан та, сертификатăн срокĕ тухсан тепре пама тивет. Унтан татах, татах, татах.....
2015.01.07 13:44
Аçтахар Плотников
«Пирӗн ЧР Конституци тӳррӗн тата иккӗленӳсӗр икчӗлхелӗхе ҫирӗплетрӗ. Закон ЧР шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентме ыйтмасть - ХУШАТЬ!»
Володя, вырӑс чӗлхине те — ХУШАТЬ. Унсӑр пуҫне тата ХИСТЕТ те — ара ЕГЭ пур-ҫке. Хуть эс математика ӑслӑлӑхне малалла аталантарасшӑн — ҫав-ҫавах вырӑс чӗлхипе экзамена филолог шайӗнче пама тивет. Вырӑс патшалӑхӗ хӑйӗн чӗлхине питӗ хӳтӗлет — ку ҫакӑнтанах курӑнать. Енчен те эсир кӑна курмастӑр пулсан — питӗ шел.
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 16:36
Пире чӑвашсене чӑвашла калаҫса чӑваш йӗркипе пурӑнма кам кансӗрлет?????????
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 16:38
Пире чӑвашла ҫирса, чӑвашла вулама кам кам кансӗрлет?
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 16:39
Пире чӑвашсене чӑвашла пурӑнма кам кансӗрлет???????
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 16:42
Эс чӑваш пулсассӑн чӑваш пул, хӑвна эте вырӑнне хуратӑн пулсассӑн.
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 16:47
Акапасарне. Шеремет. мӗнчул сиксессӗн те, хав ӗмӗлкӳне сиксе илейместӗн.
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 17:22
Админа. Айта эппин. Вутамӗш- Водород..............
Agabazar // 3100.3.5780
2015.01.07 19:16
Agabazar
Мĕн темĕнле пĕлтерчĕксем хăваркалатăр, Волоча юлташ? Маларахрисене хупласа хурас тетĕр-им çапла майпа?

Унашкалах "чее купарчаллă" пулмалла мар пуль ĕнтĕ... :-)
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 19:49
Ывӑнтӑм. Кайса канам. Ыр каҫ пултӑр.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем