Паян эпир «Сурӑхсем Европӑпа пӗрле» партин хастарӗсемпе калаҫса пӑхасшӑн:
- Ыр кун пултӑр, эсир пит паха ҫӳҫ кастарнӑ вара!
- тавта пуҫ, сире те ҫавнах сӗнетӗп!
- Юнашар ҫӗнӗ ашкакай савӑтне уҫнӑ пирки эсир мӗн шутлатӑр?
- Тахҫанах кӗтне япала! Халӗ эпир те Европа шайӗпе пурӑнма тытӑнатпӑр.
- Унта така ашӗ кӑларма пуҫламаллине эсир илтнӗ-и?
- Ан ухмахланар-ха!
- Мӗншӗн?
- Пулма пултарайман япала пирки калаҫатӑр.
- ашкакакай кӑлармалла теҫҫӗ вӗт.
- чӑх ашӗ кӑларатпӑр тенеччӗ.
- Мӗншӗн ха вара чӑх-чӗп фабрики темен?
- Мӗн ӑнланми пур кунта? Аш вӑл яланах аш!
- эсир ашкакай фабрикин эмблемине курнӑ та ӗнтӗ?
- Аха ҫав, пит куҫа илӗртмелле тунӑ.
- Пит хитре така ӳкернӗ теҫҫӗ.
- ҫаплах, ҫаплах, пит паха ӳкернӗ.
- така аш теҫҫӗ те.
- Ан ухмахланӑр ха, ҫӑнне кӗске каснӑ ҫеҫ.
- Хула тӑрӑх юнпа вараланса пӗтнӗ урапа ҫӳренине эсир асӑрханӑ-и тата?
- Рекламине унта-кунта куркаланӑ енте.
- Кун пирки мӗн шутлатӑр?
- Томат сокӗ е урай сӑрри тӑкӑннӑ пуле.
- Юн теслӗ теҫҫӗ вӗт?
- Ҫук-Ҫук, ытла та хура тӗксӗм, юн хитререх те ҫутӑрах.
- Экспериза ку юнах терӗ пулсассӑн?
- Такам асӑрханайман пулӗ ӗнтӗ вара.
- Хула администрации умӗнче такасене персе пӑрахни пирки мӗн шутлатӑр тата?
- Ку халӑх хӑваласа янӑ нерсӗр сыснасен ӗҫӗ!
- сыснасен вара такасемпе мӗн ӗҫӗ пур?
- Мӗншӗн тесен сысна вӑл яланах сысна.
- Ашкакай фабрикинче халӗ кащкӑрсем хуҫаланнине пӗлетӗр-и?
- Тӗрӗс! Пит тӗрӗс япала- тахҫанах пур ҫӗрте те тирпей кӗртмелле.
- хӑрушӑ мар-и?
- Ҫук, мӗнрен хӑрамалли унта! Кашкӑрӗсем иккӗн-виҫҫӗн ҫеҫ вӗт. Кирлӗ пулсан сыснасене хӑваласа янӑ пекех хӑвалатпӑр.
- Кашкӑр сыснаран пахарах-им?
- Паллах. Сысна тирпейсӗр, кашкӑр тирпейлӗ.
- Фабрикӑна тата пилӗк кашкӑр килмеллине илтнӗ-и эсир?
- Илтнӗ, пӗлетпӗр, кӗтетпӗр. Ку паха япала пире европӑна хӑвӑртрах ҫитме пулӑшӗ.
- Сирӗн шухӑшпа хале пире мӗн чи кирли?
- Хӑрушсӑрлӑх. Вӑрманти упасенчен сыхланасси.
- Упасенчен хӑрамалла ши пирӗн?
- Паллах, вӗсенчен сыхланалла та ӗнтӗ пирӗн.
- Упа пулӑпа ҫирла кӑна ҫиет вӗт.
- Ҫамрӑк такасене те кӑмӑллаҫҫӗ тет.
- Мӗншӗн ҫапла шутлатӑр?
- Туртса ҫурнӑ такасен укерчӗкӗсене сахал мар кӑтартаҫҫӗ вӗт.
- Мӗншӗн вара кӑна упасем тунӑ тесе шутлатӑр тата?
- Тата кам урӑх?
- Кашкӑрсем мар-и?
- Кашкӑрсем тирпейлӗх куреҫҫӗ кӑна. Карта леш енчи вилесем - качакасем.
- Така евӗрлехҫке вӗсем.
- Ҫук, кусем упасемпе туслашма хӑйна качакасем.
- Сирӗн юратнӑ тус-така пур-и?
- Паллах, пур. Эпир пит туслӑ пурӑнатпӑр!
- Качакасене пулӑшма шутламаҫҫӗ-ши вӑл?
- Ҫук, вӑл ашкакай фермине ӗҫе вырнаҫнӑ.
- Ҫиру ҫирать-и?
- Ҫук-ха.
- Тахҫанах-и вӑл унта?
- Ик уйӑх кӑна-ха.
- Пурин те ҫӑн кастармалла тенине илтнӗ-и?
- Пит терӗс шухӑш. Тирпейленме вӑхаӑ. Европа кӗтсе ывӑнчӗ!
- Ҫӑнне фабрикӑра касас тенине мӗнле йшӑнтӑр?
- Тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Унта мӗнпур хатӗрӗ пур. Веҫех ҫӗнӗ, европари евӗрлех.
- Эсир каятӑр-и?
- Паллах! Рекамӑри пекех тутаратӑп.
- Тавтапуҫ! Ырӑ ҫул пултӑр апла!
- Сывӑ пултӑр пирӗн фабрикӑ!
- Сывӑ пулччӗр сурӑхсемпе такасем!