Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2234362 хут пӑхнӑ
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1618.22.3816
2014.12.28 08:21
Agabazar
Якур текенскер, хăвăр макаронизмсемсĕр те пулин комментарисем хăварма вĕренĕр-ха, кайран, тен, ыттисене мĕн кирлĕ, мĕн кирлĕ марри пирки паврама пултарăр? Тупăннă кунта "суффикс" хуçи! :-(
2014.12.28 16:23
Аçтахар Плотников
Волков юлташ, ара сăмах епле пулса кайнине чĕлхеçĕсем тишкермелле. Кашни вулакан «чĕркуççи» вуланă хыççăн мĕн вăл «чĕр», мĕн вăл «куççи» пуçа ватмалла мар. Пĕр сăмах вуланă хыççăн малалла теприне вуламалла. Чĕкуççи мĕнле пулса кайнине вара чĕлхеçĕсем тĕпчесе статьясем çырччăр.
Agabazar // 1618.22.3816
2014.12.28 20:13
Agabazar
Админ,
Эп, Михаил Волков пекех, çырулăха туртакалассинчен кĕрешес енĕпе хăйне май ветеран та пулнăран, çавна çирĕплететĕп.
Хайхи "Андреев камантинчисем" ĕмĕрех çавнашкал сÿпĕлтететчĕç.

Çыннăн кашни çырмассерен тĕпчев туса ирттермелле пек пулса тухать яланах. Кулăшла паллах.

Çавнашкал кулăшла самантсене Михаил Волков илсе кăтартать те ĕнтĕ.
Асар // 4117.51.7078
2014.12.29 09:41
Эпĕ ветеранах мар, çапах та чĕлхе мĕнне чухлатăп. Волков - ветеран. Тата - чĕлхеçĕ. Паллах - мĕн пур сăмаха уйрăм çырмалла. Пинмĕш хут калатăп: ачасем уйрăм çырас йĕркевпе 20 çул усă кураççĕ ĕнтĕ. "Тантăш" хаçата вуласа паян вĕсем мĕн теççĕ-ши? Сÿтĕксем хыççăн каяс марччĕ.
Agabazar // 3307.23.0383
2014.12.29 21:41
Agabazar

Пин те пĕрмĕш хут калатăп: "çĕнĕ" текен орфографи пĕрле çырма чармасть!

http://chuvash.org/blogs/comments/2212.html
Михаил Волков1 // 3081.50.2753
2014.12.30 00:46
1955-мĕш çултах икĕ Йăван, аспирантсем пек астăватăп вĕсене, ку тамашана пуçларĕç. Анлă ларăва пире те, студентсене, чĕннĕччĕ. Çаксем саттурлансах хăйсен сĕнĕвне йышăнтарттарма хăтланчĕçĕ. Вăл çул шăпах "Хĕрача ашшĕне шырать" ("Девочка ищет отца", авторне астумастăп)кĕнеке тухнăччĕ. Уйрăм ХĔР АЧА çырсан еплерех ăнланма пулать тесе сивĕтрĕм хĕрÿленсе кайнă сĕнÿçĕсен пуçĕсене. Аранах унчух вĕсем уйрăм çырни стиль йывăрлăхĕсем кăларса тăратать, ирĕксĕрех классиксене те юсас ĕç хушăнать тенисене шута илчĕç пулĕ-ши. 40 çула яхăн ытлашши шавламарĕç. Вĕренекенĕсем вăй илсен тин вĕсен аллипе вут туртрĕç.
Асав // 4117.51.7078
2014.12.30 09:52
Пĕрле çырмалли сăмахсен йышне сÿтсе явса çирĕплетмелле те - тавлашăва вĕçлемелле. Яланлăхах.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.30 09:53
Ай мĕнле йывăр иккен,кибернетикăпа IT-технологи япалисем çумра та тăмаççĕ.
Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 16:29
Agabazar
Ним йывăрри те çук унта.
Хăшпĕр çынсем хăлинрех, каппайчăкрах, мăнкăмаллăрах, усалтарах — пĕтĕм ĕçĕ те çавăнта кăна. Этем факторĕ тетпĕр ун пеккине.
Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 16:29
Agabazar
Асав // 4117.51.7078 2014-12-30 09:52: <<Пĕрле çырмалли сăмахсен йышне сÿтсе явса çирĕплетмелле те...>>

Ăна апла таваймастăн. Мĕншĕн тесен:
1)Пĕрле, уйрăм е тата урахларах çырасси чылай чухне контекстран килет
2)Лексика, сăмахсен йышĕ пĕр вырăнта тăмасть: хăшĕсем кивелеççĕ, çĕннисем çуралаççĕ
3)Апла туни кирлех те мар; унашкал хăтланнин пĕлтерĕшĕ, меллĕлĕхĕ — пустуй, ноль. "Мартышкин труд". "Труд понарошку". Кĕрĕк арки йăвалани.

Страницӑсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем