Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237590 хут пӑхнӑ
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Асав // 4117.51.7078
2014.12.30 17:22
Акапасар,санăн 1): контекстран пачах та килмест, илсе пар тĕслĕх; 2):сăмах кивелни, çĕнни çурални 75 параграфпа пач çыхăнман; 3):75 параграф бомба пулнине кăтартса пачĕ паян, вăл сирпĕнчĕ, чăвашăн ахаль те мĕскĕн интеллигенцине пайлать, пайлать, чĕлхе ăслăлăхĕнче нимĕн те чухламансем те тавлашаççĕ, тавлашаççĕ...
Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 19:50
Agabazar
Асав // 4117.51.7078 2014-12-30 17:22: <<Акапасар,санăн 1): контекстран пачах та килмест, илсе пар тĕслĕх;>>

Çÿлерех кăшт хăпарăр та Михаил Волков1 çырнине вулăр


Тепĕр тĕслĕх: Çĕр, шыв, тÿпе, уçлăх Кунта мĕншĕн çĕр тата шыв хушшинче пробел та мар, дефис та мар, нимтемарлăх та мар, чăннипе хÿреллĕ пăнчă тăрать? Э?
Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 20:03
Agabazar
"Автор орфографийĕ" текен ăнлав çинчен илтнĕ-и тата эсир?

Цитата:<< 2):сăмах кивелни, çĕнни çурални 75 параграфпа пач çыхăнман; >>

Мĕншĕн? Акă пур таркай сăмах. Тар+Кай. Беженец. Неологизм шутланать. Унпа усă курма пуçлани темиçе ÿйăх кăна. Мĕнле çырас тетĕр ăна: уйрăм-и? дефиспа-и? 75-мĕш параграф çинех таянса пĕрлех çырмалла пуль.

1)Пирĕн çĕршыв 2)Пирĕн çĕр, шыв

Контекст-и ку е контекст мар-и?

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.30 20:17
Чăваш Радио,Чăваш ТВ тепĕр 53 çултан чăвашла калаçакан юлмасть тесе хăратать те.Тен хăратни те мар вăл?Тен ансатрах калаçмалла чăвашла?
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.30 21:16
Кам та пулин хăрать-и чăннипех чăваш чĕлхи çухалассинчен?.Кам хăварас тет хăйĕн хыççăн чĕлхемĕре,вăл -хăварать.Хăйн ачисемпе çуралсанах чăвашла калаçать.Тутарсам пек.
Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 22:03
Agabazar

Таймер, çырулăх концепцийĕ пирки мĕн шутлатăр, çавăн пирки калăр; кунта тĕрлĕрен çÿп-çап ан тултарăр, тархасшăн. Тавтапуç.

Михаил Волков // 3561.39.5320
2014.12.31 00:50
Хальхи этемлĕх чĕлхисем мĕн авалтан икĕ мелпе çĕнĕ сăмах тăваççĕ: 1)икĕ е ытларах сăмаха е вĕсен тымарĕсене "çыпăçтарса", 2)вĕсенчен уйрăм пайсене анчах илсе (синтез мелĕ, çав шутра абревиатура та теме пулать). Хĕвел (хĕэл) - кÿ (огонь)+ эль (дающий, обладающий, бог), тĕрĕксен КУЯШ, КОЯШ (кÿй+ас) çав пĕлтерĕшлех, шумерсен ГИБИЛЬ (кунта грексем в-б улăштарнă пулĕ вĕсен çырăвĕсене вуланă чух). КĂВАК кÿ+ак, помидор -торă+па(нă)+ол)ми, торă па(л)ми, ÇАРРАН - çар(а)+(у)ран, ÇАРУРАН т.ыт.те, т.ыт.те, ТОМАТ (грексен çĕнĕ чĕлхинчен)- торă тунă ом(ла)а, КŸКĔРТ (хăвăрах тавçăрăр).
Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 18:08
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424 2014-12-30 20:17: <<Тен ансатрах калаçмалла чăвашла?>>

Ансатрах калаçасси пирки ак çакăнта пăхăр: http://www.youtube.com/watch?v=2YzcpMPYP2U
Agabazar // 3328.63.1151
2015.01.05 07:34
Agabazar
Михаил Волков1: << 40 çула яхăн ытлашши шавламарĕç. Вĕренекенĕсем вăй илсен тин вĕсен аллипе вут туртрĕç.>>

Вĕренекенсем, вĕрентекенсем....
Çакнашкал сăваплă хутшăнусемпе çыхăнусем те йăлтах тасамарланнă. "Парăма" куçнă. Вĕренекенсем вĕрентекенĕсем умĕнче "парăмра" та , çавна кура мĕн каланине приказ вырăнне хурса пурăнмалла имĕш. Çакнашкал япала вĕсен майĕпе пархатарлăх (?) шутланать. Е тата "халăх кăмăлне" палăртам пекки тунинех илер. Шкулсенче ĕçлекен темиçе вĕрентевçĕне тĕрлĕ меслетсемпе хăйсен майлă çавăраççĕ те, пуçлаççĕ тĕрĕлтетме...

Вăт çавнашкал ку япалан мыскари. Эп ăнланнă тăрăх çапла тейĕпĕр. Пĕтермелле çакна. Сиенлине кура.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.01.05 14:10
В реальной жизни никем не востебованный Акасапар тут зажигает!Тимӗр тӗрӗс калать,сан ҫырав грамоти ни влаҫ структурине,ни вӗренӳ министерствине,ни юстици министерствине кирлех мар.Ҫавӑнпа ачусем пулсан калаҫ вӗсемпе чӑвашла, ҫук пулмалла-вара утопилле темӑпа ҫӑрӑлса ан лар!

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем