Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237597 хут пӑхнӑ
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Асар // 4117.51.7078
2015.01.05 17:48
Пинмӗш хут калатӑп: чарӑнӑр пӗрле е уйрӑм ҫырасси пирки шавлама, сӳпӗлтетме, янрама, паврама, анрама, минреме,ҫапӑҫма, тӗркӗшме,анкӑ-минкӗленме, такӑлтатма, пакӑлтатма, йӑслама, пӑслама. Станьялсемпе Туркайсем хӑйсем такамсене ҫӗнтертӗмӗр теҫҫӗ.
Эх, айванлӑх, Пирр ҫӗнтерӗвӗ!
Кама ҫӗнтернӗ? Виноградова-и? Леонтьева-И? Ивансене - Андреевпа Павлова-и? Чӗлхе комиссине-и? ЧР Патшалӑх Канашӗн йышӑнӑвне-и? Варнава ялавӗ чӑваш чӗлхине ҫӗклеме пулӑшасса тӑнлӑ этем ӗненет-ши? Вулӑр Никольский ӗҫӗсене,Василий Димитреевӑнне...
Конми // 5044.6.7282
2015.01.06 01:36
Паллах, темăна пакăлтатма уçман. Тĕрĕслĕхе, чăнлăха тĕпе хурсан, нимле тавлашу та пулмалла мар. Йĕркевсем чĕлхе пĕлĕвĕсем (ăслхĕ) çинче никĕсленмелле. Кам кама çĕнни - ку "урамран кĕренĕн" ăнланăвĕнчен. Ытла та пирĕн чĕлхе ăслăхĕ халсăрланса юлнăран эпир ЧПУ-ра факультета хупасси патне çитсе тăтăмăр. Пĕрле е уйрăм çырасси - тавлашусăр татса памалли ыйту. Çак ыйтупа çăрăлни пирĕн чĕлхеçĕсен нишлĕхне кăтартать. Факультетета "Тухăç чĕлхием" уйрăм хушса çĕнĕ вăй кĕртмелле, вăл Раççей тата тĕнче шайне çĕкленме пултартăр.
Конми // 5044.6.7282
2015.01.06 01:39
Я прошел регистрацию 4 января 2015 г.
Agabazar // 7717.2.2355
2015.01.06 08:36
Agabazar
Асар: <<....Вулӑр Никольский ӗҫӗсене,Василий Димитреевӑнне...>>

Вулăр 75-мĕш параграфа

http://chuvash.org/blogs/comments/2212.html
Agabazar // 7717.2.2355
2015.01.06 08:36
Agabazar
"Первоисточник" теççĕ ун пек япалана.

Çитет "Кукка улпут çинине курнă" текелесе çÿреме!
Асар // 4117.51.7078
2015.01.06 14:31
Акапасар мана каллех ӑнланман. 75-мӗш параграф пур-ха вӑл, ӑна эпир шкулта пин хут вуланӑ. Эпӗ Туркай чӑваш хаҫачӗсене чиркӳ пулӑшнипе (Варнава) ҫӑлса хӑварма мекеҫленни пирки калатӑп. Ну, пулнӑ Хыпарта митрополит, ну, ҫуланӑ унӑн аллине темиҫе хӗр-мӗскӗнкке, ну, Туркай парафин е стеарин ҫурта евӗр ирӗлсе кайманни кӑна, ну, сӗмлентӗр вӑл Леонтьев шӑршинчен тасалтӑм тесе. Анчах Хыпар тиражӗ татах чакнӑ теҫҫӗ. Ма пулӑшаймасть-ха чиркӳ? Ӑна чӑвашлӑх кирлӗ пулман та, кирлӗ мар та. Никольскин "О христианизации чуваш..." ӗҫне вулӑр.
Agabazar // 7717.2.2355
2015.01.06 17:03
Agabazar
Асар:<<75-мӗш параграф пур-ха вӑл, ӑна эпир шкулта пин хут вуланӑ.>>

Ну култаратăр та вара! Ха-ха-ха! Кун пек кулманни сахалтан та пилĕк çул пулать!

Асар // 4117.51.7078
2015.01.06 17:18
Вӗрентекенсем айван та тӑмсай мар, хисеплӗ (?) Акапасар! Каллех пӑрӑнатӑн тӗп ыйтуран...
Agabazar // 7717.2.2355
2015.01.06 17:50
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн, хисепсĕр (?) Асар хоспочын тата юлташ, ниепле те "эсĕ" пулма пултараймасть. "Эсĕ" тесе, кăмăлăр пулсан, В.В. Путин патне черет йышăнса кĕрсе калăр. Е Шупашкар хулин Прокурорне.
Асар // 4117.51.7078
2015.01.06 18:04
Хисеплӗ Акапасарсемӗр!
Каҫарсамӑр, СИРЕ кӳрентертӗмӗр,
Мӗнех, эпӗр халь вӗрентӗмӗр,
СИРЕ малашне ЭСӖ темӗпӗр!
Ку ача элтеперсенчен-ши е турхан=мӑрса-эмирсенчен-ши?

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем