Фан сӑрчӗ – Таджикистанра, Памиро-Алайра, вырнаҫнӑ. Вӑл чылай туриста илӗртет. Ҫавна май вырӑнти халӑхӑн хӑйне евӗр йӑла ҫуралнӑ: туристсене халӑх ташшипе кӗтсе илсе ӑсатса яраҫҫӗ.
Фан сӑртӗнче 5 пин метртан ҫӳллӗрех вырӑнсем те пур. Чи ҫӳлли – Чимтарга (5489), унтан – Бодхона, Чапдара, Пысӑк Ганза, Пӗчӗк Ганза, Замок, Мирали, Энергия.
Таджикри хресченсем сӑнӳкерӗнме питӗ килӗштереҫҫӗ, анчах куншӑн вӗсем канфет, кӗнеке е тумтир ыйтаҫҫӗ.
Пысӑк, пӗччен йывӑҫ тусем, чулсем хушшинче илемлӗн курӑнать.
Паллӑ кӳлӗ Искандеркуль 2200 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ. Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх, ун хӗрринче Александр Македонский хӑйӗн ҫарӗпе чарӑннӑ. Ҫар пуҫне хисеплесе улле ҫапла ят панӑ-мӗн: Искандер – Александр, Куль – кӳлӗ.
Кӑпӑшка пӗлӗтсен ту ҫийӗн питӗ илемлӗн курӑнаҫҫӗ.
4550 метр ҫӳллӗшӗнче сивӗрех, юр ҫума тытӑнать.
Фан сӑртӗнчи чи илемлӗ кӳлӗ – Пысӑк Алло. Вӑл – чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш.
Таджик такисемпе качакисем валли вӑл – Этем, мӗншӗн тесен ытларах чухне вӗсем чулсем ҫинче ҫӳреҫҫӗ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.12 10:50 | |
Сăнÿкерчĕк çинче хитре-ха вăл вырăнсем.Анчах ытти çĕрте çитĕннисене кунта пĕрмаях пурăнма питĕ кичем.Киргизири Иссык-Кюль,Казахстанри АлаТоо тăвĕсенче,Таджикистанри Памир тăвĕсенче,Узбекистанри Фергана улăхĕнче 1 уйăхран ытларах пурăнсан чун тăвăлса çитеть та ку вырăнтан часрах тарас килекен пулса каять. |