Чылайӑшӗ ҫурт ҫӗклес е туянас тесе банкран кредит илет те ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех тӳлет. Аслӑ Британири Майкл Бак ҫак ҫула суйламан. Вӑл 240 доллар тӑкакласа… ҫурт лартнӑ.
59 ҫулти фермер хӑйне евӗр «коттедж» ҫӗклесе лартнӑ. Строительство ӗҫӗ 8 уйӑх пынӑ. Тӗлӗнмелле те, ӑна тумашкӑн пӗр инструмент та кирлӗ пулман. Ку технологие кивӗ кӗнекере тупнӑ.
Стенасене тумашкӑн фермер тӑм, хӑйӑр, улӑм, шыв, тӑпра хутӑшӗпе усӑ курнӑ. Тӑрри 300 тӑваткал метр. Ӑна улӑмпа витнӗ. Уйрайне кивӗ коттеджран илнӗ.
Ҫывӑрмалли пӳлӗмре кӑмака пур. Шыв пӳрте ҫӑлкуҫсенчен пӑрӑх тӑрӑх кӗрет. Холодильник вырӑнӗнче – нӳхреп. Тӗпелте – газ плити.
Укҫана ытларах улӑм туянса пӗтернӗ. Трӗссипе, Майкл Бак пӳрте пачах укҫасӑр хӑпартма тӗллевленнӗ.Ҫапла майпа пӗтӗмпе 240 доллар тӑкакланӑ.
Анчах хуҫи ҫав ультрабюджетлӑ пӳртре пурӑнмасть. Ӑна вӑл фермӑри ӗҫчене тара панӑ.
Редакцирен : Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.