Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ермей Рожанский

Agabazar14.09.2014 23:5215945 хут пӑхнӑ

ЕРМЕЙ РОЖАНСКИЙ

сонет

 

...Ун чух Раҫҫей Империйӗ ҫӗн "ҫимӗҫ"

Сӗнет чӑвашсене пӗрре вӑйпа,

Тепре илӗртӳпе: пулайӗ, имӗш,

Тӗне кӗрсессӗн пурлӑх пӗр купа!

 

Лару-тӑру хаяр пулсан та тивӗҫ

Ӗҫне тумашкӑн чи таса чунпа...

Ермей Рожанский, ак сана шӑпа

Сӗнет яваплӑ, йывӑр, хӑшкӑлти ӗҫ.

 

Тӑнлантаравҫӑ пулнине кура

Чиркӳсенче янрать сан лӑпкӑ сасӑ,

Ҫапах та урӑххи те пур пуҫра:

 

Тахҫан лӳппер ӗне хыпса ҫӑтсассӑн

Ҫухалнӑ кӗнеке тупӑнтӑр-и? —

Шурри ҫине шав акӑнтӑр хури!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Неважно // 2899.33.4380
2014.10.12 21:05
http://www.archives21.ru/home/991/p ... %9E%D0%A6-455%29.JPG

мĕнле кăна движок уса кураççĕтĕр
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.13 10:09
Çак Акасапаркка инетран туртса кăларать те пĕр-пĕр "хыпар", вара пĕр уйăх хушши чарăнмасăр минрешеть çак темăпа.Кайран тепĕр хыпар çине тухса ÿкеть.Ермей Рожанский текен чăваш пĕрремĕш кĕнеке чăвашла кăларнă пултăр,Яковлев И. пĕрремĕш БУКВАРЬ чăвашла кăларнă пултăр.Вара халь мĕн тумалла чăвашсен. Акасапар текен чăваш "Чăваш трактачĕ" кăларасса кĕтсе лармалла-ши?
Атилла // 3913.58.4645
2014.10.13 14:47
Иван Яковлев шкулта ачасене тăхтав вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе чăвашла калаçтарман тени тĕрĕс-и?Е тата ачасене 'ирĕксерлесе"закон божия 'хăвалани"нивушлĕ тĕрĕс?.
Agabazar // 4281.91.0453
2014.10.13 17:06
Agabazar
<<Яковлев И. пĕрремĕш БУКВАРЬ чăвашла кăларнă пултăр>>

Яккăлччă кăларнă чăвашсен пĕрремĕш Букварьне те мар, иккĕмĕшне те мар... Яккăлччăччен чăвашла букварьсем пайтах пулнă.
Agabazar // 4281.91.0453
2014.10.13 17:13
Agabazar
Атилла // 3913.58.4645 2014-10-13 14:47 <<Иван Яковлев шкулта ачасене тăхтав вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе чăвашла калаçтарман тени тĕрĕс-и?>>

Ĕç кунта Яккăлччăра мар паллах. И.Яковлев хăйĕн шкулĕнче тĕпрен илсен вырăс чĕлхипе усă курнă. Хăйĕн шкулĕнче вăл хăй чăвашла пачах та калаçман тесен те йăнăш мар. Шкула килекен хресченсемпе çеç вăл чăвашла калаçнă. Хăйĕн вĕренекенĕсен ашшĕ-амăшĕпе ĕнтĕ.

Эппин эпир паян май килсенех чăваш чĕлхинчен пăрăнатпăр пулсан, çакăнта Яккăлччăн "тÿпи" те пур.
Agabazar // 4281.91.0453
2014.10.13 17:17
Agabazar

И.Я.Яковлев пĕрремĕш чăваш букварьне кăлараканĕ мар


Çавăн пекех "чăваш трактачĕ" кăларакансем те пайтах пулнă халиччен. Тен, вĕсен ячĕсем урăхларах пуль. (Аптекăсенче, ытти лавккасенче çапла вĕт: пĕр имçамах, пĕр таварах темиçе ятпа сутаççĕ).
Атилла // 3913.58.4645
2014.10.14 14:28
Ийя пуль çав.Пирĕн ялта та чи малтан учительсен ачисем папа-мама теме пуçларĕç тата курнăçланса вырăсла пуплерĕç.Колхозниксен ачисем кăна авалхи чăваш чĕлхине "сутмарĕç"/
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.14 17:07
Акасапара мĕнле шăна çыртнă вара? Яковлева хирĕç мĕн мĕшĕлтетет-ши? Уç та чăваш шкулĕ, вĕрент чăвашла! Вара калаçма пулать! Аттун кĕлмĕç старикки пек пĕрмаях чĕриклетеь.
Agabazar // 6718.3.8838
2014.10.14 20:57
Agabazar
Мĕн пур кунта Яковлева хирĕççи? :-(
Сăмах май каласан УН ПИРКИ те манăн сонет пур. Интернетра тахăш форумра вырнаçтарнăччĕ эп ăна. Ăçта иккенне халĕ астумастăп.
Agabazar // 6718.3.8838
2014.10.14 21:05
Agabazar
Атилла // 3913.58.4645 2014-10-14 14:28 : <<Ийя пуль çав.Пирĕн ялта та чи малтан учительсен ачисем папа-мама теме пуçларĕç тата курнăçланса вырăсла пуплерĕç.Колхозниксен ачисем кăна авалхи чăваш чĕлхине "сутмарĕç"/>>

Йывăра ан илĕр те, анчах сăмахăма каласах тетĕп. Çитет пуль мăнтарăн вĕрентевçĕсене тÿнккесе??? Тупнă меллĕ объект! :-( Пĕлетĕр вĕт, лешсем (вĕрентевçĕсем) хирĕç калаймассине? Эппин мĕне кирлĕ вăл унашкал "паттăрлăх?

Пурччĕ кунта Тимĕрпе Исмет. Çавсем вĕçĕмсĕр çавнашкал юрра юрласа тинкене илетчĕç. Халĕ тата çавнашкалли тепре тупăнчĕ иккен. :-(

Страницӑсем: 1, 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем