Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ермей Рожанский

Agabazar14.09.2014 23:5215763 хут пӑхнӑ

ЕРМЕЙ РОЖАНСКИЙ

сонет

 

...Ун чух Раҫҫей Империйӗ ҫӗн "ҫимӗҫ"

Сӗнет чӑвашсене пӗрре вӑйпа,

Тепре илӗртӳпе: пулайӗ, имӗш,

Тӗне кӗрсессӗн пурлӑх пӗр купа!

 

Лару-тӑру хаяр пулсан та тивӗҫ

Ӗҫне тумашкӑн чи таса чунпа...

Ермей Рожанский, ак сана шӑпа

Сӗнет яваплӑ, йывӑр, хӑшкӑлти ӗҫ.

 

Тӑнлантаравҫӑ пулнине кура

Чиркӳсенче янрать сан лӑпкӑ сасӑ,

Ҫапах та урӑххи те пур пуҫра:

 

Тахҫан лӳппер ӗне хыпса ҫӑтсассӑн

Ҫухалнӑ кӗнеке тупӑнтӑр-и? —

Шурри ҫине шав акӑнтӑр хури!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3652.45.0831
2014.09.16 13:30
Agabazar
Çак ят шкул программисенче пур пулмалла. Ĕнтĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ те, шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Ермей Рожанскийпе сонет урлăн та паллашма меллĕ пулассăн туйăнать.
Agabazar // 3489.56.2748
2014.09.25 18:49
Agabazar
Ак Ермей Рожанский пирки — http://www.chuvsu.ru/~chfik/sites/d ... /Ermei%20Rogansi.pdf

Страницӑсем: 1, 2, [3]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем