Тӗнче илемлӗ те тӗлӗнмелле. Хӑшӗ-пӗри ахаль ҫурт ҫеҫ купаламасть. Ҫӗр ҫинче хӑйне евӗр ҫуртсем пайтах иккен.
«Кукӑр макӑр ҫурта» Польшӑри Сопотере хӑпартнӑ. Унта Ян Марсин тата Пер Дахлберг пурӑнать. Ян - Польшӑри ача-пӑча кӗнекисен паллӑ ӳнерҫи. Пер – Швеци ӳнерҫи, Сопотере пурӑнать. Ҫурта 2003 ҫулхи кӑрлачра тума пуҫланӑ та ҫав ҫулах раштавра вӗҫленӗ. Вӑл Польша ҫыннисене тата туристсене тӗлӗнтерет те, савӑнтарать те.
«Вӑрман спиралӗ» ҫурта Германири Дармштадтра 1998-2000 ҫулсенче купаланӑ. Унта – 105 хваттер. Ҫавӑнтах – ресторан.
Торре Галатея Фигерас – Испанире. Чӑн-чӑн ҫамарта патшалӑхӗ тейӗн.
Фердинанд Шеваль керменӗ. Вӑл – Францире.
Карҫинкка евӗр ҫурт АПШри Огайо штатра вырнаҫнӑ. Унта – Лонгабергер строительство компанийӗн офисӗ. Вӑл - хӑйне евӗр офис. 1800 тӑваткал метрлӑ ҫурта икӗ ҫул хӑпартнӑ. Чылай эксперт Дэйв Лангабергера – компани пуҫлӑхне – шухӑшне улӑштарма сӗннӗ. Анчах усси пулман. Ҫапла майпа карҫинкка евӗр ҫурт ҫӗкленнӗ.
Миссури штатӗнчи Канзас-ситири вулавӑш. Хула халӑхне Канзас-ситипе ҫыхӑннӑ паллӑ кӗнекесене суйлама ыйтнӑ. Вӗсене Хулан тӗп вулавӑшӗн инноваци дизайнне кӗртнӗ. Ку вулакансен йышне те ӳстерме пулӑшасса шаннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.