Вӗсем тӗрлӗ эрешпе витӗннӗ тейӗн. Ҫакӑ ӑна тӗлӗнмелле илем кӳрет. «Хум» пысӑк ялсем ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа унта ҫулсерене пин-пин турист ҫитсе курать.
Филиппинӑри шӑккалатлӑ сӑртсем.
Вӗсем – Бохол утрав ҫинче. Симӗслӗхпе витӗннӗ сӑртсем кунта - 1200 яхӑн.
Тамӑк хапхи (Туркменистан).
Каракум ҫенҫенхирти ҫак вырӑна шӑпах ҫакнашкал ят панӑ. Ку синкерле ӗҫ газ чавнӑ чухне пулса иртнӗ. 1971 ҫулта техника газпа тулнӑ кратера кӗрсе ӳкнӗ. Инкекрен ҫӑлӑнас, наркӑмӑшланас мар тесе ҫак газа чӗртме йышӑннӑ. Ҫапла майпа вӑл 40 ҫул ытла ҫунать.
Китайри Улинъюаня тусем.
Хунань провинцире вырнаҫнӑскерсем – «Аватар» фильмри пейзаж прототипӗ тейӗн. Кунта вӗсем 3000 ытла. 800 метр ҫӳллӗшскерсем туристсене илӗртеҫҫӗ. Уйрӑмах – Камерон фильмӗ экран ҫине тухнӑ хыҫҫӑн.
Турцири Памуккале.
Унта Раҫҫейри чылай турист пулса курнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл Анталирен инҫех мар вырнаҫнӑ. Памуккале «Пир-авӑр керменӗ» тесе куҫать. Шап-шурӑ терреассӑсем минерал ҫӑлкуҫри шывпа тулнӑ. Унти шыв сиплӗ шутланать.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.