Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Майӗпен чӑваш карттине ӑсталатӑп

Аçтахар Плотников10.02.2014 00:1322864 хут пӑхнӑ

Паян кунӗпе тенӗ пекех чӑваш карттине ӑсталаса лартӑм.

Ҫапларах пулать вӑл:

Паян эп Шупашкар районӗнчи ялсене кӗртрӗм, тата Шупашкар хулине вырнаҫтартӑм. Кашни кун перер район тусан уйӑх хушшинче хатерлесе ҫитерме пулать те.

Чи малтанах кашни ялӑн ӗлкине тӑвасшӑнччӗ, анчах А1 форматпа пичетлесен те вӗсем ытла вӗтӗ пулаҫ иккен. Вара пысӑк ял-хуласенне кӑна ҫапла тума шутларӑм: Ишлей, Тренкасси, Апаш + район центрӗсенне.

Район центрӗсемпе хуласен ячӗсене ҫавах та икӗ чӗлхепе парас терӗм :) // пӗрисем ҫавнашкал картата кӑларнӑччӗ — район центрӗсене те пулин чӑвашла ҫырса тухнӑччӗ.

Тӗп ҫулсем хушшине эп район центрӗсене илсе ҫитерекеннисене те кӗртрӗм.

Шел те, пур яла та кӗртеймӗн ҫав — кӗртес тесен ытла вӗтӗ шрифтпа пичетлеме тивет.

Тӗпӗ валли эп Яндекс карттине илтӗм — унтан вармансемпе юханшывсене касса кӑлартӑм. Ҫавах та кайран юханшывсене тата тепӗр хут хулӑмраххӑн палартса тухма тивет пуль.

Тата ҫулсене май ҫитнӗ таран ытларах кӑтартмалла пуль?

Менле шуталтӑр, хӑвсамӑрӑн шухӑшара пӗлтерӗр-ха.

Тата ыйту: пичетлесе кӑларсан туянакансем тупӑнӗҫ-ши?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3497.66.8806
2014.02.10 08:25
Agabazar
Карттă çинче темшĕн Вомпукасси (Алькеш, Вунпÿкасси) ялĕ курăнмасть.
2014.02.10 12:08
Аçтахар Плотников
Юнашар Вăрманкаспа Çĕньял та çук — вырăн çитмерĕ вырнаçтарма. Арманкассипе тепĕр ял валли те вырăн тупăнмарĕ. Ку тăрăхра ялсем ытла çăт вырнаçнă...
А.Васильев // 3647.00.9975
2014.02.10 13:06
http://gallery.chuvash.org/v/users/Sant__r/maps/ Çакăнта хăшпĕр районсен картисене вырнаçтарнăччĕ.
2014.02.10 13:12
Аçтахар Плотников
Вĕсем пичете валли юрăхлă мар. Ман шутпа картта усă курма меллĕ пулмалла — ял ячĕсене лайăх вуланмалла çырмалла.
Эп ял ячĕсене чăваш энциклопедийĕн электронлă варианчĕпе тĕрĕслетĕп. Яндекс карттине те чăвашла ятсем кĕртнĕ, анчах шел те, тĕллĕн-тĕллĕн йăнăшсем тĕл пулаççĕ (çăлкуçне кура ĕнтĕ).
2014.02.10 13:12
Аçтахар Плотников
Эп паян 5 сехетччен тепĕр района кĕртрĕм — Сĕнтĕрвăрри районне :)
Agabazar // 8078.6.9991
2014.02.10 13:45
Agabazar
Admin:"Эп ял ячĕсене чăваш энциклопедийĕн электронлă варианчĕпе тĕрĕслетĕп."

сăлтавпа усă курса пĕчĕк ревизи тума май пулмĕ-и? Авă Красномайски районĕнче пĕр ялăн чăвашла ячĕ Янмурçин

Ман шутпа чăваш сăмахĕ çавнашкал кÿлепеллĕ пулмалла мар. Пĕреххут Янмурçын темелле пуль, мĕншĕн тесен юлашки н çемçе мар.
2014.02.10 14:54
Аçтахар Плотников
Официаллă епле — эп çавăн пек кĕртĕп. Сăмахĕ вăл ман шутпа Янмăрса çын ятĕнчен пулса кайнă, вырăсла Янмурзино çырнă та чăвашла ячĕ те Янмурçин пулса тăнă. Хăй ялне ĕлĕкрех Четверти Упи (1923), Çинче Кĕпер Упи (1931) ятсемпе асăннă пулать.
2014.02.10 14:58
Аçтахар Плотников
Эп тата совет саманинче хитре ятсене улăштарнисене хăлăпра малтанхи ятне кăтартас шухăшлă: Сăмахран: Октяберьски (Ĕсмел), Советски (Шăмат). Тракпа Кăçалсене палăртаймăп пуль — хăлăпра вырăсла яне кăтартмалла-çке...
2014.02.10 16:25
Аçтахар Плотников
http://img-fotki.yandex.ru/get/9760 ... _8c0e5_5902fb22_orig — ак паян тата ĕçлерĕм.
Agabazar // 3444.88.0131
2014.02.10 17:25
Agabazar
Воробьёвкăна "Воропьне" тенĕ. Воропье пулма кирлĕ. Çавăн пекех Пăрмас (Пармас мар).

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем