Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Майӗпен чӑваш карттине ӑсталатӑп

Аçтахар Плотников10.02.2014 00:1322865 хут пӑхнӑ

Паян кунӗпе тенӗ пекех чӑваш карттине ӑсталаса лартӑм.

Ҫапларах пулать вӑл:

Паян эп Шупашкар районӗнчи ялсене кӗртрӗм, тата Шупашкар хулине вырнаҫтартӑм. Кашни кун перер район тусан уйӑх хушшинче хатерлесе ҫитерме пулать те.

Чи малтанах кашни ялӑн ӗлкине тӑвасшӑнччӗ, анчах А1 форматпа пичетлесен те вӗсем ытла вӗтӗ пулаҫ иккен. Вара пысӑк ял-хуласенне кӑна ҫапла тума шутларӑм: Ишлей, Тренкасси, Апаш + район центрӗсенне.

Район центрӗсемпе хуласен ячӗсене ҫавах та икӗ чӗлхепе парас терӗм :) // пӗрисем ҫавнашкал картата кӑларнӑччӗ — район центрӗсене те пулин чӑвашла ҫырса тухнӑччӗ.

Тӗп ҫулсем хушшине эп район центрӗсене илсе ҫитерекеннисене те кӗртрӗм.

Шел те, пур яла та кӗртеймӗн ҫав — кӗртес тесен ытла вӗтӗ шрифтпа пичетлеме тивет.

Тӗпӗ валли эп Яндекс карттине илтӗм — унтан вармансемпе юханшывсене касса кӑлартӑм. Ҫавах та кайран юханшывсене тата тепӗр хут хулӑмраххӑн палартса тухма тивет пуль.

Тата ҫулсене май ҫитнӗ таран ытларах кӑтартмалла пуль?

Менле шуталтӑр, хӑвсамӑрӑн шухӑшара пӗлтерӗр-ха.

Тата ыйту: пичетлесе кӑларсан туянакансем тупӑнӗҫ-ши?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3944.48.4283
2014.08.01 21:21
Agabazar
Ишлĕ-Шетмĕ (патăрьел районĕ). Ишлĕ мар. Улатăр хулин вырăсла ятне мĕншĕн илсе кăтартнă-ши тата? Вăл енне кайсан, ПУРНЕ ТЕ çапла тумалла
2014.08.01 22:12
Аçтахар Плотников
«Улатăр хулин вырăсла ятне мĕншĕн илсе кăтартнă-ши тата? Вăл енне кайсан, ПУРНЕ ТЕ çапла тумалла»
Район центрĕсен пурин те — Чăвашла тата Вырăсла ячĕсем.
http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=2137 — Чăвашли çук тет :(
Agabazar // 1415.6.7437
2014.08.02 19:29
Agabazar
Ясная Поляна. Хут çинче çапла иккенне эп хам та пĕлетĕп. Чăннипе вăл чăнах та АПРУШНАЙ
http://gov.cap.ru/Publication.aspx? ... &id=216831&type=publ
2014.08.03 15:36
Аçтахар Плотников
2014.08.04 00:51
Аçтахар Плотников
http://img-fotki.yandex.ru/get/6838 ... 14_8c00b954_orig.jpg — Вăрнар районĕ (Кушик патĕнче пăнчă çуккине асăрхарăм, юсарăм)
Паян икĕ район турăм, тата 6 юлчĕ...
Нина // 1654.91.6734
2014.08.05 18:25
МАТТУР! Анчах та Йăнтăрччă сăмахра мĕншĕн икĕ чч сас палли çырнă-ши?
2014.08.12 22:39
Аçтахар Плотников
Энциклопедире çавнашкал...
2014.08.12 22:40
Аçтахар Плотников
http://img-fotki.yandex.ru/get/6700 ... ee_de0a18cd_orig.jpg — Çĕмĕрле районне турăм.
2014.08.30 00:03
Аçтахар Плотников
Тракпа Элĕк районĕсене турăм:
http://img-fotki.yandex.ru/get/6801 ... 6f_97d29def_orig.jpg (Красноармейски)
http://img-fotki.yandex.ru/get/6811 ... 70_91913c64_orig.jpg (Элĕк)

Район центрĕсене чăвашла кăна хăварас терĕм. Пур вырăнта та вырăсла ячĕсене хуратрăм.
2014.08.30 22:20
Аçтахар Плотников
http://img-fotki.yandex.ru/get/6815 ... 9b_4c87c236_orig.jpg — Хĕрлĕ Чутай районĕ.
Паян тата район чиккисене туса тухрăм.
//эх, тата 2 район кăна юлать: Етĕрнепе Муркаш.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем