Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Хресчен сасси» те Республика кунӗ хӑҫан пулнине пӗлмест

Аçтахар Плотников10.01.2014 19:3620004 хут пӑхнӑ

Нумай пулмасть «Хыпар» хаҫат ҫӗртмен 24-мӗшне канмалли кун пек палӑртманнине пӗлтертӗм. Паян вара ман алла «Хресчен сассин» 2014 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмӗ лекрӗ. Почтӑра туянтӑм. Мана унти «Культурӑллӑ-и эпир?» статьи кӑсӑклантарчӗ те вуласа пӑхас терӗм /вулавӑшӗ пирӗн юнашар ялта ҫеҫ, унта ҫухрӑм утмалла/.

Уҫса пӑхрӑм та хаҫата — кусем те кунталӑк пичетленине куртӑм. Хайхи ятарласах ҫӗртмен 24-мӗшне пӑхрӑм. Ҫук, вӗсем те ӑна канмалли кун пек палӑртман (хаҫачӗ хура-шурӑлла ҫеҫ те, канмалли кунсене хулӑмпа кӑтартнӑ). Кун хыҫҫӑн вулавӑша кайса ытти хаҫатсене те тӗрӗслес килет — республикӑра тухакан хаҫатсем Республика кунӗ пирки астӑваҫҫӗ-и, е ҫук?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

ял ачи // 4277.62.6492
2014.01.10 20:38
Мĕншĕн тесен «Хресчен сасси» паянхи кун «Хыпар» издательство çурчĕ айĕнче
Agabazar // 5363.6.7128
2014.01.10 21:11
Agabazar
...Хурав тĕрĕс мар!...
Тимӗр // 3254.90.8286
2014.01.10 21:44
Леонтьев ХЫПАР издательство хуçи кăна мар.По совместительству вăл-ЧНК вице-президенчĕ.НЕ хухры-мухры"-теççĕ ун пек чух вырăссем.
2014.01.10 22:11
Аçтахар Плотников
Сăмах май... паян тата «Тăван Ен»-ĕн çĕнĕ кăларăмĕ те тухнă. Уçса пăхрăм. Кусен те çĕртмен 24-мĕшне палăртман. Те Борис Чиндыков кайнă хыççăн çапла хăтланаççĕ... Те ун вăхăтĕнчех çĕртмен 24-мĕшне палăртман.
//Наци вулавăшне кайсах тĕпчемелле пуль — хăшĕ 24-мĕшне паллă тăвать, хăшĕ — çук.
//ВЫрăссен calend.ru сайтрах çĕртмен 24-мĕшне палăртнă...

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем