Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Хыпар» Республика кунне паллӑ тумасть

Аçтахар Плотников31.12.2013 14:4124571 хут пӑхнӑ

«Хыпар» хаҫата пӑхатӑн та вӗсен ӗҫӗнче чӑвашлӑх туйӑмӗ ҫуккине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен асархатӑн. Алексей Леонтьев яланах Николай Васильевич Никольский ӗҫне — «Хыпара» никӗсленине — пысӑка хурса хаклать пулин те хӑй хаҫачӗ чӑвашлӑх туйӑмне сармасть. Пӗр влаҫрисен саккасне кӑна пурнӑҫлать. Ҫавӑнпа та, тен, ҫырӑнас текенсен йышӗ пысӑкланмасть.

Ку юрӗ-ха, хайхи Республика кунӗ патнех таврӑнар. «Хыпар» хаҫат ҫак уява палӑртманни пирки эп раштавӑн 21-мӗшӗнчи 242-243№ кӑларӑм тухнӑ хыҫҫӑнах ҫырасшӑнччӗ. Хаҫатра пичетленнӗ «Кӑрлачра 8 кун канатпӑр, ҫу уйӑхӗнче — 7» статьяра Раҫҫейри канмалли кунсене кӑна илсе кӑтартнӑччӗ, республика шайенчи ҫӗртмен 24-мӗшӗ пирки пӗр сӑмах та ҫырманччӗ. Илсе парар-ха унти сӑмахсене: «Уяв кунӗсене куҫарнипе пуш уйӑхӗнче харӑсах — 3, ҫӗртме тата чӳк уйӑхӗсенче 4-шар кун канӑпӑр /тӗплӗнрех календарьте паллашма пултаратӑр/». Статьинче кӑсӑклӑ уйӑхсен кунталӑкне (календарьне) те илсе кӑтартнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчинче вара 24-мӗш кунне ҫавах палӑртманччӗ. Ун чухне эп вара юрӗ терӗм, кусем вырӑсларан уяв кунӗсене епле куҫарнине тӑлмачласа пӗлтернӗ ӗнтӗ терӗм.

Паян вара ман алла «Хыпар» хаҫатӑн кӑҫалхи юлашки кӑларӑмӗ лекрӗ. Вӗҫӗнчи страницӑра хӑйсен кунталӑкне пичетленӗ. Юриех пӑхрӑм — кунта та ҫӗртмен 24-мӗшне хӗрлӗпе палӑртман. Вара ҫапла, чӑн та, «Хыпар» хаҫат Республика кунне палӑртманни тухса тӑрать.

Тепӗр тесен, йӑнӑшасси пулать вӑл. Эп хам та 2011 кунталӑка кӑларнӑ чухне вӑл кун пирки манса кайсаччӗ — юрать-ха ҫав ҫул ҫӗртмен 24-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗччӗ те йӑнӑш ытлашшиех курӑнмастчӗ. Ҫавах та, ытти кунсене эп хулӑм шрифтпа палӑртнӑччӗ пулсан, ку кун вара тӑлӑххӑн, хулӑмсӑр тӑратчӗ. Ун хыҫҫӑн, паллах, эп хама сӑмах патӑм — ҫӗртмен 24-мӗшне урӑх нихӑҫан та манса каймӑп тесе.

«Хыпар» хаҫата илес пулсан... 2014 ҫулта эп ӑна ҫырӑнмарӑм. Ытти ҫулсенче яланах ҫырӑнаттӑм та кӑҫал вара «Тӑван Атӑлпа», «Тӑван Енпе» тата «Капкӑнпа» (малтан, вӑл журналти шӳтсене вырӑсла куҫарса кӑна ӑнланма тивнӗрен, ҫырӑнманччӗ) ҫырлахас терӗм.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 4055.84.8555
2014.01.04 22:06
Agabazar
Мigulaj:"Эпĕ каллех сана Чăваш чĕлхин комиссийĕнче чăваш кун ячĕсене каллех пĕрле çыртарасси пирки сӳтсе явассине çĕклемелле тесе аса илтересшĕн."

Хальхи çĕнетнĕ текен орфографи правилисем хайхи ăнлавсене пĕрле çырма чармаççĕ. Тепĕр хут калатăп: ЧАРМАÇÇĔ! Ыйту çакăнта: çав правилăсене чăваш çырулăхĕн пуçĕнче тăнă пек шутланакан çынсем хăйсене мĕнле килĕшет çапла ăнлантараççĕ (интерпретацилеççĕ). Вăт çак япала умра пĕрене пек выртать.
Agabazar // 4055.84.8555
2014.01.04 22:12
Agabazar
Migulaj:"Çавсем (Андреев, Леонтьев) чăваш чĕлхине мăшкăлани пулать."
Тĕрĕссипе Леонтьев ертсе пыракан "Хыпар" "И.А.Андреев реформисене" пит хăлхана чиксех кайман малтан. Юлашки çулсенче çеç тем амакĕ пулнă. Ахăртнех хĕстерекенсем хĕснине чăтайман пулмалла.
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.04 22:50
Чăваш чĕлхин комиссийĕнчен манкуртсене кăларса çапма сĕнӳ паратăп.
Agabazar // 4055.84.8555
2014.01.04 23:29
Agabazar
Migulaj:"Апла халĕ Вăтаçĕр тинĕсе (The Mediterranean Sea) мĕнле тĕрĕс çырмалла? Улатаккана, йĕкехӳрене? Тавтапуçа? Ăмăрткайăка?Вунпиллĕке?"

Ним хăрамасăрах пĕрле çырма пултаратăр асăннă сăмахсене. Правилăсен 73-мĕш, 74-мĕш тата уйрăмах 75-мĕш параграфĕсене вуласан çакă питĕ аван курăнать. http://chuvash.org/wiki/Пĕрле,%20дефиспа%20е%20уйрăм%20çырасси%20(ОП)
2014.01.05 01:14
Аçтахар Плотников
Аха, никам та чармасть. Пĕтĕмпех редактортан килет. «Тăван Атăл» малтан уйăрса çырнине ытлашшиех усă курмастчĕ пулсан, Леонтьев аллине лекнĕ хыççăн ку политика вĕсен улшăнатех пуль.
Чĕлхе комиссийĕн ларăвĕнче 75 параграфа урăхларах йĕркелеме сĕнсен («пĕрле çырмалла, анчан уйрăм çырсан та чару çук» тесе) Виноградов çавнашкал улшăну çине те сиксе ӳкрĕ :( Хальхи правилăпа пĕрле çырма чару çук тесе хучĕ.
2014.01.05 01:15
Аçтахар Плотников
«Чăваш чĕлхин комиссийĕнчен манкуртсене кăларса çапма сĕнӳ паратăп.»
Аха, Микулай, пурне те кăларса çапмалла та сана кĕртмелле. Ыттисем пурте сан хаклавпа манкурт-çке...
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.05 10:31
Чăваш кун ячĕсене уйрăм çырма сĕнни (хушни) вăл чăваш чĕлхине мăшкăлакан.Апла пулсан чăваш чĕлхи комиссийĕнче чăваш чĕлхине мăшкăлакансенчен мĕнле усă пулать?Тĕнчере чĕлхене пĕр саккунпа çеç тытса пыраççĕ.Кам хăй пĕлнĕ пек тутармаççĕ.Кашни уйрăм хăй пĕлнĕ пек чĕлхене усă курни (калаçни,çырни) чăваш чĕлхине аталанма памасть.Пачах та урăхла.Чăваш кун ячĕсене уйрăм çыртарма тытăнсан Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çухалчĕ.Чăваш чĕлхин комиссийĕ те ячĕшĕн çеç,мĕншĕн тесен пĕлтĕр пĕртте пухăнман.Чăваш чĕлхине ют чĕлхепе (вырăс) мар, ăна чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхесене усă курса аталантармалла.
Agabazar // 2957.35.2576
2014.01.05 15:44
Agabazar
Микулай, эп сирĕн монолога тимлĕн вуласа тухрăм. Тавтапуç.

Эсир çырнисенчен вăл ыйтăва хăвăр та — йывăра ан илĕр, тархасшăн! — пачах та ăнланманни курăнать. Хамăрăн орфографие йĕркелекенсем мĕнлерех "аргументсемпе" усă курнине те пĕлместĕр....

Манăн сăпайлă сĕнÿ: Анлă пĕтĕмлетÿсем тăвас умĕн "матчасть" текеннине шĕкĕлчĕр, тархасшăн.
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.05 19:20
Agabazar!
Эпĕ сана ăнланмарăм: мĕне эпĕ сан шутпа пачах та ăнланман?
Agabazar // 2535.33.2014
2014.01.05 20:06
Agabazar
Admin:"Аха, никам та чармасть. Пĕтĕмпех редактортан килет."

Пĕтемпех редактортан килет пулсан, правилăсем мĕн тума кирлĕ? :-)

паллах, редакторсене те ăнланма пулать: пĕр статьярах, пĕр абзацрах пĕр ăнлавах ик-виç тĕрлĕ çырни аван-и? Кунта ирĕксĕрех суйласа илме тивет. Леонтьевăн "суйлавне" куратпăр ĕнтĕ. Вăл малтан "парăнман", кайран ăна та "парăнтарнă" Виноградовсем.... Хул калакĕ çинех çавăрса çапнă!

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, ... 7

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем