Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Хресчен сасси» те Республика кунӗ хӑҫан пулнине пӗлмест

Аçтахар Плотников10.01.2014 19:3619976 хут пӑхнӑ

Нумай пулмасть «Хыпар» хаҫат ҫӗртмен 24-мӗшне канмалли кун пек палӑртманнине пӗлтертӗм. Паян вара ман алла «Хресчен сассин» 2014 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмӗ лекрӗ. Почтӑра туянтӑм. Мана унти «Культурӑллӑ-и эпир?» статьи кӑсӑклантарчӗ те вуласа пӑхас терӗм /вулавӑшӗ пирӗн юнашар ялта ҫеҫ, унта ҫухрӑм утмалла/.

Уҫса пӑхрӑм та хаҫата — кусем те кунталӑк пичетленине куртӑм. Хайхи ятарласах ҫӗртмен 24-мӗшне пӑхрӑм. Ҫук, вӗсем те ӑна канмалли кун пек палӑртман (хаҫачӗ хура-шурӑлла ҫеҫ те, канмалли кунсене хулӑмпа кӑтартнӑ). Кун хыҫҫӑн вулавӑша кайса ытти хаҫатсене те тӗрӗслес килет — республикӑра тухакан хаҫатсем Республика кунӗ пирки астӑваҫҫӗ-и, е ҫук?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1238.14.0838
2014.01.20 09:40
Agabazar
Васса:"О-о!вĕсем мĕнле пархатарлă,хĕрарăма "тăхлачă, кинемей,инке" тесе кÿрентеретпĕр тетĕр пуль,"

"Тăхлачă" тени темех мар-тăр. Унпа килĕшме пулать. Анчах "Васса" никлă çын 17-ри пике пулсан? Е 13 çулхи хĕр пĕрчи пулсан? Вăт пулать ун пек чух "кинемей"!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.20 10:29
Акасапар нимех те мар мĕнле чĕнни. Кинемей тăк кинемей, хĕрĕм тăк хĕрĕм, тăхлачă тăк тăхлачă. А Васса савçим та кÿренмеç, мĕншĕн тесен вăл хĕрарăм мар ман шутпа.
Agabazar // 1582.20.6927
2014.01.20 12:38
Agabazar
bor1959:"...вăл хĕрарăм мар ман шутпа..."

Апла пулсан эсир апла-капла "сÿпĕлтетни" татах та килĕшÿсĕртерех: ун пек-тĕк "Васса хăта" е "Васса хоспочын" теес пулать.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.20 13:47
Калама пулать,Акасапар хăта, темĕн те.
Васса // 1600.8.2744
2014.01.20 15:25
Тутарстанри Пăва районĕнчи Шемекре Тайăр Тимкки(Т.С.Семенов)çуралнăранпа 125 çул çитнĕ тĕле Асăну хăми уçасшăн, ырă çынсем, çак сăваплă ĕçе тума укçапа пулăшсан питĕ аван пулĕччĕ те.
Agabazar // 3017.64.2848
2014.01.20 18:21
Agabazar
Эп кăштах укçа пама пултаратăп пуль. Анчах ман пĕр услови: Скобка ăшĕнче "Тимкка Тайор" пулма тивĕçлĕ. Унсăрăн эп укçа пама килĕшместĕп. Мĕншĕн тесен вырăсла вариантра "Т.С.Семёнов" тени ытла та "йĕксĕкле". Тутарла вариантра та çаплах пулмалла. Пулма тивĕçлĕ.
Якур // 1695.03.4824
2014.01.20 19:10
Хам ĕмĕрте Акапасар укçа уйăрса панине курасчĕ хам куçпа. Пулакан япала мар пулĕ ку. Темшĕн пĕр чĕптĕм те ĕненес килмест( услови пит нумайрах-ши?).
2014.01.20 19:13
Аçтахар Плотников
Мĕн эсир Акапасар çине тапăннă? Çитет пуль, э?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.20 19:54
Акасапар çине кам тапăннă вара. Ара Акасапарĕ ĕçлеме манса кайса çырать-иç.Калаçу Умисторине(предысторине) аса илсен пит лайăх пулмалла.
Agabazar // 7492.8.8364
2014.01.22 00:00
Agabazar
Васса:"Тутарстанри Пăва районĕнчи Шемекре Тайăр Тимкки(Т.С.Семенов)çуралнăранпа 125 çул çитнĕ тĕле Асăну хăми уçасшăн, ырă çынсем, çак сăваплă ĕçе тума укçапа пулăшсан питĕ аван пулĕччĕ те."

Васса юлташ, Кунта сирĕн "на деревню дедушке" тенĕ пек пулса тухать. Укçа пуçтарасах тесен мĕнле меслетпе куçармаллине ăнлантарса парас пулать. Меслечĕ тĕрĕс пултăр: укçа мошенниксен аллине çакланмалла мар. Admin'ран тĕслĕх илĕр: http://chuvash.org/e/d0a1d0b0d0b9d1 ... d188d0b0d181d181d0b8

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем