Сурхурине çак сайт урлă пурне те чĕннĕчĕ.Чăваш кĕпи тăхăнса пымалла пулнă кăна.Тата чăваш ташши ташлама пĕлмелле.Эрех пулмалла мар сĕтел çинче.Какай шÿрпи тата килти сăра-пĕтĕмпех ман шутран.Юлташсене пулăшнăшăн тав.Ялтан килнĕ юрă-ташă ушкăнне Бор хавхалантарчĕ пулас.Ăна та тав.
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.31 16:53
Станьял,Кибеч,Мадуров,Юхма,Праски Витти-нихçан та пĕр кĕрекере ларни пулман вĕсен.Мĕнле майпа чăваш халăхĕн паянхи улăпĕсене пĕрлештерме пултарнă Тимĕрпе унăн юлташĕсем?
Сурхурин тĕллевĕ халăхăмăрăн ятлă-сумлă аксакалсемпе çамрăксене тата ĕçлĕ çынсене пĕрле пухăнса чăвашлăх пирки тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явасси.Шел,кăçал чирленине пула пирĕн чи вăйлă художник Агеев тата чи паллă юрăç Иван Христофоров килеймерĕç.Аксакалсене пурăннă чух хисеплеме пĕлмелле.
Кунта Акасапара хуть те мĕн çыр, уншăн ик айкки те тăвайкки. Вăл хăйĕннех переть.Леш Яценюк каманди пекех. Паян вĕсене хуть те мĕн пар-вĕсене сахал. Акасапаршăн паян чи пĕлтерĕшлĕ пулăм-Украина Гимнĕ. Ыран куçса каять Прибалтика çĕршывĕсем çине.
Хальхи пурнăçа ним те çитмеççĕ! Чăваш! Сана паянхи пек нихăхçан та, лайăх пурнăç туса паман. Аса ил иртнĕ 100 çула. Ваттисен пенси кутран юхать, çамрăккисен, ĕçлес килсен, укçи мăй таран.
Якур // 9330-2994
2014.02.01 19:18
Тимĕр пеккисем пулсан пĕтместпĕр! Маттур,Тимĕр хăта! Волоча та тĕрек парать!
Чăваш радио-телевидени,хаçат-журнал,музей-театрсем,шкул-университет тата ыт.т пур.Патшалăх укçа парать чăваша аталанма!Пирĕн несĕлсем ĕмĕтленме пултарайман кун пирки!Нумайĕшĕ репрессине лекнĕ кун пек шутланăшăн!Савăн Акапасар.Пупле кунĕн-çĕрĕн чăвашла!Çук:илтĕнместь чĕлхемр садикре,шкулта,университетра тата урамра.
Якур // 1522.85.7901
2014.02.02 14:40
Акапасара çакăн пек сĕнесшĕн. Вăл питĕ влаç çине кÿренме юратать.Çавăнпа килте,ĕçре тата урамри хутшăнусенче хăйне кам чăвашла калаçма чăрмантарать, çавсен хушаматсене "НАМĂС хăми" çине çырса кăлартăр.
Çук-çук,тÿрех суда патăр.А ту юрать пĕр чăваш пур халăхăмăрăн:Пил Тымарлан.Чăвашла пĕлтерÿ çуккишĕн,е чăвашла ыйтсан тавар паманшăн Шупашкарта чĕлхене хÿтĕлесе вуншар процесс иртернĕ судсенче.Мускаври суда та çитме пултарнă.