Якур // 4124.5.5937
2014.01.06 22:34 | |
Акапасар-хăта мĕн вĕчĕрхенен Украин гимнĕпе.Чăвашсен историйĕ нумай кăсăкрах.Хамăрăнне ăстала,вăй-хăвату пулсан. Пултаримастăн пулсан ан та çыхлан.Малтан кайса Каир,Самарканд,Шаолинь тата Ватикан Архивĕсенче ĔÇле. Вара Чăваш усламçисем сана гонорар парĕç йĕркеллĕ Гимн çырма пултарнишĕн.Çухалса кайса ан пурăн Акапасар тăванăм, халăхпа пĕрлех пул. | |
Agabazar // 2284.28.9073
2014.01.07 15:40 | |
Яланхи пекех сайтçăсене аса илтеретĕп: эп Якура та , унăн "шайккинчи" ытти çынсене те хама "Эс" тесе чĕнме нихçан та ирĕк паман! | |
Тимӗр // 3411.71.3877
2014.01.07 20:32 | |
Чăваш чăваша яланах эсĕ тенĕ.Ыйт Станьялтан,Мадуровран,Хусанкайран.Ыйт кам хутшăннă академик Волковпа.Хăвна мăнна ан хур,Акапасар тăванăм.Пул ансатрах,вара чăннипех сана хисеплеме пуçлать халăх. | |
Agabazar // 3981.40.5381
2014.01.07 21:20 | |
Timer:"Пул ансатрах,вара чăннипех сана хисеплеме пуçлать халăх."
Ак хайхи! Каллех лешне "Вăрра тытрăмăр"!!! Халăх йăли тенинчен ним те юлмарĕ вĕт. Çаксен мăнтăр кăмăлĕ тахçанах йăлăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ. Тăванăм текелеççĕ-ха тата, шереметсем. | |
Agabazar // 3981.40.5381
2014.01.07 21:29 | |
Тĕрессипе каласан, мана Якурсемпе Тимĕрсен хисеплевĕ ним тума та кирлĕ мар. Пачах урăхла: вĕсен хисеплевĕ маншăн мăшкăл пекех пулĕччĕ.
Анчах та вăл еннелле каяс пулсан акă мĕн каласшăн. Ну, калăпăр, сирĕн шутпа, "эс" тени хисепленине пĕлтерет. Апла-тăк хисеплемен çынна мĕнле чĕнеççĕ? Хуть те мĕнле шутласа кайсан та "эсир" пулса тухать. Сирĕн "шайккă" Акапасара хисеплемест тесе ăнланмалла. Эппин çав хисеплеменлĕхе ятарласа палăртса "эсир" тейĕр-ха ăна. Вăт çакнашкал курăмпа эп килĕшме пултарăп. | |
Agabazar // 3981.40.5381
2014.01.07 21:32 | |
Еврейсем Украина Гимнне юрлаççĕ. http://www.youtube.com/watch?v=zBTZZEmQAMU | |
Agabazar // 4045.80.2543
2014.01.13 07:18 | |
Юлашки куплет
Ăнтăлу тата ĕçченлĕх хăй вăйне кăтартĕ — Украина ирĕк кĕвĕ янратмашкăн хатĕр: Унăн ахрăмĕ Карпатăн, уй-хирсемĕн юхĕ, Тăшманкка тавраш пулаймĕ ĕлĕкхи пек шухă. Малалла туртать йыхравлăн ирĕклĕхĕн маршĕ, Ма тесессĕн эпĕр хамăр казаксен таврашĕ! | |
Agabazar // 1609.53.4957
2014.01.28 14:56 | |
Грузинсем Украина Гимнне юрлаççĕ. http://www.youtube.com/watch?v=I8_JQbYEQdo
кунта вара çав гимнăн куçарăвне юрлаççĕ: http://www.youtube.com/watch?v=zSnMIXnYRd0 | |
Владимир // 3557.62.9796
2014.01.28 18:07 | |
Чăваш нихăçан та Украина Гимне юрламаççĕ. Малтан хăйсем хăйĕн Гимне юрлама вĕренччĕр. Куратпăр телевизор çинче кашни кунах украинецсем мĕнле юрланине. Мĕнтери капмар хулана мĕн туса хучĕç эсрелсем. Хăйсене мĕн кирлине хăйсем те пĕлмеççĕ. | |
Agabazar // 1609.53.4957
2014.01.28 19:19 | |
Телевизора пăхсах тăратăп, анчах Украина гимнне юрланине пĕрре те курман-илтмен. Раççей патшалăх телеканалĕсем пирки калатăп.
Украина Гимнĕ вăл — Майдан гимнĕ мар. Пăлхавçăсен гимнĕ мар. Вăл — мĕнпур Украинăн гимнĕ. |