bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.28 19:52 | |
Ай кутăна переть Акасапар! Эсĕ,Акасапар ЮТВ е Чăваш Ень ТВ-не анчах пăхан пулмалла.Интернета кĕр-ха, унта 100 канал,Украин каналĕсем те пур,паллах.Пур Майдан ушкăнĕнче, пур Хĕвеланăç хулисенче куштансем юрланă пек тăваççĕ. Тата брусчатка, павильонсем аркатаççĕ.Кунта пĕр "тăнлă" çын Акасапара "тонкий аналитик" тесе хучĕ, тĕлĕнмелле. Нумай пулмасть Акасапар çав куштансене "пел дифирамбы".Эп хĕремесленсе хирĕç калаçрăм. Кунашкал "аналитиксемпе" йĕм кантрисĕр юлатпăр. | |
Agabazar // 2355.85.7661
2014.01.29 15:21 | |
bor1959:"Эсĕ,Акасапар..."
Сайтçăсене аса илтеретĕп: "Борпа" унăн "шайккине" эп хама "эс" теме ирĕк паман. Эрменсем Украина Гимнне юрлаççĕ: http://www.youtube.com/watch?v=HsF-flvBhoo (Майданра пуç хунă çынсенчен пĕри, Сергей Нигоян, эрмен пулнă). | |
Agabazar // 8078.6.9991
2014.02.10 13:53 | |
Запорожье хулинчи Евромайданра Украина Гимнне юрлаççĕ. http://vk.com/video34758807_1677697 ... t=413f27e4be9826b62c
Çакна ас тăвăр:Запорожье Галицире, Волыньре, Буковинăра мар. Вăл тĕрĕссипе вырăс чĕлхилле хула. | |
Якур // 2765.72.8111
2014.02.10 21:25 | |
Тавай вара,Акапасар хăта, хăш хулара кам ытларах Украни Гимнне юрланине шутлар. Эсĕ,Акапасар хăта, Муркаша та çитсе килиманскер ăçтан кам Гимн юрланине пĕлме пултаран? ТВ ещĕкпе пăнипа-шим? | |
Якур // 3937.65.9974
2014.02.11 08:45 | |
Тавай вара,Акапасар хăта, хăш хулара кам ытларах Украни Гимнне юрланине шутлар. Эсĕ,Акапасар хăта, Муркаша та çитсе килиманскер ăçтан кам Гимн юрланине пĕлме пултаран? ТВ ещĕкне пăхнипа-шим? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.11 11:59 | |
Украин Гимн-не чăвашла хатĕрлесе çитернĕ-ши АКАсапар? Вара "Сĕтев" хаçат Уявĕнче юрлама пултараççĕ филармонинче. | |
Agabazar // 1055.55.2421
2014.02.11 21:38 | |
УКРАИНА ГИМНĔ
"ВИЛЕЙМЕН-ХА УКРАИНА" Вилеймен-ха Украинăн сумĕпе сулмакĕ, Пирĕншĕн те ырă тăрмăш килсе çитĕ акă. Тăшманкка тавраш тасалĕ ирхи сывлăм майлăн, Хамăр тăрăхшăн пĕр йыш пек тăрăпăр нумайăн! Малалла туртать йыхравлăн ирĕклĕхĕн маршĕ, Ма тесессĕн эпĕр хамăр казаксен таврашĕ! | |
Agabazar // 1055.55.2421
2014.02.11 21:39 | |
Пирĕн чикĕсемĕр евĕр — Сан тата Дон шывĕ...
Тăрăх пулмĕ нихăçан та çичĕ ютшăн çывăх! Хура тинĕс кулса ярĕ, ват Днипро шавлайĕ, Украинăшан тивлетлĕ вăхăт çитнĕ майăн. Малалла туртать йыхравлăн ирĕклĕхĕн маршĕ, Ма тесессĕн эпĕр хамăр казаксен таврашĕ! | |
Agabazar // 1055.55.2421
2014.02.11 21:40 | |
Ăнтăлу тата ĕçченлĕх хăй вăйне кăтартĕ —
Украина ирĕк кĕвĕ янратмашкăн хатĕр: Унăн ахрăмĕ Карпатăн, уй-хирсемĕн юхĕ, Тăшманкка тавраш пулаймĕ ĕлĕкхи пек шухă. Малалла туртать йыхравлăн ирĕклĕхĕн маршĕ, Ма тесессĕн эпĕр хамăр казаксен таврашĕ! | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.12 09:10 | |
Акасапар маттур, халĕ ĕнтĕ Майдана кайса юрласа памалли çеç юлать.Кайма укçа-тенкĕ кирлĕ пулать,халăхран пуçтармалла пулать ĕнтĕ.Ничаво,каялла килме майдансем пуçтарса парĕç. Малалла,Акасапар,Майдана! |