Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпар»: Ял пурӑнсан - чӑваш пӗтмест

«Хыпар»29.10.2013 09:2729289 хут пӑхнӑ

Совет Союзӗнче халӑх ҫыравне темиҫе те ирттернӗ. 1979 ҫулта - 1,751 млн, 1989 ҫулта 1,842 млн чӑваша шута илнӗ. Халӑхӑмӑра 2010 ҫулхи ҫыравринчен чылай тӗрӗсрех шутланӑ. Ун чухне шутҫӑ вӑл е ку ҫын чӑваш пулнине паспортне пӑхсах пӗлнӗ, тӑватӑ ҫул каяллахи пек: «Эсир хӑш наци ҫынни?» - тесе ыйтман.

Паспортран «Национальноҫ» графана кӑларнӑ хыҫҫӑн ирттернӗ ҫырав Раҫҫей Федерацийӗнче 2010 ҫулта 1435872 чӑваш пурӑннине, халӑхӑмӑр 1989 ҫул хыҫҫӑн 406128 ҫын ҫухатнине кӑтартрӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ 1990 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунчченех вилекенсем ҫуралакансенчен нумайрах пулнинче кӑна мар - нумайӑшӗ тӗрлӗ сӑлтава пула чӑваш пулнине тӳррӗн каламаннинче те. Пысӑк пайӗ хӑйне вырӑс тенӗ. Шутлавҫӑ ыйту памасӑрах ҫырса хунӑ. Халӑха демократи панӑ-ҫке. Кирек хӑш нацие те суйласа илме пултаратпӑр. Чӑн та, ҫавнашкал шухӑш тытнисенчен ытларахӑшӗ федерацин патшалӑх чӗлхине килӗштерет.

Республикӑри 814750 ҫын 2010 ҫулта чӑваш пулсах пурӑнас тенӗ. Унтанпа тӑватӑ ҫул иртрӗ, кунашкал шухӑшлисен хисепӗ татах пӗчӗкленчӗ. Тутарстанра - 116252, Пушкӑртстанра - 107450, Чӗмпӗр облаҫӗнче - 94970, Самар енче - 84105, Тюмень облаҫӗнче - 25690, Эрӗнпур, Мускав, Сар ту хутлӑхӗсенче - 12-шер пин ытларах, ытти регионта 3-11-шер пин ҫын хӑйӗнче чӑваш юнӗ юхнине уҫҫӑн пӗлтернӗ.

Тулашри чӑваш республикӑринчен хӑвӑртрах хухать. Ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫран кайсан мӑнукӗсем вырӑса тухаҫҫӗ. 1990 ҫулсенче унти йӑхташӑмӑрсене чӑвашла вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ку ӗҫ начарланчӗ.

Чӑваш халӑхне ҫӗр питӗнчен ҫухаласран упраса хӑвармалли вырӑн - республикӑмӑртах. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ял-поселокра 499,8 пин /Чӑваш Енре пурӑнакансен 40,2 %/ ҫын пурӑннӑ. Ку хисепрен Улатӑр, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Комсомольски, Етӗрне районӗсенчи, ытти ҫӗрти вырӑс, тутар, ирҫе ялӗсенче пурӑнакан 70 пин ҫынна кӑлармалла. Ҫапла вара яллӑ вырӑнта 429 пин майлӑ чӑваш пурӑнать.

«Чӑвашлӑх - ялта. Ял пурӑнсан чӑваш пулӗ, йӑх тӑсӗ», - тенине час-часах илтетпӗр. Хулана куҫнӑ чӑваш ачи пурӑна киле пур пӗр вырӑсланать. Чӑваш чӗлхине упракансем, ӑна ламран лама тӑсакансем - ялта. Халӑхӑмӑр шанӑҫӗ - ялти ҫамрӑк ҫемьесенче.

Шел те, иртнӗ ҫирӗм ҫулта ялта ача ҫураласси ҫуллен чакса пычӗ. Вилекене ытларах шута илнӗ. Каялла чакни халӗ те ура хурать /Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче ҫеҫ ҫуралакан вилекенрен нумайрах/. Чӑваш халӑхне, унӑн чӗлхине хӳтӗлеме тивӗҫлӗ республика влаҫӗн ял ҫыннисен шутне ӳстерес тӗлӗшпе сулмаклӑ утӑм тумалла. Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗнче тӑван чӗлхене хӳтӗлесе хӑварас тӗллевпе патшалӑх программи йышӑнма сӗннӗччӗ. Тен, чӑваш чӗлхине вӑл ҫеҫ вилӗмрен ҫӑлӗ?

Ырӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртме чӑрмантараканни пайтах. Иртнӗ ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Хыркасси /Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ/, Кӳкеҫ, Ҫӗнӗ Тренккасси, Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗсенчи шкулсемпе ача сачӗсене ҫитсе кӑсӑклантӑм. Вӗрентекенсемпе ача пӑхакансем шкул-садикре е вӗсен тулашӗнче /чӑваш чӗлхи урокӗсемсӗр пуҫне/ ачасемпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫаҫҫӗ. Хыркассинчи ача пахчин ертӳҫинчен: «Чӑваш ачисемпе мӗншӗн вырӑсла ҫеҫ калаҫатӑр? Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫма район администрацийӗн вӗренӳ пайӗнчен хушаҫҫӗ-и?» - тесе ыйтрӑм. «Вырӑсла ҫеҫ калаҫма ашшӗ-амӑшӗ ыйтать. Вырӑнти влаҫ органӗнчен никам та хушман», - пулчӗ хурав. Чӑваш ялӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачине вырӑсла кӑна калаҫтарма ыйтать тенине ӗненме йывӑр.

Ялта ачасем пӗчӗкрен пӗр-пӗринпе тата ҫемьере тӑван чӗлхепе калаҫса ӳсмесен каярахпа унран писесси куҫ кӗрет. Чӑваш чӗлхипе литература урокӗнче кӑна тӑван чӗлхене юратма вӗрентеймӗн. Вырӑслатас туртӑм ытти чӑваш районӗнче те вӑй илнӗ. Райцентрсенче пур чухне те тенӗ пекех - шкул-садикре, вӗсен тулашӗнче, ҫемьере - республикӑн иккӗмӗш патшалӑх чӗлхипе /вырӑсла/ калаҫаҫҫӗ. Пӗр енчен - лайӑх: хамӑр ҫӗр-шыв чӗлхине сума сӑватпӑр. Ҫакӑнпа пӗрлех ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Республикин пӗрремӗш чӗлхипе калаҫманни е калаҫайманни пӑшӑрхантарать. Ҫулсем иртнӗҫемӗн чӗлхемӗр иксӗлес хӑрушлӑх ытла та пысӑк.

Ял ҫынни лайӑхрах пурӑнтӑр тесе федераципе республика хыснинчен социаллӑ тӗрлӗ программӑна пурнӑҫлама, аграрисен тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарма укҫа ҫуллен уйӑраҫҫӗ. Анчах вӑл ял пурнӑҫне палӑрмаллах лайӑхлатма ҫителӗксӗр. Ахӑртнех, чӑваш ҫавӑнпах ӗрчесшӗн мар. Хӑйне патшалӑх лайӑхрах пӑхсан ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ытларах ҫавӑрӗччӗ, ача нумайрах ҫуратӗччӗ. Федераципе республикӑран паракан амӑшӗн капиталне ырлатӑп. Унпа - 500 пин тенкӗпе - нумайӑшӗ пӳрт тума усӑ курать. Анчах укҫа перекетлесе пысӑк мар ҫурт-йӗр ҫавӑрма та 1,5 млн тенкӗрен кая мар кирлӗ. Нумай ҫамрӑк шухӑшласа пӑхать те чӑматан ҫӗклесе хулана ҫул тытать. Хваттер туянмалӑх кӗмӗл ӗҫлесе илме ӗмӗтленет, ҫемье ҫавӑрать, общежитире е ҫын патне хваттере кӗрсе пурӑнать. Ачисем тӑван чӗлхене ӑша хываймаҫҫӗ.

Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк тӑван вырӑнтах пурӑнма юлтӑр тесен мӗн тумалла? Ӑна районта ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтермелле. Унта тӗрлӗ производство ытларах уҫасчӗ. Кашни ҫын валли ӗҫ пултӑр. Ӑна шыраса тӗнче касса, алӑ тӑсса ан ҫӳретӗр. Ял-йышпа пурӑнӗ, тӑван чӗлхе те упранӗ.

n Юрий МИХАЙЛОВ

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.09 18:09
Вот тĕрĕс çырать Петюк пичче. Интернетра вĕрентекенсем нумайланса пыраç,ĕçлес шухăш сахалтарах. Вĕсенчен пĕри Акасапар-хăта. Интернетра палкаса ларасси те профеççи пулса пырать. Тĕлĕнмелле, пĕр 5 çул та иртмерĕ интернет анлă сарăлса кайни. Кун пек темпсемпе кайсан выçса вилеппĕр вĕт!
Agabazar // 4340.3.0022
2014.01.09 19:10
Agabazar
"Борăн" тата ун умĕнчи сайтçăн тăнлантарăвĕ акă мĕне аса илтерчĕ.

...1941-мĕш çул. Кĕркунне. Мускав. Пурте фашистсен тапăнăвне сирсе яма хатĕрленеççĕ: баррикадасем, "чĕрĕпсем" ăсталаççĕ, сывлăш шарĕсем тата ытти çавнашкал ĕçсем... Çакăнта пĕри пырать те ÿкĕтлеме пуçлать:"Мĕн пустуй аппаланмалли пур, нимĕçсене пĕрех чараяс çук, тавайăр киле, ăшă çĕре!"

Кам теме пулать çавнашкал "шептуна"? Тата ăна мĕнле шăпа кĕтет пек?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.09 19:23
Акасапар,эс чăвашла вулама пĕлетни.Эпĕ тата Петюк шăп та шай сана ĕçлеме,"чĕрĕп" ăсталама, сывлăш шарĕ çакма чĕнекеннисем. Эс, яланах ухмаха перекен Акасапар, çын çине ан йăвантар.
Тимӗр // 1745.04.8624
2014.01.09 22:17
акпасар,,баррикада тума тухмалла сан!А эсĕ саккун ирĕк панипе пĕр пин тенкĕ шеллетĕн мăнаçлă чăваш чĕлхипе çырнă банер валли.Вăт сан пеккисемпе вăрçă вăхăтĕнче мĕн пулатчĕ-ши Мускава хÿтĕленĕ чух?.Унта интернет пулман.
Якур // 4383.6.4293
2014.01.09 23:42
Акапасар мана аса илтерчĕ леш хайхи вăрçă çинчен хывнă кинори Полипов персонаж çинчен. Шăп та каснă лартнă çав персонаж. Ыттисене хĕтĕртет, кавар тăвать. Анчах хăй тĕпсакайĕнче пытанать. Маттур Акапасар, пит пурнасшăн. А эпĕ, айванскер, ниепле те тăна кĕримастăп: мĕншĕн-ха Акапасар пухусене, пулăмсене, урамри митингсене çÿреместь? Паян паллă: пит нумай пурнасшăн.
Петюк пичее // 4186.57.1361
2014.01.12 20:14
Эх-хе-хе, ачамсем! Мĕнле пурăнмалла тет ялăн чăваш ан пĕттĕр тесен? Питĕ аякра тăратăр çке ялтан.Мĕнле пурăнать паян чăваш ялĕ?! Мĕн çинчен шухăшлать ял çынни?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.13 10:30
Петюк пичче, ял çыннине ĕç вырăнĕ кирлĕ. Пирĕн пеккисен, хулара пурăнса "мăкланнисен"(çав шутра Акасапар) яла тапранса уттармалла, ĕç вырăнĕсем уçмалла. Эп халлĕхе вырăн уçнă. Раççей Патшалăхĕ кăштах пулăшсан татах темиçе вырăн уçасшăн. Акасапарпа кунта тĕркĕшсе ларнипе нимех те пулаймĕ. Акасапарĕ гимнсем çыртăр, кĕввисене хума ĕç вырăнĕ хатĕрлетĕр.
Петюк пичче // 4186.57.1361
2014.01.13 20:46
bor1959 шаллам, эсе пурнас сынних пулмалла. Яла ес кирле. Пер ырам ес туран пулсан -Турра шекер! Теприне тума Тура пулаштар сана. Ялта арсынсем сук ске, исмаса. Йокарный бабай тепер тесен. Пуррисем те хупхра-ескере. Ача-пача сасси мисе сул илтмен ялта.
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.14 15:28
Петюк пичче,ахальте чăваша упрас ĕçе ял çине йăвантарма пăхаç хулари чăвашлăхпа çыхăннă укçалла ĕçлекенсем.Килĕсенче чăвашла калаçма пуçламасăр улшăну пулас çуккине пĕлсе тăрсах тем пăтратаççĕ ĕтĕ.
Якур // 2786.34.2194
2014.01.14 23:16
Тĕрĕс калаçатăр ĕнтĕ Петюкпа Атнер. Мĕн калассăм килет, енчен те ялти хастарсем те хулана сирпĕнчĕç пулсан, яла юлнисем çине шанчăк сахал. ĔÇ вырăнĕ çук ялта, арçынĕ-хĕрарăмĕ укçа çапма аякка каяççĕ. Сцена çинче Вихтăр Петровпа Виталий Сергеев ахăраççĕ: ялти юлнă хĕрарăмсем мĕн çапни пирки. Кунта пире Акапасар юмах ярать.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем