Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпар»: Ял пурӑнсан - чӑваш пӗтмест

«Хыпар»29.10.2013 09:2729275 хут пӑхнӑ

Совет Союзӗнче халӑх ҫыравне темиҫе те ирттернӗ. 1979 ҫулта - 1,751 млн, 1989 ҫулта 1,842 млн чӑваша шута илнӗ. Халӑхӑмӑра 2010 ҫулхи ҫыравринчен чылай тӗрӗсрех шутланӑ. Ун чухне шутҫӑ вӑл е ку ҫын чӑваш пулнине паспортне пӑхсах пӗлнӗ, тӑватӑ ҫул каяллахи пек: «Эсир хӑш наци ҫынни?» - тесе ыйтман.

Паспортран «Национальноҫ» графана кӑларнӑ хыҫҫӑн ирттернӗ ҫырав Раҫҫей Федерацийӗнче 2010 ҫулта 1435872 чӑваш пурӑннине, халӑхӑмӑр 1989 ҫул хыҫҫӑн 406128 ҫын ҫухатнине кӑтартрӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ 1990 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунчченех вилекенсем ҫуралакансенчен нумайрах пулнинче кӑна мар - нумайӑшӗ тӗрлӗ сӑлтава пула чӑваш пулнине тӳррӗн каламаннинче те. Пысӑк пайӗ хӑйне вырӑс тенӗ. Шутлавҫӑ ыйту памасӑрах ҫырса хунӑ. Халӑха демократи панӑ-ҫке. Кирек хӑш нацие те суйласа илме пултаратпӑр. Чӑн та, ҫавнашкал шухӑш тытнисенчен ытларахӑшӗ федерацин патшалӑх чӗлхине килӗштерет.

Республикӑри 814750 ҫын 2010 ҫулта чӑваш пулсах пурӑнас тенӗ. Унтанпа тӑватӑ ҫул иртрӗ, кунашкал шухӑшлисен хисепӗ татах пӗчӗкленчӗ. Тутарстанра - 116252, Пушкӑртстанра - 107450, Чӗмпӗр облаҫӗнче - 94970, Самар енче - 84105, Тюмень облаҫӗнче - 25690, Эрӗнпур, Мускав, Сар ту хутлӑхӗсенче - 12-шер пин ытларах, ытти регионта 3-11-шер пин ҫын хӑйӗнче чӑваш юнӗ юхнине уҫҫӑн пӗлтернӗ.

Тулашри чӑваш республикӑринчен хӑвӑртрах хухать. Ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫран кайсан мӑнукӗсем вырӑса тухаҫҫӗ. 1990 ҫулсенче унти йӑхташӑмӑрсене чӑвашла вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ку ӗҫ начарланчӗ.

Чӑваш халӑхне ҫӗр питӗнчен ҫухаласран упраса хӑвармалли вырӑн - республикӑмӑртах. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ял-поселокра 499,8 пин /Чӑваш Енре пурӑнакансен 40,2 %/ ҫын пурӑннӑ. Ку хисепрен Улатӑр, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Комсомольски, Етӗрне районӗсенчи, ытти ҫӗрти вырӑс, тутар, ирҫе ялӗсенче пурӑнакан 70 пин ҫынна кӑлармалла. Ҫапла вара яллӑ вырӑнта 429 пин майлӑ чӑваш пурӑнать.

«Чӑвашлӑх - ялта. Ял пурӑнсан чӑваш пулӗ, йӑх тӑсӗ», - тенине час-часах илтетпӗр. Хулана куҫнӑ чӑваш ачи пурӑна киле пур пӗр вырӑсланать. Чӑваш чӗлхине упракансем, ӑна ламран лама тӑсакансем - ялта. Халӑхӑмӑр шанӑҫӗ - ялти ҫамрӑк ҫемьесенче.

Шел те, иртнӗ ҫирӗм ҫулта ялта ача ҫураласси ҫуллен чакса пычӗ. Вилекене ытларах шута илнӗ. Каялла чакни халӗ те ура хурать /Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче ҫеҫ ҫуралакан вилекенрен нумайрах/. Чӑваш халӑхне, унӑн чӗлхине хӳтӗлеме тивӗҫлӗ республика влаҫӗн ял ҫыннисен шутне ӳстерес тӗлӗшпе сулмаклӑ утӑм тумалла. Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗнче тӑван чӗлхене хӳтӗлесе хӑварас тӗллевпе патшалӑх программи йышӑнма сӗннӗччӗ. Тен, чӑваш чӗлхине вӑл ҫеҫ вилӗмрен ҫӑлӗ?

Ырӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртме чӑрмантараканни пайтах. Иртнӗ ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Хыркасси /Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ/, Кӳкеҫ, Ҫӗнӗ Тренккасси, Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗсенчи шкулсемпе ача сачӗсене ҫитсе кӑсӑклантӑм. Вӗрентекенсемпе ача пӑхакансем шкул-садикре е вӗсен тулашӗнче /чӑваш чӗлхи урокӗсемсӗр пуҫне/ ачасемпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫаҫҫӗ. Хыркассинчи ача пахчин ертӳҫинчен: «Чӑваш ачисемпе мӗншӗн вырӑсла ҫеҫ калаҫатӑр? Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫма район администрацийӗн вӗренӳ пайӗнчен хушаҫҫӗ-и?» - тесе ыйтрӑм. «Вырӑсла ҫеҫ калаҫма ашшӗ-амӑшӗ ыйтать. Вырӑнти влаҫ органӗнчен никам та хушман», - пулчӗ хурав. Чӑваш ялӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачине вырӑсла кӑна калаҫтарма ыйтать тенине ӗненме йывӑр.

Ялта ачасем пӗчӗкрен пӗр-пӗринпе тата ҫемьере тӑван чӗлхепе калаҫса ӳсмесен каярахпа унран писесси куҫ кӗрет. Чӑваш чӗлхипе литература урокӗнче кӑна тӑван чӗлхене юратма вӗрентеймӗн. Вырӑслатас туртӑм ытти чӑваш районӗнче те вӑй илнӗ. Райцентрсенче пур чухне те тенӗ пекех - шкул-садикре, вӗсен тулашӗнче, ҫемьере - республикӑн иккӗмӗш патшалӑх чӗлхипе /вырӑсла/ калаҫаҫҫӗ. Пӗр енчен - лайӑх: хамӑр ҫӗр-шыв чӗлхине сума сӑватпӑр. Ҫакӑнпа пӗрлех ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Республикин пӗрремӗш чӗлхипе калаҫманни е калаҫайманни пӑшӑрхантарать. Ҫулсем иртнӗҫемӗн чӗлхемӗр иксӗлес хӑрушлӑх ытла та пысӑк.

Ял ҫынни лайӑхрах пурӑнтӑр тесе федераципе республика хыснинчен социаллӑ тӗрлӗ программӑна пурнӑҫлама, аграрисен тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарма укҫа ҫуллен уйӑраҫҫӗ. Анчах вӑл ял пурнӑҫне палӑрмаллах лайӑхлатма ҫителӗксӗр. Ахӑртнех, чӑваш ҫавӑнпах ӗрчесшӗн мар. Хӑйне патшалӑх лайӑхрах пӑхсан ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ытларах ҫавӑрӗччӗ, ача нумайрах ҫуратӗччӗ. Федераципе республикӑран паракан амӑшӗн капиталне ырлатӑп. Унпа - 500 пин тенкӗпе - нумайӑшӗ пӳрт тума усӑ курать. Анчах укҫа перекетлесе пысӑк мар ҫурт-йӗр ҫавӑрма та 1,5 млн тенкӗрен кая мар кирлӗ. Нумай ҫамрӑк шухӑшласа пӑхать те чӑматан ҫӗклесе хулана ҫул тытать. Хваттер туянмалӑх кӗмӗл ӗҫлесе илме ӗмӗтленет, ҫемье ҫавӑрать, общежитире е ҫын патне хваттере кӗрсе пурӑнать. Ачисем тӑван чӗлхене ӑша хываймаҫҫӗ.

Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк тӑван вырӑнтах пурӑнма юлтӑр тесен мӗн тумалла? Ӑна районта ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтермелле. Унта тӗрлӗ производство ытларах уҫасчӗ. Кашни ҫын валли ӗҫ пултӑр. Ӑна шыраса тӗнче касса, алӑ тӑсса ан ҫӳретӗр. Ял-йышпа пурӑнӗ, тӑван чӗлхе те упранӗ.

n Юрий МИХАЙЛОВ

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Укахви аппа // 4186.57.1361
2013.10.29 13:19
Сапла, Юркка! Шел, чаваш яле те Атлантида пекех сухалать. Вата сынсем те, есер (аншарлисер пуранайман) хусахсем ялсенче. Мен кетмелли весенчен? Менле ача-пача сурале-ши черкке-мужисенчен?!
Кахви аппа // 4186.57.1361
2013.10.29 13:22
Ку пите пысак сылах. Сутсанталак сылахскерсене малашлах памасть-чирле, сусар ачасем кана суралас. Пурте эпир ялтан тухнаскерсем, кам веренме, кам еслеме, кам качча тухна.
Укахви аппа // 4186.57.1361
2013.10.29 13:23
Пирен кашнинех таван яла, таван киле вай ситне таран пулашмалла-ку тивес пулмалла. Кам таван яленче пахча-симес лартать, кам культура сурче тавать, кам шкул усать....
Укахви аппа // 4186.57.1361
2013.10.29 13:25
Юркка, шухашусем лайах сан. Таван челхене, чаваш ялне-чаваш челхин сапкине упрас тесе хав мен туран? Теслех пур-и?
2013.10.29 18:12
Аксар Чунтупай
Яла текех патшалăх укçа хывнине кĕтсе илеймĕн. Сармантей самани иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Ялта пĕр çынна тытса тăма мĕн чухлĕ укçа кирлĕ - хуларинчен 10 хут ытларах (инфраструктура хакла ларать). Çавăнпа патшалăх фермерсене аталантарать те.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.30 16:43
Аксар çырнине ăнланмарăм."Ялта пĕр çынна тытса тăма мĕн чухлĕ укçа кирлĕ - хуларинчен 10 хут ытларах (инфраструктура хакла ларать)"-ку мĕн çинчен? Ялти халăх( фермерсем валли анчах мар)валли апат-çимĕç,сĕт,какай,кайăк-кĕшĕк, улма, кишĕр, çĕрулми хатĕрлеме Çирĕп заявка-заказ памалла.Ку ĕçре чăваш патшалăхĕ посредник пулмалла.Вара ĕçлет хресчен, пурнать.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.30 16:47
Чăваш хресченнне кăшт кăна вырнаçуллă условисем туса памалла. Паллă,информ хатĕрĕсемпе паха тĕслĕхсене каласах тăмалла,- вара туртăнчĕ ял çынни ĕçлеме.Нимле Мускав та, Чулхулапа Хусан та нумайăшне кирлĕ пулмĕ.
Укахви аппа // 4186.57.1361
2013.10.31 15:22
Тăван яла çуретеп те, пушă пуртсене, мăйан ашса кайнă пахчасене курсан чун хурланать. Таса пахча-çимеç программи çырмалла, таса пахча-çимеç лавккисем усмалла мар-ши тесе шухашсем пырса кçреççĕ. Тата мĕн тума май пур? Шухăшлар-ха!

Страницӑсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем