Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпар»: Ял пурӑнсан - чӑваш пӗтмест

«Хыпар»29.10.2013 09:2728939 хут пӑхнӑ

Совет Союзӗнче халӑх ҫыравне темиҫе те ирттернӗ. 1979 ҫулта - 1,751 млн, 1989 ҫулта 1,842 млн чӑваша шута илнӗ. Халӑхӑмӑра 2010 ҫулхи ҫыравринчен чылай тӗрӗсрех шутланӑ. Ун чухне шутҫӑ вӑл е ку ҫын чӑваш пулнине паспортне пӑхсах пӗлнӗ, тӑватӑ ҫул каяллахи пек: «Эсир хӑш наци ҫынни?» - тесе ыйтман.

Паспортран «Национальноҫ» графана кӑларнӑ хыҫҫӑн ирттернӗ ҫырав Раҫҫей Федерацийӗнче 2010 ҫулта 1435872 чӑваш пурӑннине, халӑхӑмӑр 1989 ҫул хыҫҫӑн 406128 ҫын ҫухатнине кӑтартрӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ 1990 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунчченех вилекенсем ҫуралакансенчен нумайрах пулнинче кӑна мар - нумайӑшӗ тӗрлӗ сӑлтава пула чӑваш пулнине тӳррӗн каламаннинче те. Пысӑк пайӗ хӑйне вырӑс тенӗ. Шутлавҫӑ ыйту памасӑрах ҫырса хунӑ. Халӑха демократи панӑ-ҫке. Кирек хӑш нацие те суйласа илме пултаратпӑр. Чӑн та, ҫавнашкал шухӑш тытнисенчен ытларахӑшӗ федерацин патшалӑх чӗлхине килӗштерет.

Республикӑри 814750 ҫын 2010 ҫулта чӑваш пулсах пурӑнас тенӗ. Унтанпа тӑватӑ ҫул иртрӗ, кунашкал шухӑшлисен хисепӗ татах пӗчӗкленчӗ. Тутарстанра - 116252, Пушкӑртстанра - 107450, Чӗмпӗр облаҫӗнче - 94970, Самар енче - 84105, Тюмень облаҫӗнче - 25690, Эрӗнпур, Мускав, Сар ту хутлӑхӗсенче - 12-шер пин ытларах, ытти регионта 3-11-шер пин ҫын хӑйӗнче чӑваш юнӗ юхнине уҫҫӑн пӗлтернӗ.

Тулашри чӑваш республикӑринчен хӑвӑртрах хухать. Ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫран кайсан мӑнукӗсем вырӑса тухаҫҫӗ. 1990 ҫулсенче унти йӑхташӑмӑрсене чӑвашла вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ку ӗҫ начарланчӗ.

Чӑваш халӑхне ҫӗр питӗнчен ҫухаласран упраса хӑвармалли вырӑн - республикӑмӑртах. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ял-поселокра 499,8 пин /Чӑваш Енре пурӑнакансен 40,2 %/ ҫын пурӑннӑ. Ку хисепрен Улатӑр, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Комсомольски, Етӗрне районӗсенчи, ытти ҫӗрти вырӑс, тутар, ирҫе ялӗсенче пурӑнакан 70 пин ҫынна кӑлармалла. Ҫапла вара яллӑ вырӑнта 429 пин майлӑ чӑваш пурӑнать.

«Чӑвашлӑх - ялта. Ял пурӑнсан чӑваш пулӗ, йӑх тӑсӗ», - тенине час-часах илтетпӗр. Хулана куҫнӑ чӑваш ачи пурӑна киле пур пӗр вырӑсланать. Чӑваш чӗлхине упракансем, ӑна ламран лама тӑсакансем - ялта. Халӑхӑмӑр шанӑҫӗ - ялти ҫамрӑк ҫемьесенче.

Шел те, иртнӗ ҫирӗм ҫулта ялта ача ҫураласси ҫуллен чакса пычӗ. Вилекене ытларах шута илнӗ. Каялла чакни халӗ те ура хурать /Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче ҫеҫ ҫуралакан вилекенрен нумайрах/. Чӑваш халӑхне, унӑн чӗлхине хӳтӗлеме тивӗҫлӗ республика влаҫӗн ял ҫыннисен шутне ӳстерес тӗлӗшпе сулмаклӑ утӑм тумалла. Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗнче тӑван чӗлхене хӳтӗлесе хӑварас тӗллевпе патшалӑх программи йышӑнма сӗннӗччӗ. Тен, чӑваш чӗлхине вӑл ҫеҫ вилӗмрен ҫӑлӗ?

Ырӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртме чӑрмантараканни пайтах. Иртнӗ ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Хыркасси /Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ/, Кӳкеҫ, Ҫӗнӗ Тренккасси, Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗсенчи шкулсемпе ача сачӗсене ҫитсе кӑсӑклантӑм. Вӗрентекенсемпе ача пӑхакансем шкул-садикре е вӗсен тулашӗнче /чӑваш чӗлхи урокӗсемсӗр пуҫне/ ачасемпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫаҫҫӗ. Хыркассинчи ача пахчин ертӳҫинчен: «Чӑваш ачисемпе мӗншӗн вырӑсла ҫеҫ калаҫатӑр? Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫма район администрацийӗн вӗренӳ пайӗнчен хушаҫҫӗ-и?» - тесе ыйтрӑм. «Вырӑсла ҫеҫ калаҫма ашшӗ-амӑшӗ ыйтать. Вырӑнти влаҫ органӗнчен никам та хушман», - пулчӗ хурав. Чӑваш ялӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачине вырӑсла кӑна калаҫтарма ыйтать тенине ӗненме йывӑр.

Ялта ачасем пӗчӗкрен пӗр-пӗринпе тата ҫемьере тӑван чӗлхепе калаҫса ӳсмесен каярахпа унран писесси куҫ кӗрет. Чӑваш чӗлхипе литература урокӗнче кӑна тӑван чӗлхене юратма вӗрентеймӗн. Вырӑслатас туртӑм ытти чӑваш районӗнче те вӑй илнӗ. Райцентрсенче пур чухне те тенӗ пекех - шкул-садикре, вӗсен тулашӗнче, ҫемьере - республикӑн иккӗмӗш патшалӑх чӗлхипе /вырӑсла/ калаҫаҫҫӗ. Пӗр енчен - лайӑх: хамӑр ҫӗр-шыв чӗлхине сума сӑватпӑр. Ҫакӑнпа пӗрлех ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Республикин пӗрремӗш чӗлхипе калаҫманни е калаҫайманни пӑшӑрхантарать. Ҫулсем иртнӗҫемӗн чӗлхемӗр иксӗлес хӑрушлӑх ытла та пысӑк.

Ял ҫынни лайӑхрах пурӑнтӑр тесе федераципе республика хыснинчен социаллӑ тӗрлӗ программӑна пурнӑҫлама, аграрисен тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарма укҫа ҫуллен уйӑраҫҫӗ. Анчах вӑл ял пурнӑҫне палӑрмаллах лайӑхлатма ҫителӗксӗр. Ахӑртнех, чӑваш ҫавӑнпах ӗрчесшӗн мар. Хӑйне патшалӑх лайӑхрах пӑхсан ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ытларах ҫавӑрӗччӗ, ача нумайрах ҫуратӗччӗ. Федераципе республикӑран паракан амӑшӗн капиталне ырлатӑп. Унпа - 500 пин тенкӗпе - нумайӑшӗ пӳрт тума усӑ курать. Анчах укҫа перекетлесе пысӑк мар ҫурт-йӗр ҫавӑрма та 1,5 млн тенкӗрен кая мар кирлӗ. Нумай ҫамрӑк шухӑшласа пӑхать те чӑматан ҫӗклесе хулана ҫул тытать. Хваттер туянмалӑх кӗмӗл ӗҫлесе илме ӗмӗтленет, ҫемье ҫавӑрать, общежитире е ҫын патне хваттере кӗрсе пурӑнать. Ачисем тӑван чӗлхене ӑша хываймаҫҫӗ.

Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк тӑван вырӑнтах пурӑнма юлтӑр тесен мӗн тумалла? Ӑна районта ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтермелле. Унта тӗрлӗ производство ытларах уҫасчӗ. Кашни ҫын валли ӗҫ пултӑр. Ӑна шыраса тӗнче касса, алӑ тӑсса ан ҫӳретӗр. Ял-йышпа пурӑнӗ, тӑван чӗлхе те упранӗ.

n Юрий МИХАЙЛОВ

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Якур // 2149.24.9893
2014.02.09 08:31
Эп каласшăн çавăн пек--Акапасар пурăнсан чăваш пĕтместь тесе. Анчах та ку питĕ кĕске пуласлăх, мĕншĕн тесен ку пурнăçра Акапасар чĕнсе каланисĕр пуçне нимех те тăвасшăн мар, веçех кайран тет вăл. Пулăмсем йĕркелеть кайран, урама тухать кайран,яла каять кайран, чăвашла вĕрентеть кайрам.. тата çавăн пек. Авланма та кайран авланать ман шутпа.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.09 10:03
Акасапар каланине хирĕçлесе:1.Акасапарăн тата манăн ĕçчешсем(чăваш обществинче палăрмалăх ĕçсем тунă хĕрсем тейĕпĕр) публично Думăна каймас тесе килĕшнĕ( вĕсене мĕнпе илĕртнĕ-ку тепĕр ыйту).
2.Эсĕ,Акасапаркка, çав ĕçчешсене Чăвашлăхран Думăна кĕртсе ярас тесе ним те тумарăн.
Халь мĕн макăрса ларан?Вара мĕнле малашлăх?Пулать тепĕр суйлав. Унчченех ĕçлеме пуçла, хастарлăх кăтарт ку пурнăçра, пулас пурнăçра мар.ВАра çитес суйлав хыççăн та шăл йĕрсе ларас тетни?
2014.02.09 12:44
"Советская Чувашия " сайтне кĕрсе вуласа пăхăр-ха. Унта та хаçатри статьясене сÿтсе яваççĕ. 2009-мĕш çулта пĕри Красноармейкий районĕнчи колхоза çĕклесе яма пултарнă, 2014 çулта колхоз банкрота тухнă.Вĕреннĕ пултаруллă çын. Государство пулăшмасан хуть те мĕнпур ратнÿпе яла çĕклеп, -тесе хавхаланса лар, ир пуçласа каçчен ĕçле, халăхĕ те пултăр, ĕçлекен те пултăр, никам та нимĕн те тăваймасть. Хире тухса пĕр кун ĕçлесе курман пулас кунта лăпăртатса ларакансем, пуш сăмах çапса ларатăр.Пĕрне-пĕри темтепĕр каласа кÿрентеретĕр!(Эп хам та шкул вăхăтĕнче кăна уйра ĕçлесе, ачасем колхоз пур чухне колхоза çÿресе)
Якур // 4033.0.8951
2014.02.09 13:40
Вячеслава, ан хурлан,ан макăр. Кала-ха мана,тархасшăн, Трак(Кр.армейски) районĕнче мĕнле ялти калхус пирки сăмах пырать.Кайса килетпĕр, ыйтса пĕлетпĕр. Может кредит илсе тултарнă та ятарласа(преднамереный теççĕ) панкрута тухнă. Паян патшалăх пулăшăвĕпе пĕлсе усă курсан пулать ĕçлеме. Эп каламастăп чечекленесси( процветание)пулать тесе, анчах ял çыннине 10-15 пин памалăх ĕç вырăнĕсем йĕркеленин тĕслĕхĕсем пур.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.09 18:20
Никам та каламаç "Ялта Оазис тăваппăр" тесе.Малтанласа ĔÇ вырăнĕсем тумалла.Халăхăнне шанчăк çуратмалла. Вара курăнĕ Ял вăранать-и унта е çывăрса каять.Паллă ĕнтĕ,форумра палкаса ларнипе ним те пулмаç.Кашни яваплăха ăнланакан чăвашăн утăмсем тумалла.
Agabazar // 3757.96.0470
2014.02.09 18:38
Agabazar
bor1959:"...Паллă ĕнтĕ,форумра палкаса ларнипе ним те пулмаç..."
Эппин тухăр та шăвăнăр, тархасшăн, ку блорумран, шутсăр деловой хоспочын. Эпĕ лаш! сывласа янă пулăттăм реххетленсе.
Agabazar // 4071.56.6426
2014.02.09 18:38
Agabazar
Vyacheslavna // 2087.47.5902
2014-02-09 12:44<<Пĕрне-пĕри темтепĕр каласа кÿрентеретĕр>>

Хисеплĕ Vyacheslavna, хăшпĕрисен кунта, ку блорум-форумсенче, ĕç вырăнĕ мар-ши? Ку тĕлĕшпе мĕн шутлатăр?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.09 18:53
Çук,Акасапар хăта,"Эпĕ лаш! сывласа янă пулăттăм реххетленсе"-теме иртерех-ха!.
Якур // 2472.90.0762
2014.02.09 21:44
Акапасар-тăванăм, тавай ял тăрăхне уттарар. Совет влаçĕ пуçламăшĕнче ялсене хулари хутла пĕлекен пролетариат-сене ярса панă, ялхуçалăха аталантарма эппин. Çавăн пек вăхăт çитрĕ пулмалла. Акапасар каймастăн пулсан пустуй çырма пăрахар эппин.
Петюк пичее // 4186.57.1361
2014.02.10 00:08
Чăвашла калаçнипех чăваш ялне, чаваша упраймиăн çав. Суха пуç тытса пыракан арçынсем кирлĕ, юлташсем, интернетра палкаса ларакансем мар. Чăваш йăхне тăсаканнисем.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем