Agabazar // 3490.43.3869
2013.10.25 13:59 | |
Ман шутпа, ЧНК Президенчĕн вырăнĕ тилхепе тытмалли вырăнах мар... Унта çапах та урăххи малта тăрать пуль. | |
Якур // 2948.88.5589
2013.10.25 23:02 | |
Саня матки, ахалех Кипеч çине сиксе ÿкен. Ун пек хăюллă калаçакан тепре В.Станьял çеç пулнă Ват. Канашĕнче, Никам та итлемеç, итлерĕç ытларах В.Иванова тата А.Леонтьева. | |
Agabazar // 3008.94.4974
2013.10.26 08:06 | |
Кам-ха вăл ЧНК Президенчĕ? Унăн сăмахран, массăллă информаци хатĕрĕсенче, ток-шоусенче чăваш халăхĕн интересĕсене палăртмалла пулать. Вăл шутра — телей килсен, Мускаврисенче те! Сăнас пулать, кам çакна тивĕçлĕ тума пултарĕ. "Чăваш халахĕ хăй айăплă" теме çеç пĕлекенсенчен пархатар çук!!! | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.26 09:56 | |
Акасапар, палăртса-сăнаса çулталăк иртсе кайрĕ сан. Татах тепĕр 5 çул иртет. Ним те çаврăнаçуллă, вырăнлă канаш параймарăн форумри чăвашсене. Пĕрмаях темле адрессемпе ăсатрăн пире. Куна тума ăс-тăн нумаях кирлĕ мар пек. Чипер юл, Акасапар. Пухура сан хăватлă та вырăнлă сăмахна итлеме, тăнлама кайрăм. Только, эс калашле, ненай. Илтимас поль сан сăмахна. Эс кунта анчах паттăр. | |
Agabazar // 2649.99.3341
2013.10.26 18:44 | |
bor1959, Акапасар канашĕсем тĕлĕшпе сахалрах шутлăр (вĕсем сире валли мар) , хăвăр "канашсем" еннелле çаврăнса пăхăр. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.27 09:23 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.27 16:47 | |
Ак иртсе кайрĕ Аслă Пуху. Шутланă пекех. Акасапар чунĕ ура тупань тĕпне анса кайнă. Сăмах тухса калама мĕн чухлĕ ыйтрăмăр, кĕтсе илеймерĕмĕр. Каларăмăр ĕнтĕ, форумра кăна паттăр. Сăмах памасан та ыйтса илмеллеччĕ. Ав Герольд Алексеев мĕнле хăваларĕ президиумран А.С.Иванова( Игнатьев вырăнне ларнине), питĕ хастаррăн. Эс мĕн тăван унта, -терĕ. | |
Якур // 1913.62.8351
2013.10.28 00:37 | |
Пирĕн Акапасар тата Аксар пеккисем Пухура ним те калайман пирки иккĕленÿ нихçан та пулман. Унсăрăн кунта Пăсне кăлармăччĕç вĕсем. Пухура калаçма вара хĕрÿлĕхĕ юлмаç. | |
Васса // 3906.95.8471
2013.10.28 15:39 | |
Якурпа бор1959 ,хăвăр мĕн те пулин тухса калаçрăр-и вара? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 18:37 | |
Эпĕ,Васса тăхлачă,сăмах калама шутламан та,шутланă пулсан тухса каланă пулăттăм.Каламан,мĕншĕн тесен Угаслов, Яковлев тата Николаев Г.М.(Екатеринбург)калани мана пĕтĕмпех тивĕçтерет. Тивĕçтермест Акасапарпа Аксара,çавăнпа вĕсене калама ыйтнăччĕ.Тивĕçлĕ каланине килĕштереттĕмĕр, пуш параппан çапакансем вĕсемсĕрех нумай. |