Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ В.А.Иванов юпан 12-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫат корреспондентне панӑ интервьюна вуланӑ хыҫҫӑн тунсӑх шухӑшӑмсем пушшех вӑйланса кайрӗҫ. Ҫав хушӑрах Конгресс мӗншӗн хавшаса пынин сӑлтавне аванах сисрӗм. В.Иванов хӑйӗн шухӑшне «Тур лашине кӳлме пӗлтӗмӗр...» - тесе ҫирӗплетет. Анчах тилхепине камсем тата мӗнлерех тытса пыни пирки шарламасть, виҫӗ пӑнчӑ кӑна лартса парать. «Пӗр чӗлхеллӗ пуласси, пӗрле юрласси, культурӑна упрасси - пӗрремӗш вырӑнта тӑрать», - тесе ҫирӗплетет вице-президент. Ытла та пӗр енлӗ шухӑшлав мар-и ку? Патриотсем те «аваллӑха упрама тӑрӑшакансем» ҫеҫ. Конгресс ҫурчӗ вара калаҫмалли вырӑн пек кӑна курӑнать. «Унта кӗме чӑваш чӗлхи кӑна кирлӗ, вӑл - чи кирлӗ документ /?/, алӑксем яланах уҫӑ, кашни чӑваш чун ыратӑвне калаҫса ҫӑмӑллатма пултарать», - пӗлтерет В.Иванов. Президенчӗ те, вице-президенчӗ те сайра хутра кӑна пырса кайнӑ чухне кампа калаҫӗ-ха унта кӗнӗ чӑваш?
Конгресс республика пурнӑҫӗнче мӗнлерех вырӑн йышӑнни пирки тулай чӑвашӗсем пӗлсех каймаҫҫӗ. Унӑн хисепне ҫӗклес тесен урӑхларах тӗллевсемпе ӗҫлени кирлӗ. Манӑн шухӑшӑмпа - тӗп вырӑнта халӑха упранса юлма, ӑна хальхи виҫепе аталанма, республикӑна вӑйланма пулӑшасси пулмалла. Конгресӑн правительство лартнӑ тӗллевсенчен айккинче тӑмалла мар. Хутшӑнса ӗҫлемелле, министрсен, депутатсен йӑнӑшӗсене асӑрхаттарма та хӑрамалла мар. Республика Раҫҫейри кашни чӑвашӑн мӑнаҫлӑхӗ пултӑр тесе ӗҫлемелле. Конгресс кӗрсе тухмалли вырӑн ҫеҫ мар, ӑслӑ, мал курӑмлӑ, тӑрӑшуллӑ, укҫашӑн мар, халӑхшӑн, республикӑшӑн ӗҫлекен ҫынсен пӗрлешӗвӗ пултӑр. Чӑвашла калаҫакан кашниех Конгресс членӗ пулма пултараймасть. Чи вӑйлӑ политологсене, социологсене, экономистсене, философсене явӑҫтармасӑр усӑллӑ Конгресс тума ҫук. Халӑх шутӗнчен ытларах ӑс хӑвачӗ кирлӗ!
Пире тепӗр чух пурнӑҫӑн тӗп саккунне тӗрӗс ӑнланманни те айккинелле пӑрса ярать. Лаши вӑл, паллах, - пурлӑх никӗсӗ, экономика. Урапи ҫине вара темӗн те тиенет: шкулсем, культура ҫурчӗсем, больницӑсем, театрсем, стадионсем, хаҫат-журнал, кӗнекесем тата ытти те.
Чылай ҫул каялла эпӗ «чӑваш сӑпки - ялта» тесе ҫырнӑччӗ. Ачи тухса ан ӳктӗр тесен сӑпка тӗпӗ шанчӑклӑ пулмалла. Ҫав шанчӑка пире ӗҫ кӑна парнелет. Ял пурнӑҫне ӗҫ кӑна чун кӗртет. Ҫакӑ пулать те ӗнтӗ авалтан пыракан тӗрӗс йӑла. Ӗҫсӗр ялта юрӑ илемӗ те ҫук, тӑван чӗлхепе калаҫнин те усси сахал.
Хамӑр республикӑра ӗҫ вырӑнӗсем туни тухса кайнӑ вӑй питти ҫынсене килне таврӑнма пулӑшӗ. Хальлӗхе эпир ҫавӑн пек ҫынсен шутне те пӗлместпӗр вӗт-ха. Вӗсем пӗри те В.Иванов е А.Кибеч ҫырнине вуламаҫҫӗ, каланине те илтмеҫҫӗ. Эпир тӑрӑшни ҫерҫисене тупӑран пенӗ евӗр кӑна пулса тухать. Пӗчӗккисемпе ваттисем нимех те тӑваяс ҫук. Пӗрисем - айван, теприсем - ывӑннӑ.
Халӑха упраса хӑварас тесен чӑваш килне, ялне ҫирӗплӗх кӗртмелле. Паллах, ял экономики урлӑ. Ҫавӑ пулать те хальхи политикӑн чи уҫӑмлӑ кӑтартӑвӗ. Глобализаци туртӑмӗ хуҫаланнӑ вӑхӑтра чӑваш ялне ҫӑлса хӑварма пулӗ-ши? Конгрессменсен пуҫне пуринчен ытла ҫак ыйту ыраттармалла. Юрласси, ташласси ҫухалмӗ.
Чӗлхе ыйтӑвӗсенче те ӑнланманлӑх ҫук мар. Чӑвашла калаҫ, чӑвашла вӗрен тенипех ӗҫ тухмасть. Тӑван чӗлхе статусне ӳстерес ӗҫе патшалӑх шайӗпе туса пымасан учительсемпе ҫыравҫӑсен тӑрӑшӑвӗ пысӑк витӗм кӳреймӗ.
Учительсене пухса калаҫасси - пӗр шайри ӗҫ, «ҫывӑрса» ларакан чиновниксене, депутатсене вӑратасси конгресӑн ҫӳлерех шайри ӗҫӗ пулмалла. Юрлаччӑр, савӑнччӑр, анчах политикӑпа экономика ыйтӑвӗсене ан хускатчӑр текенсем те ҫук мар вӗт.
Вӑйлӑ, авторитетлӑ Конгресс чи малтан хамӑр республикӑна кирлӗ. Ыйтӑва ҫакӑн пек лартнӑшӑн ытти регионти чӑвашсем пӗртте хирӗҫ пулас ҫук. Республика ертӳҫисем те ӑнланаҫҫӗ пулӗ тетӗп. Вӑйлӑ Конгреспа вӑйлӑ республика халӑхӑн икӗ ҫуначӗ пулччӑр.
Кӗҫех Конгресӑн VIII съездне ирттермелли кун та ҫитӗ. Хатӗрленӳ ӗҫӗ мӗнле пыни пирки каламӑп. Мӗнле йышӑнусем пулаҫҫӗ-ши? ЧНК Уставне мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗртеҫҫӗ-ши? Ӗҫпе экономика ыйтӑвӗсене малти вырӑна лартас тӗллев пур-ши? Е каллех юрлас, ташлас, концертсем, уявсем ирттерес шайра кӑна юлӗ-ши? Тӗрлӗ йышӑнӑвӑн проекчӗсем пичетре пулӗҫ-ши? Мана темшӗн паян Конгресра кама чӗнмелле е чӗнмелле мар, кама кӗртмелле е кӗртмелле мар, кама сӑмах памалла е памалла мар ыйтусемпе ытларах ӗҫленӗ пек туйӑнать. Ҫӗкленӳ туртӑмне тӗпе хурса ӗҫлени кирлӗ. Лашине кӳлме пулӗ-ха, тилхепине тытма пӗлесчӗ. Ӑна пултаруллӑ та тивӗҫлӗ ҫын аллине парасчӗ.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.