Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1948648 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3037.20.0628
2013.09.11 14:07
Agabazar
Атнер:"Конгресăн президиум ларăвĕнче Ивантаев Угаслов пулăшнипе йĕрке тума пултарчĕ."Чĕннĕхăнасене тата журналистсене хăваласа ячĕ, сăмахне "вырăсла-чăвашла" çăрса çынсене тĕлĕнтерчĕ. Çакна эпир ЙĔРКЕ тетпĕр иккен. Çав вăхăтрах "хупă" ларура мĕн пулнине пачах та пĕлместпĕр.
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.11 16:27
Кам чĕннĕ?Мĕнле хăна?Кунта президиум пулмалла.Хăнăхнă Архипов хăйĕн собутыльникĕсене тата хăйне çулакансене пухса президиум ячĕпе йышăну пекки тума.Телевидение кăларса яни тĕрĕсех мар,паллах.Мĕнрен хăрать Ивантаев?
Agabazar // 1961.26.9966
2013.09.11 20:26
Agabazar
Атнер:"Мĕнрен хăрать Ивантаев?" Хăрать Ларура Илле Иванов пекки сиксе тухасран. http://www.youtube.com/watch?v=pmG1 ... eature=youtube_gdata
Тимӗр // 2248.79.7045
2013.09.11 22:23
Илле Иванов мĕн кашкăр-им? Ма унран хăрамалла?Паллă тата хăюллă журналист-талантлă.Тата халăх ухмах мар вĕт.Илле каланипех темле "переворот"тумĕ.
Якур // 2817.84.9872
2013.09.11 22:36
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: Оппонента кӳрентернĕшĕн
Якур // 2817.84.9872
2013.09.11 22:42
П.Ивантаев нимрен те хăрамасть пуль( пач хăраман çын çуралман теççĕ-ха).Анчах çынни Н.Федорова хирĕç перкелешетчĕ профсоюз пуçлăхĕ пулнă чухне, çавăнпа та кунта Акапасар "канать". И.Иванов пирки те иллюзии не строй, Акапасар. У него своя "игра". Пиарить себя в выгодном свете нац. мученика, заснять все и выставить на Гранты.
Якур // 2578.7.4092
2013.09.12 07:47
Ман шухăша кĕртмерĕ админ, ну мĕнех сиршĕн М.Н.Краснов халь шултра чиновник шутланать. Унран хăратăр,а эп говорю, как есть. Эп унпа пĕрле вĕреннĕ, пĕр казармăра пурĕннă. Кулленхи пурнăçра 30 çул хушшинче те çынна кам иккенне ăнланаймасан, студентсем çĕрулми пуçтарнă чухне 3 кун хушшинчех пăлиятăн "ХУ из ХУ".
Якур // 2578.7.4092
2013.09.12 07:55
Эп Атнер çырнă Архипов собутыльникĕсем çинчен малалла çырасшăнччĕ. Анчах та хĕрÿллĕрех пулчĕ пулмалла. А Акапасар шалти лару-тăруна пĕлмесĕрех рекомендаци парасшăн. "Хупă" ларура Г.Архипов чухне ним те пулма пултараймасть, Акасапар. Максимум К.Портновпа Архипов киле "урă" каяç. Акасапара тахçанах сĕнетпĕр уçă е хупă ларăва пырса курма.
Якур // 2578.7.4092
2013.09.12 08:05
Акасапар чăвашăм. Енчен те Архипов малтан Ларусене "праçник" тума çеç пуçтарăннă пулсан, çав "праçник" кунĕсем халь пĕтсе пыраççĕ. Эс мĕн çав тери Архиповшăн çунан вара, ăна ку статус пенçи çине тухма çеç. Унсăрăн ăна арăмĕ те киле кĕртмеç.
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.13 11:40
Калăр-ха,тархасшăн.Кам паянхи кун "хуçа"конгресра?Архипов,Клементьев е Миша Краснов?Тен Костя Портнова лартмалла унта йĕрке тума?

Страницӑсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем