Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1947407 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2468.44.7389
2013.10.09 00:25
Agabazar
ЧНК куштанĕсем теççĕ-ха кунта... Эп вара çĕнĕ "слоган" валли вырăн тупма сĕнетĕп: ОРГКОМИТЕТ КУШТАНĔСЕМ
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.10 15:18
Оргкомитет вăл Пухăва хатĕрлесе ирттерсе ямалли ушкăн кăна пулĕ ĕнтĕ. Оргкомитет ЧНК-ра лайăх енне улшăну тума пултарчĕ пулсан, ăна Чыс та Мухтав. Хуть вĕсене куштан те, хуть патриот те. Акасапара тепĕр хут ыйтатпăр Пуху ĕçне хутшăнма тата ЧНК-на шалтан пĕлме унта пĕр эрне пырса пурăнма.
Якур // 2513.26.4533
2013.10.15 13:10
Конгрессра мыскарасем пĕпсе пыраççĕ пулмалла.Эрехпе ашкăнкалани те илтĕнмеç. Может ку свежий ветер перемен. Тен чăнахах та улшăнусем килеççĕ. Тен 6-7 çул кĕтмелле те мар. Акасапарăн та, bor-ăн юмор туртăмĕ курăнать. Нет такой антагонии между ними. Вот здорово!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.15 19:49
Çук,Якур,конгрессра мыскарасем малалла,тем более унта суйлатпăр Аккасапара.Сарă-Хĕрлĕ ялав паратпăр та вĕлкĕштертĕр кунĕн-çĕрĕн. Халлĕхе Акасапар хăйĕн пуласлăхне хаклама та пултараймасть-ха! Эп тахçанах Ăна сĕнетĕп пуçлăха.
Якур // 3269.47.7660
2013.10.15 21:54
Акасапар темшĕн конгресс ĕçне хутшăнасшăн мар, пырса "сĕкĕнме" пултарияп и то при определенных условиях терĕ. Вот мĕнле вăл, унăн вăкăр пек кĕрсе каймалла, а вăл торговаться тăвать пасарти пек. Хăй усламçăсене сивленĕ пекки тăвать тата.
Тимӗр // 1138.2.0538
2013.10.15 22:06
Виртуаллă Акапасар юлтăр хăйĕн урапи çинчех.Конгресс пуçлăхĕ пуласси майĕпен палăрать.Угаслов,Клементьев,Лукиянов паянхи кун ларма пултараççĕ пушаннă пукан çине.
Якур // 1218.80.9745
2013.10.16 00:41
Угасловпа Клементьев, тепри Лукианов пуль-ха. Мĕнле кун йĕркипе тухаççĕ-ши вĕсем? Может оппозици енĕпе Иллепе Акасапара кĕртсен вырăнлă пулать?
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.16 11:40
Иллен команда çук.Суд залĕнче пĕр пĕччен тăрса пăх-ха.Халăхшăн кĕрешен,а халăхне кирлех те мар иккен сан кĕрешÿ.Çынсем çĕпĕре кайнă ирĕклĕхшĕн тата тĕрĕслĕхшĕн.Акапасар Муркаша çитсе килеймерĕ пулăшма.
Agabazar // 4040.96.4988
2013.10.16 17:19
Agabazar
Атнер:"Иллен команда çук..." Тин çуралнă папин, сăпкара Уа! Уа! тесе кăшкăрса выртаканскерĕн, чăнах та команда çук! Анчах та Илле чĕчĕ ĕмекен нянюкка мар, çут тĕнчере 58 çул пурăнать. Епле-ха ун команда çук пултăр? Таçтан Америкăран килнĕ çын мар вĕт вăл!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.16 19:58
Акасапар,кам Иллен командинче прогрессивлă, тарăн шухăшлă. Ку, паллах, Акасапар. Анчах иккĕн сахал. Лукианов -çук, Акташ -çук, Чиндыков -çук. Тата кам? Команда çук теме пулать.

Страницӑсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем