Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1948653 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2013.08.28 23:44
Аçтахар Плотников
Лайăх журналист тени кунта «Взяткăри» ĕçĕ мар пуль. «Хыпар» вăхăтĕнчи тата ыттисенчи пуль (эп хам вăл вăхăтра хаçата астумастăп, анчах 1992 çулхи «Хыпар» мана тĕлĕнтерсеччĕ). Палăк лартма та никам та сĕнмест.
Эп хам Илле Ивановăн лайăх ĕçĕсене те курса, япăххисене пĕлместĕп мар. Анчах та çын çине сиксе ӳкни пĕрре те ман шутпа килĕшӳллă мар.
2013.08.28 23:46
Аçтахар Плотников
Ара, «Взяткăра» çыртăр, ЛДПР-та тăтăр, анчах чăвашлăхшăн тăрăшни ун пурах.
Тимӗр // 1118.3.8046
2013.08.30 21:04
Илле Ивановăн 5 е 6 ачаччĕ пулас.Пурне те авалхи чăн чăваш ятне панă.Пурте атте-анне теççĕ,паллах.(Конгресрисен пурте ,паллах,папа-мама.)Пĕр ачине те садике яман вырăсланса ан кайчăр тесе.Чăн паттăр.
Agabazar // 7398.0.4718
2013.08.30 21:51
Agabazar
Ирĕклĕ сăмах Илле Ивановăн 8 (сакăр) ача тет:"Илле Иванов воспитал восьмерых детей." http://www.irekle.org/news/i996.html
василий // 2780.08.4262
2013.08.31 12:03
Чăваш наци ларăвĕнче пĕри те вырăсла калаçмарĕç,пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче чăваш халăхĕн гимăнне юрлани те питĕ витĕмлĕ .
Чăваш патшалăх канашлăвĕсенче çак пулăмсем йĕркеленсен чăвашлăха упраса хăварма пулать пуль.
Халлĕхе кун пекки курăнмасть
Владимир // 1910.33.6228
2013.09.01 15:25
Пирĕн хушăра хăш-пĕри форумсенче чăвашла кăна калаçни, чăвашлăха сыхласа хăварнине пĕлтерет тет. Йынăшать. Ялти халăх халĕ те чăвашла кăна калаçать. Нумайлăха ши? Тепĕр 15-20 çул.
Владимир // 1910.33.6228
2013.09.01 15:29
Ман шутпа чăвашлăха универсалсем кăна çăлса хăвараççĕ: хулари чăваш - вырăсла чăваш, ялти чăваш: чăвашла-вырăс. Пурнас килет пулсассăн- пĕтĕрĕнме вĕрен.
Степан Ш. // 4186.57.1361
2013.09.02 17:57
Иллене мухтас тесе мен кана сырмассе кунта!!!Ачине те садике вырăсланса ан кайчăр тесе яман тени терес мар.Укси сук садикшен туллеме. Ессерскер астан укса пултар унан. Мочалов садикшен туллемест пуле, хе-хе-хе.
Agabazar // 8651.7.1075
2013.09.02 18:34
Agabazar
Тата тепĕр этемкке тупăнчĕ иккен...
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.04 09:41
Акасапар, юрать эс пысăк вырăнлă чиновник мар( хотя сан пеккисем нумай пирĕн патшалăх ертÿçисен тытăмĕнче, çавăнпа шар куратпăр та ĕнтĕ). Вара эс халăха ЭТЕМККЕ, ĔМĔЛККЕ, КУПШАНКĂ, ШĂНА тата ыт. тесе пĕтерĕттĕн( И.Ивановăн та çавăн пек кăмăл пур пек).

Страницӑсем: 1, ... 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем