Эс суралнӑ кун пирӗн пӗчӗк тӗнче улшӑнса кайӗ. Кунран кун эс ҫитӗнсе ураланса мӑнаҫланнӑ ҫемӗн тӑван ҫӗршыв сана кура чиперлене пуҫлӗ. Мӗнпур тӗнче санпа килленсе хастарлӑх ытамлӑхне ҫакланӗ, мӑнаҫлӑ ӗмӗтпе чӗрӗлсе ешерӗ. Сан вӑйна кура пурте сан хыҫҫӑн талпӑнӗҫ, ҫулелле туртӑнӗҫ, сан анлӑ ӗмӗлкӳ айӗнче нимрен шикленмесӗр утӗҫ. Эпир пурте ҫак ҫутӑ тӗнчене пӗр пек килетпӗр, пӗр Ҫӗр-анне сӗткенӗпе ҫитӗнетпӗр, анчах та малалла кашни хӑй ҫулӗпе утать: пӗри малта мӑнаҫлӑн, чӗре вӑйне шеллемесӗр, тепри кайра, сан кӑвар ӑшшинче, асӑрхануллӑн. Тӗнчере кашни хӑй евӗле, кашни хӑй майлӑ. Кашнин хӑйӗн пуласлӑхӗ. Анчах эпир пурте сана кӗтетпӗр, сан ҫине пӑхатпӑр: хӑшӗ вӑрттӑн, ӑмсанса, тепри кулса, тӑрӑхласа. Санран тухакан ҫутӑ чӑтма ҫук вӑйлӑ та палӑрмалла самантлӑ, никама та лӑпкӑн пурӑнма памасть, пурне те хумхантарать: хӑшне тарӑхтарать, теприне хаваслантарать. Эс ҫут ҫине килнӗ вӑхӑт яланах ҫӗре кисрентерет, халӑха вӑратса пӑтрантарать. Кирлех ши ес пире паян? Мӗнле ӑс-тӑн парӑн, ӑҫта хӑв хыҫҫӑн туртӑн? Паян-ыран килес Улӑп...