Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир: Кирлех – ши эс, Чаваш Улӑпӗ, пире паян?

Владимир24.02.2013 12:469288 хут пӑхнӑ

Эс суралнӑ кун пирӗн пӗчӗк тӗнче улшӑнса кайӗ. Кунран кун эс ҫитӗнсе ураланса мӑнаҫланнӑ ҫемӗн тӑван ҫӗршыв сана кура чиперлене пуҫлӗ. Мӗнпур тӗнче санпа килленсе хастарлӑх ытамлӑхне ҫакланӗ, мӑнаҫлӑ ӗмӗтпе чӗрӗлсе ешерӗ. Сан вӑйна кура пурте сан хыҫҫӑн талпӑнӗҫ, ҫулелле туртӑнӗҫ, сан анлӑ ӗмӗлкӳ айӗнче нимрен шикленмесӗр утӗҫ. Эпир пурте ҫак ҫутӑ тӗнчене пӗр пек килетпӗр, пӗр Ҫӗр-анне сӗткенӗпе ҫитӗнетпӗр, анчах та малалла кашни хӑй ҫулӗпе утать: пӗри малта мӑнаҫлӑн, чӗре вӑйне шеллемесӗр, тепри кайра, сан кӑвар ӑшшинче, асӑрхануллӑн. Тӗнчере кашни хӑй евӗле, кашни хӑй майлӑ. Кашнин хӑйӗн пуласлӑхӗ. Анчах эпир пурте сана кӗтетпӗр, сан ҫине пӑхатпӑр: хӑшӗ вӑрттӑн, ӑмсанса, тепри кулса, тӑрӑхласа. Санран тухакан ҫутӑ чӑтма ҫук вӑйлӑ та палӑрмалла самантлӑ, никама та лӑпкӑн пурӑнма памасть, пурне те хумхантарать: хӑшне тарӑхтарать, теприне хаваслантарать. Эс ҫут ҫине килнӗ вӑхӑт яланах ҫӗре кисрентерет, халӑха вӑратса пӑтрантарать. Кирлех ши ес пире паян? Мӗнле ӑс-тӑн парӑн, ӑҫта хӑв хыҫҫӑн туртӑн? Паян-ыран килес Улӑп...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Якур // 1039.8.4424
2013.03.08 10:11
Ĕненмесен, шанмасан вара пурнăç чарăнса ларать. Ун пек шăкăр-макăрсемпе пурнăçа пурăнса иртересси пĕртте çунатлантармаç. Вара чăн чăваш-пăлхарсен яппунсем пек харакири тумалли çеç юлать.
ЯКУР // 1226.89.7408
2013.03.08 15:18
ВОТ Админ ЧНК, Архипов çинчен çыртарасшăн мар. Вара кам çинчен çырмала. Н.Федоров аякра, унăн ĕçĕ-хĕлĕ за семью печатями. Ялти фермер е доярка çинчен çырмалла-ши? Чнк трибуна патне ямасть, Хыпар кун пек ВĔТĔ япаласемпе хăтланмасть. Админ та калать виртуально çыр тесе, эпир космосра мар, халăх хушшинче порнаппăр вĕт!
Анатсем // 1147.26.4283
2013.03.08 18:38
Улăп- çÿллĕ те мăн çын.
Элтепер - çĕршывăн тĕп арĕ.
Пуçлăх - пуç пулса тăракан çын.
Тимер // 3293.96.4898
2013.03.08 22:23
Вĕтĕр-шакăрсемпе хăв та вĕтелсе кайăн.Улăпсем вара хамăр хушăрах нумайăн:Станьял,Мадуров,Кибеч,Агеев,Паски Витти,Юхма,Иван Христофоров.Паллах вĕсем конгреса çÿремеç.Çавăнпа тен вĕсене эс курмастăн.
Игорь Сайман // 2934.84.3754
2013.03.09 13:25
Йĕри-тавра УЛĂПСЕМ пайтах пулсан, мĕншĕн пирĕн пурнăç УЛĂПЛА мар?

Э çук, улăпсем вĕсем чăн пурнăçра мар, халлапра кăна пуль...
Тимер // 3822.85.3544
2013.03.09 14:05
Пуçна ан ус, Сайман тăванăм.Пупле,çыр,юрла чăвашла кашни кун.Ачусем калаçмаç пулсан мăнуксене тăрăш перкелешме чăвашла.Ят хуртарма хăть пултарсан чăвашла "çылăхсем'каçаç кăштах несĕлсем умĕнче.Пурăнатпăр-ха
Якур // 4193.88.9268
2013.03.10 13:04
И.Саймана: Теоринче"Критическая масса" текен япала пур. Халăхăн Улăпĕсем çав массăран иртеймен пуль-ха. Иртсен пурнăç юсанма пуçлани сисĕнме кирлĕ. Теори енчен Акасапар пит ăста, унран вĕренмелле.
Вихтăр // 1039.8.4424
2013.03.23 12:17
Атьăр-ха пурнăçра йĕрке тума хамăртан пуçлар. Часах çавăн пек япала курма пулать: чĕнсе калакансен хваттер площадкинче, подьездра йĕрке çук-тĕнчери йĕрке пирки сÿтсе явма хатĕр. Пĕтĕм ĕçе хамăртан пуçламалла: Чăвашла вĕрентме те, тирпей-илем кÿме те, пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума та.
Вихтăр // 1039.8.4424
2013.03.23 12:21
Тимĕр тĕрĕс çырать, пуçна ан ус Сайман! Пĕлтерĕшлĕ ĕçсем ту та, Çÿлти турă та, Киреметсем те, хамăр Несĕлсем те веçех шута илĕç. Киревсĕр ĕç тăвакансене киремет иртерех Тÿпене пуçтарăнма хистеть, пуçтарса кайма пултарать. Ырă ĕçсем патне туртăн, Акапасар!
Вихтăр // 3543.04.6052
2013.03.30 00:53
Кирлех Чăваш Улăпĕ,Сайман( ав мĕнле чăнкă псевдоним сан, кун пек ятпа ни много ни мало Атаман пулмалла). А эсĕ пур Улăп пуласса та шанмастăн. Кайсын Кулиев асăну кунне 29-мĕш (пуш уйăх) хутшăнмарăн. Кавказри Балкарсен йышĕ пĕр 120 пин юлсан вĕсем хĕсĕрленсе ÿкнĕ те вĕсен йыш хушăнма пуçланă. Çав саманта кĕтетĕн-им?

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем