Игорь Сайман // 1240.39.3041
2013.01.24 19:00 | |
"Переговорите откровенно, что называется «по душам», и вы убедитесь, что «четверки» и « пятерки» в наших школах ставят только за толерантное отношение к предмету и самому учителю чувашского языка и литературы. Грубо говоря, чтобы «не вякал» и не произносил шовинистические фразы хотя бы в стенах школы…" http://россиябездураков.рф/issues/8298/ | |
Agabazar // 1240.39.3041
2013.01.24 19:12 | |
УПАÇÇИ ХĂТАНА. "Усси çук, усси çук!" текелесе чăвашла вĕрентессине пачах пăрахăçлама пултараççĕ вĕт! Çакăнтан хăрамастăр-и эсир? ÇАПЛА МАЙПА ТЕПĔР ИНКЕКЕ ЙЫХĂРСА ИЛМĔПĔР-ШИ ХАМĂР СИСМЕСĔРЕХ? Мĕнлерех шутлатăр-ши кун пирки? | |
Agabazar // 1240.39.3041
2013.01.24 19:17 | |
Аксар Чунтупай хăта, эсир темăна вырăсла уçрăр-ха та, эп вара кунта чăвашла пĕлменнисем килсе ерессе шанмастăп. Хамăр пеккисем 3-4 çын тупăнсан та Слапух Турра темелле. Тавах сире çак темăшăн! | |
Тимер // 3464.23.7236
2013.01.24 22:13 | |
Вăйпа вĕрентнин усси çук.Тарăхтарни кăна.Пустуй укçа вăхăт ирттерни.Классран 5-6чăннипех вĕренес текенсем питĕ аван пулмалла.Тен,чăннипех вĕренме пултарĕç.Килте чăвашла калаçсан. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.01.24 23:05 | |
Ку ыйтăва çавах политика шайĕнче пăхмалла.
Пĕрре — чăвашла çырма вĕренес текенсен мĕн тумалла? Вĕсем пулаççех. Эп ирттерекен литература конкурсĕсене хулари шкулсенчен сахал мар хутшăнаççĕ... Иккĕ — тăван чĕлхене вĕренесси ирĕклĕ пулмаллипе пĕрре те килĕшмелле мар. Калаçу чĕлхине вĕренччĕр, анчах та вăл обязательный предмет пулмалла. | |
Agabazar // 3049.89.1837
2013.01.24 23:15 | |
"Ирĕклĕн вĕренмелле" текен шухăша провокаци тесе шутламалла, ăна(çав шухăша) ХĔРТНĔ ТИМĔРПЕ ХĂВАЛАМАЛЛА. | |
Agabazar // 3049.89.1837
2013.01.24 23:58 | |
Ак çак çын латыш чĕлхине хăй ирĕкĕпе вĕреннĕ-ши е ПУРНĂÇ ЫЙТНИПЕ?
http://pribalt.info/content/nil-ushakov | |
Владимир // 1543.87.9598
2013.01.25 00:32 | |
Россия Конституцийĕнче Чăваш Республики валли уйрăм статья çырман-тăр вĕт вырăсла кăна вĕрентмелле тесе?! Пирĕн Татарстана пăхса вĕренĕр! Никамран -та ыйтса тăмаççĕ,пурне-те тутарла вĕрентеççĕ,хăш-пĕр чухне тутарла уроксем вырăслинчен нуммайрах-та вĕрентеççĕ май тупса. | |
Agabazar // 1678.86.5272
2013.01.25 15:30 | |
Владимир, ку тĕлĕшпе юлашки вăхăтра Тутарстана та "шеллеми" пулчĕç. КУН ПИРКИ УПАÇÇИ ÇЫРНИСЕНЧЕ ТЕ КАЛАНĂ. http://ubasi.livejournal.com/223551.html | |
Аксар Чунтупай // 3814.13.8045
2013.01.25 17:29 | |
Ĕмĕрхи ыйту: мĕн тумалла? Методикăна улăштармалла теççĕ... Анчах та ытти методикăпа асăннă чĕлхе урокĕ эрнере 12 сехетрен кая мар пулмалла теççĕ... Акăлчан чĕлхипе (эрнере 3 сехет вĕреннипе) кам та пулин калаçма вĕренчĕ-ши? Пур-и ун пеккисем? |