Agabazar // 1651.47.6996
2013.01.25 18:27 | |
ĔÇ МЕТОДИКĂРА МАР Кун пек калани - эпир чăн-чăн ыйтусенчен айккинелле пăрăнма хăтланнине пĕлтерет. Леш хайхи пуçне хăйăр ăшне чикекен страус пек. Тĕллевсемпе тĕллевлĕхсене палăртман: мĕн ТĔЛЛЕВПЕ вĕрентетпĕр эпир чăш чĕлхине? | |
Пуян // 2439.78.4821
2013.01.25 18:51 | |
Чĕлхе пирки калаçнă чух пĕр утăм та чакма юрамасть.Куратăр пуль, импери политики вăранма пуçларĕ. | |
Атнер // 3634.54.5561
2013.01.25 18:56 | |
Мĕншĕн пĕтекен чăваш чĕлхине вырăс ачисене вăйпа вĕрентесшĕн?.Эсир мĕн ухмаха эрнĕ-им?Мĕн усси?Кама кирлĕ?Чăвашла вĕрентекенсен хăйсен ачисем килте чăвашла калаçаç-и? | |
Пуян // 2439.78.4821
2013.01.25 19:06 | |
Чĕлхе юлашки тытăм.Хулари ача пахчисене чăвашлатма тахçанах вăхăт çитнĕ.Пĕтĕм вăйа пухса (çак стратеги енчен тĕрĕс пулмалла)çак ĕçе пуçлас пулать.Конституци тăрăх ачана ,патшалăх тăван чĕльхепе ÿстерсе аталантарма тивĕç. Чăваш ачисем ют патшалăх çыннисем мар пулĕ тетĕп. | |
Пуян // 2439.78.4821
2013.01.25 19:11 | |
Хуласенче чăваш чĕльхи аталантармалли ятарлă программа хатĕрлес пулать. Пÿçлăхсене явăçтармасăр сÿтсе явса халăхра салатас пулать ăна.Кайран çеç çавна чиновниксен сăмси айне хурса парас пулать. Пăхăпăр унта,халăх ырланă программăна хирĕçлеме йывăртарах пулĕ. | |
Игорь Сайман // 1651.47.6996
2013.01.25 20:28 | |
Атнер, ЭСИР ТăШМАН-И Е АЙВАН-И? Калăр тÿрех, "Мана чăваш чĕлхи кирлĕ мар!" тесе. МĔН ИКĕПИТЛЕНСЕ ЛАРМАЛЛА? "Ирĕклĕн" вĕренекен чĕлхене ВИЛĔМ кĕтет. КУ ÇУТÇАНТАЛĂК САККУНĔ. Эсперанто, суахили, майя,ирокез чĕлхисене ирĕклĕн вĕренме пултаратăр. Чăваш чĕлхи тĕлĕшпе ку енĕпе ЫЙТУ ТА ЛАРТМА ЮРАМАСТЬ! | |
унтри // 3458.11.7553
2013.01.25 20:45 | |
Паян доллар акăлчанла калаçтарать, кĕçвĕç юань китайла калаçтарĕ. Çăкăра чăваш сумĕпе илме пуçласанах чăваш чилхи çине куçăпăр. | |
Игорь Сайман // 2838.42.4955
2013.01.25 22:58 | |
Унтри, акăлчан тата китай чĕлхисене мĕн-ма асăнмалла? Вĕсем чăваш чĕлхин конкуренчĕсем мар вĕт! | |
Игорь Сайман // 2838.42.4955
2013.01.25 23:06 | |
Пуян:"Куратăр пуль, импери политики вăранма пуçларĕ."
Ку политика нихçан та çывăрман. | |
Пуян // 8029.6.1071
2013.01.26 07:16 | |
http://forum.na-svyazi.ru/?showtopi ... &st=0entry11193654 Етĕрне форумĕнче пĕчченех чăвашла ача пахчисем"тăватăп".Май пулсан хутшăнăр. |