якур // 3555.60.0641
2013.03.13 01:00 | |
Акасапар, пирĕн Республикăра та мигрантсем чылай( узбексем, таджиксем, ...), вĕсемпе эсĕ узбекла е эсперанто чĕлхипе калаçасшăн? | |
Agabazar // 1528.04.3839
2013.03.13 10:44 | |
Мĕн каласшăн вара кунпа? Вырăсла ирĕксĕр вĕрентме юрать те чăвашла апла тума юрамасть тесшĕн-и? Сăмах май каласан, дворник çÿп-çапа ЧĔЛХИПЕ мар, шăпăрпа, кĕреçепе тасатать. | |
Тимер // 3274.80.5929
2013.03.13 14:24 | |
Акапасар.Эс тĕлĕнмелле маттур калаçан.Чĕлхе пирки пĕтĕмпех тĕрĕс калан.Анчах ма эсĕ пире тĕл пулмастăн кулленхи пурнăçра?Ăçта эс Тымарлана лавккара е троллейбусра,кантурта чăвашла калаçнăшăн сĕмсĕррĕн кÿрентернĕ чух.Милицие илсе кайнă чух? | |
Якур // 1039.8.4424
2013.03.13 16:32 | |
Акасапар, эп каласшăн: уйрăмлăх пуррине ăнланмалла. Пĕтĕмпех хамăртан килет: П.Краснов интервьюне пăх та сана пĕтĕмпех паллă пулать. Чиновниксем влаçа мĕн тума кĕни:саншăн-маншăн пуçа ватма мар,паллах. | |
Agabazar // 2763.75.3640
2013.03.14 21:08 | |
Тимер, Акапасара тĕресех ÿпкелетĕн пуль-ха... Анчах унпа пĕрлех Иванов, Петров, Сидоровсене те манса ан кай... Тата хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламан тиексене. Атту мĕнле пулса тухать-ха? Ĕçлекенсен бригади пур тейĕпĕр:наяннисем, ĕçченнисем, пач юрăхсăррисем... Бригадирăн ĕсченнисене çеç хушусем памалла-им вара?◊Лешсенчен усси çук тесе◊ | |
Тимер // 2779.41.3125
2013.03.15 12:22 | |
Акапасар.Вăхăт çитет: унта кайсан чи малтан ыйтаç хăв конкретно мĕн турăн тесе.Cайтра бесплатнăй совет парса ларнине кăна йышăнмаса та пултараç несĕлсем.Ыттисем çине йăвалантарасси-айвансен тивлечĕ. | |
Agabazar // 2739.21.1333
2013.03.15 19:26 | |
Э-эх!.. Каллех юраймарăмăр! Акапасартан ыйтаç пуль-ха та, анчах лешхайхисене татах асăнмарăр ЫТЛА ТА ХЫТĂ ШЕЛЛЕТĔР-ÇКЕ МИНИСТРСЕМПЕ ЫТТИ ТИЕКСЕНЕ! Мĕнпурĕшĕн айăпли Акапасар пулса тухать. Ку сайта кĕмен пулсан Тимер чăпăркки тивес те çукчĕ. Çуреп хама валли синкек шыраса... | |
Якур // 1039.8.4424
2013.03.16 10:34 | |
Акасапар, Тимĕр чăннине поплеть. Министрсем пирки ан кăсăклан, вĕсен турри пирĕнчен уйрăм. Атăрь-ха хамăрăн утăмсемшĕн явап тытма вĕренер. Ун хыççăн ыттисенчен те ыйтма намăс пулмĕ. Мĕнпурĕшĕн айăплама сана иртерех-ха, элтепер мар халлĕхе эсĕ( тепĕр тесен сана элтепер пулма чĕнсе каланăччĕ, килĕш). | |
Атнер // 2558.50.5059
2013.03.16 13:09 | |
Пуçна ан ус Акапасар.Чи пахи санăн чăвашлăхшăн чун ыратни.Эс хăть спекуляци тумастăн чăвашлăх темипе.Пурте кĕрешÿçĕ пулаймаç пуль Тымарлан пек. | |
Agabazar // 3971.97.3051
2013.03.17 13:50 | |
Хам пирки "чун ыратать" теме пултараймастăп эп. Ĕç урăххинче...
Акă тата тепĕр усăллă хыпар. http://atalanu.com/хыпарсем ... |