Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.4 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Чӑваш халӑхне ПРЕЗИДЕНТсӑр хӑварчӗҫ

04.09.2011 10:2614005 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Чӑваш Патшалӑх канашӗн депутатчӗсем ( "Единая Россия" ушкӑнӗ ) ҫак тискерлӗхе туса хучӗҫ. Игорь Моляков, Виктор Ильин, Андрей Кулагин депутатсем ҫеҫ хирӗҫ тӑрса каларӗҫ. Паян - Президентсӑр, ыран - Республикӑсӑр, тепӗр кун - чӗлхесӗр тӑрса юлӑпӑр. Чӑваш Республикин Конституцийӗне халӑхпа калаҫмасӑр, унтан вӑрттӑн, Пӗрлех Раҫҫейӗн " чаваш уписем" пӗр шутламасӑрах "Республика Хуҫи" ҫине ылмаштарчӗҫ. 90-мӗш ҫулсенче чӑваш паттӑр ачисем Президент туса хурас тесе нумай вӑй хунӑ, митингсем иртернӗ, "голодовка" тытнӑ.
Ӑҫта кайса пӗтрӗҫ ҫакӑн пек патвар та хапӑр чӑваш арӗсем?
Ҫак кун Чӑваш патшалӑхне пӗтерес пӗрремӗш утӑмӗ пулчӗ. "Чаваш уписен" хушшинче хӑйсене " эпӗ- чӑваш халӑх ачи" тесе нумай кӑкӑра ҫапакан депутатсем пур. Анчах та чӑваш халӑхне ура ҫине тӑратас , мӗскӗнлӗхе пӗтерес ҫӗртре - шыв сыпнӑ пек лараҫҫӗ.
Чӑваш нации конгрессӗ Президента хӑварас пирки нимӗн те чӗнмерӗ. Ҫавӑнпа Авӑн 2-мӗшне малашне каледарьте - чӑваш халахӗн хура палли туса хума чӗнетеп.
http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page ... 2287/1091256/1094515
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2011.09.24 18:22
Аксар Чунтупай
Чăнах та, ЭЛТĔПЕР ятпа калани сумлăрах та чăнлăрах пек туйăнать. Эп хам çак термина йышăнатăп, хам сайтра та малашне çапла çырăп.
2011.09.24 18:24
Аксар Чунтупай
Туркай-чăваш халăх поэчĕ.Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ фонд пуçлăхĕ.Питĕ нумай ĕçлет.Çак кунсенче Дагестана кайса килчĕ

Эпир пурте нумай ĕçлетпĕр. Анчах та халăха мĕн усси те пулин пур-ши унран? Уйрăмах малашлăха илес пулсан.... Эпир пурте сутăнса пĕтрĕмĕр вĕт-ха...
Тайр // 5574.4.5423
2011.09.24 21:55
Туркай хăть вирлĕ сăвăсем çырать чăвашлăх пирки.Эсир сутăнни куçкĕретех.Анчах пурте сутăнман.Станьял,Праски Витти,Хĕветĕр Мадуров,Пил Тымарланпа Илле Иванов,Петĕр Пупин.
Атнер // 4012.85.1896
2011.09.28 15:48
Чунтупай. Халăх пирки сахалтарах пупле.Хăвăн пирки шутла.
Тайр // 5574.4.5423
2011.10.01 21:26
Хальхи депутатсем хушшинче чăвашлăхшăн тăрăшакансем<хăвăрах куратăр<Моляковсăр пуçне никам та çук. Çитес суйлавра кам та пулин пулĕ-и?
Елена // 5259.3.1472
2011.10.25 22:08
Пÿçлăх сăмах мана нихăçан та килĕшмен . Пуçлăх – пуçтах – пĕр евĕрлĕ илтĕнеççĕ. Чăвашсем пуçлăха юратмаççĕ те. Элтепер тесен ун пек ят Раççейре никамăн та пулмĕ, хисепĕ те ытларах.
Елена // 5259.3.1472
2011.10.25 22:09
Тайр, камшăн сасăламалла? Эсир хăвăр кандидатурăна тăратман-и? Сире суйлама яланах хатĕр
2011.10.26 07:17
Аксар Чунтупай

2011-09-28 15:48
Чунтупай. Халăх пирки сахалтарах пупле.Хăвăн пирки шутла.

Тавтапуç, Атнер, ман çинчен ырă сăмах каланăшăн. Питĕ "ăслă" сăмаххусем.
Тайр // 5574.4.5423
2011.10.27 08:26
Тавтапуç,Шанчăк.Мана нумай юлташсем суйлава хутшăнма сĕнеççĕ.Кашни суйлаврах камшăн та пулин ĕçленĕ.Паллах чăвашсемшĕн.Хам пирки шутламан.Аксакова нумай пулăшрăм.
Тимер // 5574.4.5423
2011.10.27 21:07
Тутарстанра депутатсем хушшинче чăваш çукки питĕ тĕлĕнтерет.Тутар сасăлать тутаршăн. Темле пулсан та пирĕн те хамăра хисеплеме вĕренесчĕ.

Страницӑсем: 1, 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем