maria77 // 6341.0.2474
2011.05.14 22:34 | |
Кам калать хыпаланса куçарнçă тесе,эсир пăхса тăнă им. Ирçелле тор тунă тени мĕн пулать. Ирçелле тĕрĕс куçарăр. Пĕр ăсчах та ирçесене булгарсем темеç,пурте финнсем теççĕ. | |
Тимĕрке Митяй // 1258.20.0703
2011.05.15 13:22 | |
maria77 çырать:
Ирçелле тор тунă тени мĕн пулать. Ирçелле тĕрĕс куçарăр. TORTUNA PILE ZHOPAN - Призываю услышать ухом, -тесе ирçелле куçарма пулать :). Тăванăм, ирçесем пăлхарсем тесе эпĕ çырмарăм вĕт :), ан хыпаланăр пурне те чăвашла куçарма тесе çыртăм, TORTUNA -ăна Турă тунă кăна мар куçарма пулать. P/s Тăванăм, 20011 çул килмерĕ-ха,йăнăшне тĕрĕсле. | |
maria77 // 1676.88.9908
2011.05.16 08:01 | |
Енчен те ăсчахсем чăваш чĕлхине уйрăмлă архаизмлă (особо архаичный - авалхи) пăлхар чĕлхи тесе çирĕплетсе калаççĕ пулсан, мĕншĕн авалхи пăлхар надписĕсене чăвашла куçарма хăраса тăмалла. Тата унта кашни надписĕ ăçта çырнине те пăхмалла пулĕ, нивушлĕ авалхи пăлхарсен титул ячĕ "Призываю услышать ухом" пулнă ши. | |
Пуян // 3773.5.3961
2011.05.16 20:37 | |
Тĕрĕс çырнă кунта. | |
Тимĕрке Митяй // 3125.60.8464
2011.05.17 07:52 | |
Детектив çырнă чух та чăннине çырма вĕренмелле.
Британика словарĕнче: It is exclaimed, that Chuvash were Bulgarians,- çырнине те тĕрĕс куçармалла. "Мы претендуем на... , мы придерживаемся мнения,что булгары предки чуваш" -çапла çырни тĕрĕс пулма пултарать. <br>словаре «Британика» тоже написано, что чуваши – булгары -тĕрĕс мар, унта çапла çырман. P/s Нужно быть очень точными, чтобы быть убедительными. | |
maria77 // 2091.23.2454
2011.05.17 10:03 | |
Сирĕн пек мăкăрташсене итлесен , пĕр саккун та çыраймĕç депутатсем,саккунсене Америкăра та тĕп-тĕрĕс çыраймаççĕ. Мĕншĕн пăлхарлăха хирĕç питĕ тăрмашаççĕ хăш-пĕрисем? Ученăйсем чăвашсем-пăлхарсем тесе çирĕплетсе çырнă пулсан та. Чăвашлăха пĕтерес текенсем ăнланчĕç пулмалла, пăлхарсене-асаттесене манмасан чăвашсем чĕрĕлсе-аталанса кайма пултарассине. | |
maria77 // 2091.23.2454
2011.05.17 10:03 | |
Эсир Митяй пĕтĕм çырусен цензорĕ-им. Тĕп-тĕрĕс мĕнле çырмаллине кам пĕлеть-ши. | |
maria77 // 1000.53.3470
2011.05.17 10:41 | |
Ăнланчĕçех пуль çав, чăвашлăха пĕтерес текенсем, хăш тымарне татсан йывăç хăрма тытăнассине. | |
Тимĕрке Митяй // 3125.60.8464
2011.05.17 15:48 | |
Эсир хамăрăн çын вулăcа савăнтăр тесе çырса патăр кунта çак статьине е ют çын вуласан кулса вилтĕр тесе? Суя сăмахе
никама та кирле мар,ют çын сире тавтапуç та калама пултарать, мĕншен тесен хăш-пĕр чăвашсем пĕлменнине çырса кулăш кăларма пултараççĕ. Эпĕ сире пулăшма тăрăшатăп, паллах кирле мар пулсан урăх çырмастăп :). | |
maria77 // 2882.45.1643
2011.05.18 10:18 | |
Халĕ эсир ăнланмасăрах кулăшла çыратăр çав надписьсем пирки. Эпитафисем çине OHSI TZIT MA GILS ирçелле - отдыхает от светлого(дневного) пути, тесе никам та çырмаç пулĕ. Болгарсен титул ячĕ те TORTUNA PILE ZHOPAN - Призываю услышать ухом, -тесе ирçелле куçарма пулать тени кулăш вĕт. |