В лужах отражаются птицы с облаками, - наверняка читатели портала помнят строчки Юрия Шевчука, наверное единственного из плеяды питерских рок-музыкантов, как-то не ввязавшегося в политику, и, не пытающегося стать популярнее на волне попсы или шансона, за что я безмерно ему благодарен. Макаревич, ещё во времена Горбачёва, запевший:" Не надо прогибаться под изменчивый мир", сам не заметил как первым же и прогнулся, ударившись в бизнес, а после и в политику. В итоге же потерявший своё лицо окончательно, потому как запутался в сетях российского конломерата бизнесо-политиканства.
Сайт ҫинче пӗлтерӳ пирки пӗтӗмпех йӗркелесе ҫитермен, енчен те кам-тӑр хуравларӗ, ҫийӗнчех пӗлме ҫук , ку ҫитменлӗх ӗнтӗ сайтӑн.
Тата ҫавна та каласа хӑвармалла, ютшӑн кӗрекенсем омментарисем ҫырнӑ хыҫҫӑн талӑк иртсен те уҫӑлни ҫук. Мӗскер валли вара модераторсем?
Сайт ҫинчи стаьясене вулатӑп та аптраса ларатӑп, чылай чухне пӗр нимӗн ҫук ҫӗртен, нимӗр тенӗ евӗр, пустуй калаҫу. Калӑн-и тата, пирӗн пурнӑҫра пур енрчен тивӗҫле, ырлӑ-ҫитлӗ, пӗр тӑван чӗлхене пӗлменни тарӑхтарать. Хӑвӑр шутласа пӑхӑр: енчен те ҫын вӗренме шутламасть, хӑйӗн ашшӗ-амӑш чӗлхинчен вӑтанать, ютшӑнать, ун йышшисене вӗрентме май пур-и ҫук-и?
Историе те чылайӑшӗ Украинӑри евӗр пуҫран шутласа ҫырать. Украинӑра учӑныйсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Хура тинӗсе украинецсем алтса майлаштарнӑ. Эсир те ҫавсем хыҫҫӑн утмастӑр-и? Тата ӑҫта чӑваш халӑхӗ?
Кемерово хулинче пулса иртнӗ< пушар пирки ҫырнӑччӗ ӗнтӗ, комментарисем ҫыракан пулмарӗ, те ҫакӑ халӑха килсе тивекен пулӑм мар. Халӑха урӑх ыйтусем хумхантараҫҫӗ пулас. Анчах та начар япала пӗччен ҫӳремест тенине пурте илтнӗ. Кемеровори пушар ҫинчен сӑмахсем ҫӗтсе ӗлкӗрмерӗҫ, Хусан хулинче суту-илӳ центрӗнче пушар. Ҫанталӑкне айӑпламалли-ши? Е Ҫӳлти Турӑ айӑплӑ-ши пирӗн пуҫлӑхсемшӗн? Пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ еплерех ремонт ӗҫӗсене ирттернине, хам ҫак ӗҫре тӑрӑшнӑран питӗ аван пӗлетӗп меслечӗсене. Кирлӗ таранччен укҫа тенкӗ тыттартӑн, хуть мӗн, хуть мӗнле условипе уҫма ирӗк пур.
На сегодняшний день стало модным продвигать товары с брендом "халяль", якобы не запрещённые исламом. Но как везде и всюду в нашей жизни, эти промоутеры праведной жизни, не зная истины ринулись в пучину, провозглашая себя едва ли не самыми истинными последователями пророка Мохаммеда. Даже куриные яйца, и те пишут "халяль". Господа, да не смешите людей, курица, что сносит яйцо об этом вовсе не подозревает. И каким образом Вы способны доказать, что это яйцо халяль, а это нет?
Ӑҫталла, хӑш еннелле утатпӑр, ҫул тытатпӑр, эпир пянхи кун? Халӑха валл
и ӗҫ ҫук, шалуне те мӗн чухлӗ шавлаҫҫӗ ҫӳлтисем "шурӑ" шалу ҫине патшалӑх куҫрӗ тесе, ҫав-ҫавах тӗссӗр шалу аслӑ вырӑнта. Пытарарах пултӑр тесе хӑш-хӑш кантурта ӗҫе илеҫҫӗ виҫӗ уйӑх таранччен тӗрӗслев срокӗпе, шалу паллах палӑрмасть. Тата ҫавӑ та пур: юхӑм ҫук ӗҫченсен хушшинче, рэхет пуҫлӑха. Ку йышши пирӗн патшалӑхра хӑҫан та пулсан пулнӑ-ши? Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче икӗ-виҫӗ кун килте пулсан хасӑр участковӑй ҫитетчӗ, паян вара хӑть наркӑмӑшпа урам варӗнче аппалан, никам та сӑмах чӗнес ҫук:ара, никама та тарӑхтармастӑн-ҫке.
Кемерово хулинче пулса иртнӗ трагедии хыҫҫӑн чылай та вӑхӑт иртмерӗ пулин те, каллех массӑлла информаци хыпарӗсенче унта та кунта пушарсем пулса тухни пирки пӗлтереҫҫӗ. Тӗрӗслевсем пур ҫӗрте те нарушенисем палӑртаҫҫӗ. Мӗншӗн тетӗр-и?Кунта пӗртте тӗлӗнмелли ҫук, манӑн шухӑшпа. Темӗнле ӑслӑ пулма та кирлӗ мар, ҫакӑ пулӑмсен чӑн сӑлтавне уҫма: кашни тӗрӗслев вали ятарлӑ комисси хатӗрлеҫҫӗ, укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑ укҫа ӑҫта каять? Паллӑ ӗнтӗ кӗсъесене.
Кемеровори суту-илӳ цетрне илер тӗслӗхрен: унта вырнаҫтарнӑ йышши вылямалли конструкцисем тата вунӑ хулара, хӑшӗнче сӳтнӗ тӗслӗхсем пур?
Чи ҫывӑх вӑхӑтра дневник ҫинче " Суту-илӳпе илӗртӳ центрӗсем чухӑнсем валли" ятлӑ статьяна вырнаҫтаратӑп. Кӑсӑкланакансем тишкӗрсех тӑрӑр. Нимӗн ҫӗнӗлӗх тупмасассӑн та, к ӑшт та пулин тен урӑхларах куҫсемпе пӑхма тытӑнӑр ҫакӑ ыйту ҫине. Мӗншӗн чӑваш чӗлхи пирки хускатмастӑп хамӑн дневниксемпе статьясенче? Манӑн шутпа унчченхи ике статья уҫҫӑнах палӑртаҫҫӗ ҫакна. "Халва!" тесе к ӑшкӑрнипе ҫӑварта пылак пулас ҫук. ППЭ ҫинчен вунӑ статьяна яхӑн ҫыртӑм аргументласа, кам та пулин хӑлхине чикекен пулчӗ-ши? Пушӑлла чан ҫапнин усси сахал: итлеҫҫӗ те илтмеҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ те курмаҫҫӗ, тенӗ ҫакӑн йышши пулӑмсем пирки Иисус Христос.
Как-то средневековый художник искал натурщика, кто бы позировал ему при создании образа Иисуса Христа и после долгих и мучительных поисков, проб и ошибок, ему это наконец удалось, счастье улыбнулось ему, как выразились бы сейчас: фортуна повернулась к нему лицом. Мужчина, к которому он обратился со своей, странной на взгляд обывателя, просьбой, после небольших препирательств, согласился позировать за некоторое вознаграждение и художник, назвав адрес своей мастерской, удалился, окрылённый удачей.
Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче пирӗн патшалӑх пур енчен те тенӗ пек тивӗҫтеретчӗ халӑха тӗрлӗ тавар пирки. Паянхине вара холодильник ҫине ҫыпӑҫтаракан магнита та Китайран илсе килеҫҫӗ. Хусанта тӑваҫҫӗ сӑнӳкерчӗк, унтан ӑсатаҫҫӗ Китая, тӑван ҫӗршывра кӑларма пулмасть-и ҫавна? Эпир ҫав тери те алӑсӑр-урасӑра юлтӑмӑр-ши? Йӗп таранччен туянатпӑр вӗт Китайран. Хамӑрӑн вара Сколково, Тутарстанра темиҫе иннополис. Мӗскершӗн унта укҫа илеҫҫӗ, ҫитменне сахал мар? Китайра калӑпланӑ тавар вара пӗр хутчен ӗҫлеме ҫитет. Отвёртка туянтӑм, икӗ шуруп пӑрса лартрӑм, юрӑхсӑра тухрӗ, Совет Союзӗнче кӑларнӑ отвёртка аслашшӗнчен мӑнукне те юлатчӗ, пӑтасем кӑшт ҫапнипе кукӑрӑлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |