Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аскольд Де Герсо: Ӑҫталла утатпӑр, атьсем?

Аскольд Де Герсо23.04.2018 18:591495 хут пӑхнӑ

Ӑҫталла, хӑш еннелле утатпӑр, ҫул тытатпӑр, эпир пянхи кун? Халӑха валл

и ӗҫ ҫук, шалуне те мӗн чухлӗ шавлаҫҫӗ ҫӳлтисем "шурӑ" шалу ҫине патшалӑх куҫрӗ тесе, ҫав-ҫавах тӗссӗр шалу аслӑ вырӑнта. Пытарарах пултӑр тесе хӑш-хӑш кантурта ӗҫе илеҫҫӗ виҫӗ уйӑх таранччен тӗрӗслев срокӗпе, шалу паллах палӑрмасть. Тата ҫавӑ та пур: юхӑм ҫук ӗҫченсен хушшинче, рэхет пуҫлӑха. Ку йышши пирӗн патшалӑхра хӑҫан та пулсан пулнӑ-ши? Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче икӗ-виҫӗ кун килте пулсан хасӑр участковӑй ҫитетчӗ, паян вара хӑть наркӑмӑшпа урам варӗнче аппалан, никам та сӑмах чӗнес ҫук:ара, никама та тарӑхтармастӑн-ҫке.

Сакӑр вуннӑмӗш ҫулсенчен пирӗн патшалӑхра хӗрӗх тӑхӑр пин ытла ял ҫӗр питӗнчен ҫӗтрӗ, ҫакӑ ӗҫ паянхи кун та анлӑ пырать, шкулсене оптимизаци текелесе хупаҫҫӗ, шкул ҫук, ял пӗтесси те инҫе мар. Анчах та ҫакӑ пулӑмсем никама та аптратмаҫҫӗ, туссене пулӑшу кӳретпӗр. Ӗҫкӗпе мӗн чулӗ халӑх ҫӗтрӗ, ӗҫ вырӑнӗ пулсан ҫавӑн чулӗ ӗҫкӗҫ пулать-и? Предприятисене ҫырлахтарса вӗсен вырӑнӗнче суту-илӳ центрӗсем уҫаҫҫӗ, пирӗн пата ҫав тери те чылай халӑх килет е халӑх ҫав тери пуян? Кама ҫакӑ питӗ вырӑнлӑ, пӗлесчӗ?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2018.05.01 06:50
Тутарстанра чиновниксем япăх çисе тăхăнаççĕ пулас, ятарласа вĕсен ĕç шалуне ÿстерме шутланă. Паллă ĕнтĕ, пирĕн пĕтĕм пурнăç чиновниксем çинче тытăнса тăрать. Хăçан ĕç халăхĕ тивĕçлĕ хак туянĕ-ши?
Анчах та çакă пĕрне те тивмест пулас, византисене, тата кам-тăрсене хускатаççĕ. Этеме малтан çитер тăраниччен, унтан вара ытти ĕç-пуçа хускать. Выçăпа Тутлă çисе тăраннăскер туссем мар, темеççĕ-и халăхра?
2018.05.19 05:48
Енчен те паянхи йĕркепе утсан, намăса-симĕсе çухатса, чăваш е тутар пулни никама та кирлĕ пулас çук. Анчах та пурте лăркаççĕ чăвашлăх е тата ытти чĕлхе халăх пирки. Пĕрремĕш вырăнта намăс, ăнлану пулма тивĕç, енчен те вĕсем çук, истори ăшĕнче чакаланнин мĕн пайти? Супăнь сутса ларни кăна пулать çакă. Пĕр çын вунă лашана шăварма илсе пыраять шыв хĕрне, лаша ĕçес мар тесен, пĕр лашана вуннăн та шăвараяс çук. Çавна кăшт та ăнкартмалла
2018.06.01 18:53
Сайт çинче чылай çын регистрациленнĕ, енчен те участники çине пăхсан, анчах та форумра е статьесене комментарисем çыракан виçĕ-тăватă çын. Мĕншĕн çапла? Е ыттисене тăван чĕлхе пĕртте кăсăклантармасть-ши? Туьарстанра тĕп тутар ялĕсенче çамрăксем тăван чĕлхине пĕлмеççĕ тата шутламаççĕ те вĕренме, ку намăс мар-и? Тăван чĕлхерен писни тăван аçу-аннÿнтен писнипе пĕрех, йĕрĕнен пулать вĕсенчен. Е çавнашкал шутлама çамрăк ăрувăн пуç çитмест-ши? Телефонпа компьютер çинче кнопка пусса лармалăх çеç-ши ăс-тăнĕсем?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем