Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томСунарçă халлапĕсемĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеПирвайхи юратуСăвăсемпе поэмăсем

Калинкке тĕттĕмлĕхре сас пачĕ...


Калинкке тĕттĕмлĕхре сас пачĕ,

Сĕмлĕх тинкерет чӳречерен.

Иксĕлет ĕшеннĕ чун тахачĕ

Сирĕле пĕлми пĕчченлĕхре.

 

Шикленмесĕр урама тухатăп,

Сĕмлĕхе пăхатăп куçĕнчен.

Çын пулсан — алăкăма уçатăп:

Кĕтĕр, кантăр йăшнă хыçĕнчен.

 

Кӳршĕсен чӳречисем хаваслă,

Кăмăлтан чыслаççĕ хăнине.

Эпĕ çеç пĕччен сывлатăп ассăн

Кĕрхи каç сăмах хушман енне.

 

Çу ăшши кĕлетсене сум парĕ,

Юлĕ капанра, улмурире.

Маншăн кĕр — тĕнчен хура хыпарĕ —

Явăнать пăлхавлă ăш-чикре.

 

Кӳршĕсем сиксех уяв тăваççĕ,

Пурнăçа пехетлĕн мухтаса.

Манăн ырă туйăмсен хаçачĕ

Кайрĕ кĕр çулăмĕпе çунса.

Саншăн


Лантăша курсан сана эп ас илетĕп,

Сан илемлĕ те черченкĕ куллуна.

Пĕр сана кăна ялан кĕтетĕп —

Эс мана курса юратасса.

 

Çĕмĕрт пек куçна курсан эп именетĕп,

Уттуна курсан вĕçетĕп тӳпере.

Эс мана савманнине пĕлетĕп.

Пур пĕр эсĕ манăн чĕрере.

 

Эс мана вăй-хал парса тăратăн.

Эс пурришĕн çутă çак тĕнче.

Саншăн çеç эп малалла утатăп,

Пурăнатăп саншăн çĕр çинче.

Савтерпе Сайте


Сайтене савать Савтер,

Чун-чĕререн, çавхатер.

Ку пулайнă ĕнтĕ ĕлек —

Хыврăм эп унта кĕпер.

 

Ваттисем каланине,

Çитĕнсен хам курнине

Çĕн ăру валли çыратăп

Пурнăçра чи кирлине.

 

Пĕрремĕш сыпăк

Кивĕ чăваш ялĕнче

Ашшĕн хăтлă килĕнче

Пурăннă Сайте, хитре хĕр,

Пурте пулнă умĕнче.

 

Ир пулать те каç пулать,

Ӳссе çитнĕ вашават.

Малалла пĕр вĕçĕм вăхăт

Сисĕнмесĕрех шăвать.

 

Çурхи каç тухать вăййа,

Шӳлкеме çакать мăя.

Илĕртеççĕ шăнкăр-шăнкăр

Çутă тенкисем, иййа!

 

Пичĕ-куçĕ ун — çырла,

Ĕç-тытать юрла-юрла.

Тыр вырма ял-йыш тухсассăн

Аллинчен ямасть çурла.

 

Тупăнать ăна валли

Çитĕнсе çитсен варли.

Ку — Савтер, ялти сар каччă —

Пурнăçра вăл чи кирли.

 

Çавнашкал шутлать Сайте.

Пулнă ĕлĕк, халĕ те

Юрату — асамлă туйăм,

Вăл пурришĕн хĕпĕрте.

 

Савтер савнă Сайтене,

Малалла

Таксист


Мĕншĕн пурнăç çавăн пек ăнланмалла мар йывăр-ши? Телейлĕ пулас тенĕ чухне мĕскершĕн тĕрлĕрен чăрмав килсе тухать-ши? Пĕтĕм пуласлăх, малашнехи телейлĕ пурнăç картсенчен ăсталанă пӳрт евĕр арканать. Мĕншĕн çапла?

Çавнашкал шухăшсем арпашăнса-пăтрашăнса пĕтнĕ çăмха çиппи евĕр явăнчĕç Костьăн пуçĕнче. Сарă хĕвел сенкер тӳперен хула урамĕсем çине мăнаçлăн тинкерет. Кăпăшка шурă пĕлĕтсем минутсерен улшăнса тӳпе тăрăх шăваççĕ. Вăштăр-вăштăр çил ура айĕнчи çӳп-çапа вырăнтан вырăна куçарать, тустарать. Вĕçен кайăксем ырă кунпа киленсе савăнăçлăн чĕвĕлтетеççĕ.

Пурте вĕт аванччĕ ун чухне. Костя, çитĕннĕ каччă, илĕртӳллĕ шанăçсемпе туллискер, шофера вĕренетчĕ. Каçхине юлташĕсемпе юханшыв хĕррине пухăнса тем вăхăтчен уçăлса çӳретчĕç. Хăш чухне шуçăм та килетчĕ. Çапла пĕр каçхине тăр пĕччен шыв хĕрринче утакан хĕре асăрхарĕ вăл. Хĕр сăн-пичĕ çинче темĕнле салхулăх-и, кӳренӳ-и палăрнăн туйăнчĕ.

Тепĕр чух, тен, асăрхаман та пулĕччĕ-и, çавăн йышши самантсем пĕрре çеç мар пулнă, хальхинче вара... Хальхинче темĕн чарчĕ, çула пӳлчĕ. Костя кашни çынна, чĕрчуна пултарнă таран пулăшма хатĕрскер, пике патне утрĕ. Умĕнче стена пулсан та витĕр тухма хатĕрччĕ пуль. Паллах, хĕрпе паллашас шухăш та çуралчĕ.

Малалла

Ĕненӳ çитӳллĕ тӳсĕм терцинăсем


Манран хăпать-и тертлĕ кун усалĕ?

Манпах çӳрет-ха ĕненӳ айванĕ,

танмарлăх сиввипе сӳнет ăс-халăм,

 

асамлă ĕмĕт уççипе çеç манăн

çĕлен пек йăпшăнса йĕрлекене эп,

анчах терт-нушапа ăçта çухалăп

 

хам тĕнчерен? Ку чăнлăхăн кикенĕ

пăтратрĕ шухăш-кăмăла — тĕтрелĕх

куçа хупларĕ — пур пĕрех ĕненĕп

 

Тивлетлĕ ĕмĕте эп: чун хĕвелĕ

питре йăлкăшмасан мĕнле татулăх

пире сыпăнтарать? Тĕнче илемĕ

 

куçран çĕтсен çухалĕ ĕмĕр çулĕ,

мăч! сӳнĕ ларĕ ĕненӳ хĕлхемĕ —

хуралĕ чурасен çăви салхуллăн.

 

Ашра сăлтавсăр мар вăл мĕлкеленчĕ,

хура ĕçре курпун кăларнă тӳсĕм

ман сăн-питре мăнаçлăн никĕсленчĕ:

 

хăçан-ши ĕненӳ çĕкленĕ тӳсĕм

çул парĕ ăс-хала? Телей инçечĕ

хăçан-ши хĕсĕк пӳртсенче сас парĕ?

 

Хăçан ыр ĕмĕт хыпарçи ултавсăр

куçран пăрать? Тĕнче хурав тумарĕ.

Кил-çуртсăр чурасем хыт ĕмĕтленнĕ

 

хитре пӳртсем тĕлĕксенче çĕкленĕç,

уяртĕç кăмăла. Е пĕлĕтленĕç

Малалла

Çăкалăх


Ялĕ пирĕн — Çăкалăх,

Çăка ларатъ касран-кас.

Çырла çисе пăхмалăх

Çумăн ӳсет катăркас.

 

Курăс хутса пултартăм

Вĕрен явас шухăшпа.

Çак сăмаха каларăм

Ырă сунас кăмăлпа.

 

Çăкалăхра — хăналăх,

Килсе курăр, тăвансем.

Шăрттан туса хумалăх

Пулчĕç пирĕн майĕсем.

 

Трак пуххинче тутанăр

Çăка пылĕн сăрине,

Çăкалăхра сăйланăр

Сăй сăлтавĕ пур чухне.

 

Тăванăмсем, ан манăр

Ешĕл çăка ĕшнине,

Çăкалăхри тăванăр

Сире ялан кĕтнине.

Пурнăç юмах мар


Алешăпа уйрăлнăранпа самай вăхăт иртрĕ пулин те пурнăçĕ питех улшăнмарĕ Аньăн. Тĕпренчĕкĕ ыйхă витĕр нăйкăшса илсенех ура çине тăчĕ вăл. Сасă кăлармасăр ачин кравачĕ патне пырса утиялĕпе минтерне тирпейлерĕ, пĕчĕкскере ачашшăн лăпкаса илчĕ, унтан хăй вырăнĕ çинче вăрахчен куç хупмасăр выртрĕ. Тĕрлĕ шухăш явăнать пуçра. Ир енне тĕлĕрсе кайнă пек пулчĕ, анчах пурпĕр çывăрма май килмерĕ – ĕçе пуçтарăнмалла. Пуçра вара чан çапаççĕ тейĕн, ян-н-н илтĕнет сасă. Те шăннăран çавăн пек? «Каçхине пит çăмартисем те пĕçерсе тăратчĕç мар-и?» – тăнлавĕсене сăтăрса шухăшларĕ Аня. Унтан Ксюшăн кравачĕ патне çывхарчĕ. Тутлăн çывăрать хĕр ача, вăратма та шел.

– Анне, ир çитрĕ те-им? – пăшăлтатрĕ çав самантра тĕпренчĕкĕ ыйхă витĕр.

– Ăхă. Шкула пуçтарăнма вăхăт,– хуравларĕ вăл ăшшăн.

Аня Ксюшăна тумлантарчĕ. «Юрать хăть кутăнлашмасть ытти ачасем пек»,– хăйне хăй йăпатрĕ хĕрарăм. Телевизорпа диктор çанталăкпа паллаштарни илтĕнет: «Вунă градус сивĕ, çурçĕр енчен лăпкă çил. Кăнтăрла юр çума пултарать». Ирхи апат хыççăн Аня нимĕн те манса юлмасть-ши тесе Ксюшăн портфельне пăхрĕ. Унтан кĕрĕк тӳмисене тӳмеленĕ хушăра шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулассине аса илчĕ: «Мастертан ыйтса иртерех ĕçрен тухмалла»,– сасăпах каларĕ хĕрарăм.

Малалла

Анне


Анне тесен — чунăм хурланать,

Ун сăнарĕ куç умне тухать.

Мĕншĕн итлемен ача чухне

Вĕрентсе каланă сăмахне?

 

Çитĕнсе çитсессĕн, çын пулсан,

Инçете килтен вĕçсе кайсан

Мĕн тери анне туртать яла,

Хускатать кăварлă кăмăла...

 

Аякра пулсан та ачисем,

Пурте, унăн чĕринчех вĕсем.

Ах, аннеçĕм, тавтапуç сана,

Упрасам тархасшăн эс хăвна.

Манăн пурнăç


Аттеçĕм пулнă ман Юман, —

Паллах, ку ăнсăртран пулман.

 

Асаттепе ыр асанне

Чунтан юратнă ывăлне.

 

Юман пек — пурăнтăр пин çул,

Тесе çапла ят хунă пуль.

 

Анчах шутланă пек пулман, —

Ир хăрнă ман атте-юман.

 

Пач пулса тухнă урăхла —

Кĕç шĕкĕ çинĕ хурахла.

 

Кăра çил хуçнă силлесе,

Ăна тăман вăл шеллесе.

 

Аттеçĕм хăрнă вăхăтсăр, —

Пире хăварнă хăтлăхсăр.

 

Шăллăмпала мана анне

Пĕччен кăларчĕ çул çине.

 

Ай-хай тумхахлăччĕ çав çул,

Суратчĕ чун, ыратчĕ хул.

 

Мана, айван юманккана,

Тӳсме тивмерĕ мĕн кăна!

 

Анне те кĕчĕ час çĕре

Эпир ача чухнех, эре.

 

Çапах пурте начар пулман,

Ыйткалама тухса кайман.

 

Совет Союзĕ пулчĕ кил,

Ӳстерчĕ вăл, вăл пачĕ пил.

 

Çапла шăллăмпала мана

Çынна кăларчĕ. Тав ăна!

 

Тĕл пулчĕ Петĕр Хусанкай, —

Малалла

Ирхине


Ирхине хĕвел вăраниччен

Кĕтӳсем хире кăлариччен

Вăратать мана шăллăм Ваççа

Ыйхă чăпти эсĕ тет вăрçса

 

Ирех вăратăп терĕн мана

Пулла кайăпăр Çарăмсана

Эпĕ чаврăм пĕр банкă ăман

Пичче эсĕ халĕ те тăман

 

Çуран урапасем утланса

Вĕçтеретпĕр пит хыпаланса

Тĕлĕрнĕ йытсене вăратса

Çул çинчи хурсене хăратса

 

Ирхи нӳрпе пит уçăлтарса

Хăлхасенче çил шăхăрттарса

Сăртран анатпăр кĕпер çине

Вырнаçатпăр çырма кукрине

 

Хĕвеле ыйхăран тăратса

Автансем юрлаççĕ шăратса

Тĕтрепе пĕркеннĕ Çарăмсан

Çӳçеннĕ ыйхаран вăрансан

 

Шыв хĕрринчин кăтра хурама

Пуçтарăннă çӳçне турама

Пĕвĕпе тайăлнă авăра

Хайĕн сăнне курасшăн шывра.

 

25.09.2005

■ Страницăсем: 1... 705 706 707 708 709 710 711 712 713 ... 794