Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрес хывнă хĕвелКĕперХĕрлĕ тюльпанЧакăл-туХĕллехи каçсенчеМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Ылтăн вăчăра

Хура куç


Кала мана, Элеçӳ,

Мĕншĕн сан хура куçу

Мана тек канлĕх памасть,

Хам куçăмран çухалмасть?

 

Карттин çинчи пек сăну

Ма чунăма хускатрĕ?

Ма çав сассу, ăс-тăну

Чĕрем çăвне шăратрĕ?

 

Мĕншĕн çывăрма выртсассăн,

Эс тĕлĕкре курнатăн?

Пĕр-пĕр ĕç тума тăрсан,

Эсех пуçран тухмастăн?

 

Кам пулатăн эс: тусăм,

Тăван юнлă йăмăк-и?

Çук, эсĕ, тен, пахарах,

Тăван юнран çывăхрах.

 

Ĕмĕр санпа пулăттăм,

Хура куçпа пăхăттăм.

Пулăттăм тек çумăнта,

Ăшăнăттăм çывхăнта.

 

Çĕмĕрт çырли пек куçу

Чĕрем ăшне вырнаçрĕ,

Шур тутăр çыхнă пуçу

Манăн асран каймарĕ.

 

Ах, мĕншĕн çавă кунне

Эпĕ сана тĕл пултăм?

Ма пăрăнмарăм çурт хыçне,

Ма аллăма эп патăм?

Хăтаруçă Ирĕкпи


1 пайĕ

Таçти аякри çут тĕнчере никам пĕлмен галактика пур. Çавăнти пĕр планета çинче вăрçă тата пусмăрлăх мĕнне пĕлмен халăх пурăннă.

Пĕр кунхине яланхи пекех ачасем вылянă, çитĕннисем ĕçленĕ. Сасартăк вĕсен икĕ хĕвелĕ пытаннă та, пĕтĕм планета çинче тĕттĕм пулса тăнă. Лирикия ятлă планета çинче Фокс текен пысăк карап анса ларнă. Туслă та тăнăçлă планета çине пин çынлă çар тухнă та пĕтĕм халăха тыткăна илнĕ. Хăшĕ-пĕрисене тарçă туса хунă. Туслă халăх фириканецсене хирĕç тăма пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсем ку таранччен вăрçă курман, хирĕç тăма пĕлмен. Вĕсенчен пĕр хĕрача кăна çăлăнма пултарнă. Вăл хĕрача Ирĕкпи принцесса пулнă. Ирĕкпи хăйĕн юлташĕсене, тăванĕсене, ашшĕ-амăшне епле асаплантарнине хăй куçĕсемпе курса тăнă. Унăн пуçĕнче тăван халăхне çăлма шухăш çуралнă. Фириканецсем Хаярпи ятлă хуçана пăхăнса тăнă. Ăна никам та çĕнтерме пултарайман.

 

2 пайĕ

Ĕмĕтне пурнăçа кĕртме 8 çулхи Ирĕкпи çывăхри Капира ятлă çар планети çине çул тытнă. Кунта вăл Хаярпине хирĕç тăмалли, çĕнтермелли мелсене вĕреннĕ. 10 çул тăрăшса вĕренни сая кайман. Вунсакăр çул тултарнă тĕле Ирĕкпи тем тума та пĕлнĕ: хĕçпе те питĕ ăста усă курнă, тытăçса чи вăйлă ăстана çĕнтерме пултарнă. Хăйĕн халăхне ирĕке кăларас тесе вăл тем тума та хатĕр пулнă.

Малалла

Раççей


Пирĕн Раççей питĕ пысăк,

Ах турă!

Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть,

Тур çырлах!

Улпучĕсен хырăмĕсем,

Ах турă!

Пичĕке пек тулса тăрать,

Тур çырлах!

Пуçлăхсем, полицайсем,

Ах турă!

Пуçа ухса çех тăраççĕ,

Тур çырлах!

Куçĕсене пăхма хăрăн,

Ах турă!

Çĕлен пекех пăхкалаççĕ,

Тур çырлах!

Аллисенчи саламатсем,

Ах турă!

Ним айăпсăр çаптараççĕ,

Тур çырлах!

Кăкрисенче медалĕсем,

Ах турă!

Çăлтăр пекех курăнаççĕ,

Тур çырлах!

Йыттисене юратаççĕ,

Ах турă!

Шур кулачă çитереççĕ,

Тур çырлах!

Ĕççыннисем, хĕресченсем,

Ах турă!

Нумайăшĕ выçă лараç,

Тур çырлах!

Пирĕн Раççей тырри-пулли,

Ах турă!

Ниçта чиксе пĕтерес çук,

Тур çырлах!

Хулисенче, ялĕсенче,

Ах турă!

Вĕçсĕр-хĕрсĕр ыйткалакан,

Тур çырлах!

Пирĕн Раççей питĕ чаплă,

Ах турă!

Пĕтĕм çынна тĕлĕнтерет,

Тур çырлах!

Ĕç çыннипе хресчен юнне,

Ах турă!

Сĕлĕх пекех сăхса тăрать,

Малалла

Санюка


Мĕншĕн эсĕ тĕлĕкре

Мана час-час курнатăн?

Мĕншĕн курнă тĕлĕшре

Ачаш куçпа пăхатăн?

 

Мĕншĕн санăн аллусем

Мана кăчăк туртаççĕ?

Мĕншĕн çӳхе тутусем

Илĕртмелле кулаççĕ?

 

Капла тĕттĕм каç пулни

Кун çутинчен лайăхрах.

Тăн çухатса тĕлĕк курни

Чĕр пурнăçран аванрах.

 

Çĕрле санпа савнатăп,

Кунра саншăн тунсăхлатăп.

Мĕншĕн тул çутăлать-ши?

Мĕншĕн тĕлĕк татăлать-ши?

Хăрушла çумăр


Макăр, макăр, çанталăк:

Макăрмалли вăхăт халь!

Ӳкрĕ-ӳкрĕ куççуль тăк,

Савăнмалли сахал халь!

Самани те латлă мар,

Кунĕн-çĕрĕн юн юхать.

Тырри-пулли пит начар,

Вăл та пулин хуралать.

Макăр, макăр, çанталăк!

Макăрмалли вăхăт халь.

Ӳкрĕ-ӳкрĕ куççуль тăк,

Савăнмалли сахал халь.

Нумай усă тăван эс...


Нумай усă тăван эс,

Хура, хăруш çанталăк!

Мĕнле чĕре çемçемест!..

Чăнах та эс — рай алăк.

 

Эсĕ çиçĕм кăларсан,

Алă хĕрес хăй хывать;

Эсĕ папай алтарсан,

Тута хăех кĕл тăвать.

 

Эсĕ аçа çаптарсан,

Чĕре Турра асăнать!

Çанталăк пит шăп тăрсан,

Этем Турра час манать.

 

Тата пушшă хуралăр,

Хура, хăруш пĕлĕтсем!

Çын чĕрине хускатăр:

Чартăр усал ĕмĕтсем.

Ăсансем пулăшаççĕ


— Кукаçи, асатте! — чупса кĕчĕç пӳрте мăнукăмсем. — Пахчана темĕнле кайăксем вĕçсе килчĕç, вăтăртан та иртеççĕ.

— Пысăкраххисен тĕкĕсем симĕссĕн те кăваккăн çуталаççĕ, — тет Вадим.

— Пуç тӳпинче хĕрлĕ тĕпек пур, — пиччĕшне пӳлсех калать Павăл.

— Çĕр улми çулçине те тунине тăрăшсах сăхаççĕ, — васкаса сăмах хушать Наçтук.

— Ăçтан пĕлеççĕ-ха вĕсем сана, кукаçи? — ыйтать мăнуксенчен асли Натали. — Пирĕн пахча тĕлне мĕнле тупаççĕ?

— Çакăн пирки хам та тĕп-тĕрĕс калама-юптарма пултараймастăп. Анчах ĕмĕр тăршшĕпе сунара çӳресе çак кайăксене пĕрре те хур туман. Çавăнпа мана вĕсем ялан ырă çеç сунаççĕ.

Çапла пĕр çулхине вăрмана уттартăм.

Вăрман хĕрринче, пилешпе шăлан ӳснĕ тăрăхра, мана ăсансем кĕтсе илчĕç. Пуç çийĕн вĕçеççĕ-явăнаççĕ, хулпуççи çине пыра-пыра лараççĕ, хăлхаран тем кăлтăртатаççĕ: «Тунсăхларăмăр сансăр, ăçта çухалса çӳретĕн», — теççĕ ĕнтĕ.

— Пахчари çĕрулмине колорадо нăрри çисе ярать вĕт. Вĕсене яра кун пуçтарса ывăнатăп мар-и, — тетĕп хирĕç...

Тепĕр кун сарă питлĕ сар хĕвел хитре хыр çӳллĕш хăпарсанах вăтăр мăшăр ăсан пахчана вĕçсе килчĕ. Кайăксем малтан пĕве хĕрринчи йăмрасен тăррипе вĕçсе çаврăнчĕç те çĕр улми ани çине йĕтрелле «ӳкрĕç».

Малалла

Çул курки


Иртет иккен, пĕтет кун-çул,

Часах курми пулĕç куçăмсем...

Сирĕн умран эпĕ çухалатăп,

Сывă пулăр ĕнтĕ, тусăмсем...

Эх, сăввăмсем... савнă юлташсем,

Епле эпĕ сире юратрăм.

Сирĕн хăватăра шыра-шыра,

Нумай шурă хута хуратрăм.

Ак хăвăртрах вилĕм килсе çитĕ,

Часах чĕнми пулĕ чĕлхемçĕм...

Хут çийĕнчи анчах тăрса юлĕ

Хура тĕсçĕм, салху мĕлкеçĕм...

Никама хĕрхенмен хăруш вилĕм

Илсе кайĕ сиртен уйăрса.

Темле йывăрлăхсем тӳссессĕн те,

Чарăнмарăн çырма тăрăшса.

Пурăнăçăм йывăр пулсассăн та,

Юррăмсемпе хытă савăнтăм...

Выртнă вырăн çинчен тăра-тăра

Çыру çинче лартăм çĕрĕпе,

Темле йывăр хĕн-хур курсан та

Пурăнма тăрăшрăм тӳрĕпе;

Хăш-хăш чухне ăшăм çуннипе,

Хăш чух савăннипе юрларăм...

Эх, юррăмсем... савнă юлташăмсем,

Сире чунтан-вартан юратрăм...

Хăш чух шăнкăрчă пек шăрантартăм.

Хăш-хăш чухне юри юптартăм...

Чăн-чăнласа юлама тытăннă чух

Чисти юхăм шыв пек юхтартăм,

Тăван чĕлхен тăван çырулăхĕшĕн

Малалла

Пирĕшти


Шыв хĕррипе пыраттăм,

Шыва кĕме каяттăм.

Арман патне çитсессĕн

Йывăç тĕми хумханчĕ —

Пирĕшти сăнĕ курăнчĕ.

 

Пăхрĕ илчĕ ман çине —

Ирĕлтерчĕ чĕрене.

Эпĕ пăхрăм çаврăнса.

Курчĕ — тути йăл кулчĕ,

Йывăç ăшне пытанчĕ...

 

Çăвĕ иртрĕ, кĕр çитрĕ —

Пирĕшти асран каймарĕ:

Çавра ура, шурă кĕпе,

Пан улми пек пит çăмарти,

Чие çырли пек тути;

 

Ункăн-ункăн хура çӳç,

Пĕлĕт тĕслĕ кăвак куç,

Вăлта хулли кĕлетки —

Мана канлĕх памаççĕ,

Арман еннех туртаççĕ.

Вăрçă


Каллех вăрçă, каллех çапăçу.

Пăшал сасси илтĕнет,

Тар шăршийĕ ав кĕрет,

Этем юнĕ шар юхать,

Çамрăк пурнăç касăлать.

 

Каллех вăрçă, каллех çапăçу.

Çынсем, урнă йытăсем,

Тӳрĕ пурнма пĕлменсем,

Тăванлăха манчĕç-шим,

Юратăва пăрахрĕç-шим?

 

Каллех вăрçă, каллех çапăçу.

Вутра çунать укçа-мул,

Шыв пек юхать тар, куççуль,

Вилĕм юнпа ашкăнать,

Хура халăх ахлатать.

 

Каллех вăрçă, каллех çапăçу.

Эх, чупăттăм, кайăттăм,

Вăрçă-мура чарăттăм.

Çапăçăва пĕтерĕттĕм.

■ Страницăсем: 1... 702 703 704 705 706 707 708 709 710 ... 794