Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗнтерӳшӗн

«Ҫӗнтерӳшӗн»Йӗпреҫ районӗн хаҫачӗ.

Ӗҫченӗсем

«Йӗпреҫ райхаҫат редакцийӗ» РГУ коллективӗ 12 ҫынна пӗрлештерсе тӑрать:

  • Тӗп редакторӗ — К.Д. Алимасов.
  • Яваплӑ секретарь — Быков С.В.
  • Фоторкорреспондент — Димитриев Д.Д.
  • Компьютер уйрӑмӗн редакторӗ — Раймова Г.И
  • т. ыт.

Хаҫат кун-ҫулӗ

1932 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Йӗпреҫ район хаҫачӗн (Ҫӗнӗ пурнӑҫ» ятпа) пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Унӑн редакторӗ — Чӑваш Тимеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Илья Кузмич Корнилов пулнӑ. Вырӑнти типографии пулманнине кура ҫулталӑк ҫурӑ хушши Канаш тата Улатӑр типогрфийӗсенче пичетленсе тӑнӑ. Унӑн тиражӗ вӑл вӑхӑтра 600 экзмпляртан иртеймен.

1932 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен хаҫат «Колхоз пурнӑҫӗ» ятпа 20 ҫул хушши тухса тӑнӑ. Ҫак йывӑр вӑхӑтра унӑн тӗп редакторӗ пулса Петр Степанов ӗҫленӗ.

1953 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа хаҫат «Коммунизм ҫӗнтерӗвӗшӗн» ятпа, тепӗр 5 уйӑхран вара вӑл вырӑсла та, чӑвашла та тухма пуҫланӑ.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-05 11:57:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6446 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем